Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑвӑсем (тĕпĕ: сӑвӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫак гувернантка литературӑна питӗ юратнӑ, хӑй те ӑпӑр-тапӑр сӑвӑсем ҫыркаланӑ; вӑл Еленӑна вулама вӗрентнӗ, анчах вулани ҫеҫ хӗрӗн кӑмӑлне тултарайман: Елена мӗн ачаранах ӗҫлесшӗн, ырӑ ӗҫсем тӑвасшӑн ҫуннӑ; кӗлмӗҫсем, выҫӑсем, чирлисем ӑна хӑйӗн енне туртнӑ, пӑшӑрхантарнӑ, чӗрине ыраттарнӑ; вӑл вӗсене тӗлӗкре курнӑ, вӗсем ҫинчен хӑйӗн паллаканӗсенчен пуринчен те ыйта-ыйта пӗлнӗ; ыйткалакансене е нушаллисене тӑрӑшса, чаплӑ ӗҫ тунӑ чухнехи пек, пӑлханса япаласем панӑ.

Гувернантка эта очень любила литературу и сама пописывала стишки; она приохотила Елену к чтению, но чтение одно ее не удовлетворяло: она с детства жаждала деятельности, деятельного добра; нищие, голодные, больные ее занимали, тревожили, мучили; она видела их во сне, расспрашивала об них всех своих знакомых; милостыню она подавала заботливо, с невольною важностью, почти с волнением.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тӗлӗнмелле: нимӗҫ чӗлхине эпир миҫе ҫул шӗкӗлчемен-ши шкулта, манӑн унпала отметкӑсем те чиперехчӗ: артиклсене пӑхмасӑр пӗлеттӗм, пӑхмасӑр сӑвӑсем калаттӑм («Айн меннляйн штеет им вальде, ганц штиль унд штум…»), анчах эп калаҫас ҫӗрти чи ансат сӑмахсемпе те усӑ курма пӗлместӗп иккен.

Странное дело: сколько лет мы долбили в школе немецкий язык, у меня даже были приличные оценки по этому предмету: я знал назубок артикли, мог прочитать с детства зазубренное стихотворение («Айн меннляйн штеет им вальде, ганц штиль унд штум…»), но я не умел произнести самой элементарной немецкой фразы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хаҫатсем сӑвӑсем пичетлеме тытӑнчӗҫ:

Газеты печатали стихи:

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир Эмилия Генриховнӑпа пӗрле артикульсемпе сӑпатсене вӗренеттӗмӗр, сӑвӑсем калаттӑмӑр, тепӗр чух тата шурлӑх салтакӗсем ҫинчен юрӑсем те юрлаттӑмӑр.

И мы зубрили с Эмилией Генриховной артикли и спряжения, стихи и даже песню пели — про болотных солдат.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Халь ӗнтӗ эпӗ сӑвӑсем ҫинчен те, Наташа ҫинчен те, килпе Николай Степанович ҫинчен те шухӑшламастӑп, манӑн куҫ тӳпенелле тинкерет.

Я уже не думаю ни о стихах, ни о Наташе, ни о доме, ни о Николае Степановиче, а смотрю в небо…

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Николай Степановичӑн, ав, чӑнах та сӑвӑсем.

Вот у Николая Степановича действительно настоящие стихи.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Наташа ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем!

Стихи о Наташе.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӑмахран акӑ — сӑвӑсем.

Стихи, например.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир авалхи кӗнекесенчен кашни мӗн вулас тенӗ, ҫавна вулатпӑр, пурте тенӗ пекех вӗсем — сӑвӑсем.

Мы читали старые книги на выбор — это почти всегда были стихи.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл сӑвӑсем ҫырать, ӗлӗкхилле, классиксем ҫырнӑ пек, сонетсем, романсем, акростихсем ҫырать.

Он писал стихи, такие, какие писали давным-давно классики: сонеты, романсы, акростихи.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Лайӑх сӑвӑсем унӑн!

 — У него очень хорошие стихи.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсем ӗнтӗ ача-пӑча сӑввисем мар, чӑн-чӑн юрату ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем!

Это были серьезные, взрослые стихи о настоящей любви!

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Каланӑ тӑрӑх, вӗсем пирки ҫырнӑ сӑвӑсем манӑн лайӑхрах тухнӑ имӗш.

Стихи о них раньше мне, как говорили, особенно удавалось.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Халь вара ун чухнехи пек сӑвӑсем ҫырмастӑп.

А я не писал теперь того, что писал раньше.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ шыва кӗрсе тухрӑм та килетӗп, сӑвӑсем вулатӑп, вӑл сасартӑк: ӗҫ… динамит… шефсем…

Я выкупался, иду, читаю стихи, а он вдруг: дело… динамит… шефы…

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Выртатӑп хӗвел ҫинче, куратӑн акӑ, сӑвӑсем вулатӑп.

Лежу на солнышке да вот, видишь, стихи читаю.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Эпӗ ҫухалса кайнӑскер, ҫилленсе сиксе тӑтӑм та, ма тесессӗн манӑн ҫак сӑвӑсем куккана мӗншӗн ҫакӑн пекех уртарса янине ниепле те ӑнланаймарӑм.

Я вскочил, растерянный и обозленный, потому что никак не мог понять, почему это мои стихи могли привести дядю в такую ярость.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Катяпа хисеплӗн калаҫнӑ, повеҫсем, сӑвӑсем вуланӑ хыҫҫӑн, музыка итленӗ хыҫҫӑн тата ытти ӑҫтиҫукпа хускалнӑ кӑмӑл-шухӑшӗсене, ҫав ӑҫтиҫуксем хӑйне интереслентернине хӑй те ӗненмесӗрех е асӑрхамасӑрах, ӑна каласа пама чӑрмантарман.

Он обращался с Катей снисходительно, не мешал ей высказывать впечатления, возбужденные в ней музыкой, чтением повестей, стихов и прочими пустяками, сам не замечая или не сознавая, что эти пустякии его занимали.

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Нирмацкий те сӗтӗрӗнсе килнӗ; Майданов вара хальхинче пуринчен малтан ҫитнӗ — вӑл ҫӗнӗ сӑвӑсем илсе килнӗ.

Даже Нирмацкий притащился; Майданов пришел в этот раз раньше всех — он принес новые стихи.

XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм.

Я гулял — то в саду нашей дачи, то по Нескучному, то за заставой; брал с собою какую-нибудь книгу — курс Кайданова, например, — но редко ее развертывал, а больше вслух читал стихи, которых знал очень много на память; кровь бродила во мне, и сердце ныло — так сладко и смешно: я все ждал, робел чего-то и всему дивился и весь был наготове; фантазия играла и носилась быстро вокруг одних и тех же представлений, как на заре стрижи вокруг колокольни; я задумывался, грустил и даже плакал; но и сквозь слезы и сквозь грусть, навеянную то певучим стихом, то красотою вечера, проступало, как весенняя травка, радостное чувство молодой, закипающей жизни.

I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed