Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйрӗ (тĕпĕ: туй) more information about the word form can be found here.
Малтанхи кунсенче Сехре каҫсерен барака чылаях ывӑнса таврӑнатчӗ, унӑн апат тумасӑрах выртса ҫывӑрас килетчӗ, ӗҫленӗҫемӗн кун пек халтан каясси иртсе пычӗ, вӑл алсенче вӑй хутшӑнса пынине туйрӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Почтальон вӑрттӑн кулса пӑхса иличченех Укахви хӑйне ҫыру пуррине туйрӗ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей туйрӗ, ӑна паян ӗҫрен хӑварас тесен те хӑвараймастӑн, хӑй каларӗшле, унӑн паян ӗҫшӗн ӑлӑ тупанӗ кӗҫӗтсе тӑрать.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви хӗр чӗрине паҫӑрах туйрӗ ӗнтӗ, Липа Ятмана куҫ хывма ӗлкӗрнӗ пулас, ҫавӑнпа вӑл ун ҫинчен мӗн пур таран йӑлтах ыйтса пӗлесшӗн.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала хӑй те туйрӗ, ун сасси ҫиллессӗн тухрӗ, кӑна илтсен Марине сасартӑках сӑнран улшӑнчӗ те сак ҫине ларма тӑнӑ ҫӗртен каялла ура ҫине тӑчӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Туйрӗ вӑл, чуна темле тунсӑх пусса илчӗ.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйне аслӑ князь темшӗн ҫав тери кӳрентернӗн туйрӗ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй те туйрӗ Северьян, ку ыйту ытлашши пулчӗ, анчах каламасӑр чӑтаймарӗ.

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас чӗри хыттӑн тапма пуҫланине туйрӗ те кӑшт лӑпланас тесе хӑй килсе пӑрахнӑ каска пуканӗ ҫине пырса ларчӗ.

Help to translate

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн шӑм-шакне ҫӑлтӑрсем вӑй панӑ пек туйрӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— «Кӑвак чир», — пӑшӑрханчӗ Павӑл, хӑйне лайӑх мар туйрӗ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл хӗрелсе кайрӗ, ҫак чипер хӗрарӑм умӗнче хӑйне тӗрмерен тухса тарнӑ каторжник пекех туйрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мункунра эп Аксуна кайнӑччӗ… агитбригадӑпа… вӑхӑт пулмарӗ, — хӑйне аван мар туйрӗ пулас учитель.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗн пулчӗ, Паша, чирлеместӗн пулӗ-ҫке?.. — вӑл лӑпкӑ маррине тӳрех туйрӗ Зинаида Степановна.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех кунпа ҫеҫ ҫырлахма юраманнине, Лобачевский ҫинчен кӗнекесем тупса вулама кирлине туйрӗ.

Help to translate

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑй йӑнӑш тунине Эльгеев лайӑх туйрӗ ӗнтӗ — улталанӑ ӑна облисполком базинче ӗҫлекенсем.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн пулса иртнине ыттисем часах манчӗҫ пулин те, Павӑл хӑйне лайӑх маррӑн туйрӗ: ресторан кухнине анса та пӑхмарӗ-ҫке вӑл хут ҫине алӑ пусиччен.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Килӗшнӗ пек туйрӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Питрен шывпа сапнӑнах туйрӗ хӑйне Павӑл ку сӑмахсем хыҫҫӑн, чӗлхи те ҫыхланчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павлуш йӑнӑшне туйрӗ, ҫӑратнӑ сӗте пылран уйӑрса илейменшӗн лайӑхмарланчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed