Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗссипе каласан, вӗсем сыхӑ пулас шутпа ҫыран хӗррине ҫитмесӗрех якӑр ярса чарӑнасран тата шлюпкине сыхлама ик-виҫ ҫын хӑварасран хӑранӑччӗ эпӗ; ҫапла тунӑ пулсан, эпир вӗсен шлюпкине тытса илеймен пулӑттӑмӑр.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пантелей лаша сыхлама кайрӗ, кайран каялла тавранчӗ, Егорушка ку вӑхӑт тӗлне те ҫывӑрса каяйманччӗ-ха, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтретчӗ.Пантелей ушел на смену и потом опять вернулся, а Егорушка всё еще не спал и дрожал всем телом.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вырӑнти влаҫсем ҫав кунсенче хӑйсем те хӑраса ӳкнӗ, депутаци сӑмахне хаваслансах йышӑннӑ та Бяла Черквана аллӑ башибузук ярса халӑхран хӗҫ-пӑшал пуҫтарттарнӑ, кайран хулана сыхлама тесе ҫавӑнтах юлнӑ.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Йытти, хӑй хӑнӑхнӑ май, вӗсене сыхлама алӑк патӗнчен хӑпмарӗ.Собака, верная своим привычкам, села у входа, чтобы охранять людей.
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах халлӗхе ман патшалӑхӑм пӗчӗк-ха, манӑн хамӑннисене мана пӗлменнисем элеклесрен сыхлама тивет-ха, эпӗ хамӑн пӗтӗм шухӑш-кӑмӑлӑма пурне те каласа кӑтартаймастӑп-ха.
6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑвакарчӑнсем вӗҫсе килнӗренпе унӑн ӗҫӗ палӑрмаллах хутшӑнчӗ: вӗсем валли вӑхӑтра апат сапса памалла, алӑк умӗнчи шыв кӳлленчӗкӗ часах типнине пула чашӑкри шыва улӑштарсах тӑмалла тата хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман мӗскӗн кӑвакарчӑнсене сыхлама хуралта тӑмалла пулчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тухса каяс умӗн карчӑк сыхлама вӗреннипе ҫӑмарта вӑрлама май килмесен, эпӗ райкома каятӑп та, хамӑн Давыдов юлташран шӑппӑн: «Сёмушка, мана хӗрхенекен, чӗрӗк валли парсамччӗ мана, атту сана ӗҫсӗр кӗтме кичем мана», — тетӗп.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ пуҫларӑм хайхи Аверьяна сыхлама…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
… Пӑхатӑп та хӑй ачине сыхлама вӑй ҫитереймен амӑшӗн хурлӑхлӑ мӑшӑр куҫне тата ачан ҫынтан хӑранипе сивлеккӗн хытса ларнӑ тарӑн куҫне, пӑхатӑп та чӗрӗ чун асапне пӑхса киленекен ҫынсем ҫине, вара, упӑте енне ҫаврӑнса, хам ӑшра ҫапла калатӑп:
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫав ҫуртсем хушшинче, унта та кунта, ҫав тупӑксенчи хурлӑха ҫӗр-хута сыхлама тӑратнӑ тӗлӗнмелле хӑрушӑ тискер кайӑксен сарӑ куҫӗсем пек, ҫутӑсем мӗлтлетсе хыпса илеҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӗсем ун умӗнче хапхине уҫнӑ та ӑна хуларан кӑларса янӑ, вара вӑл хӑй ывӑлӗ пирки юхтарнӑ юнпа шӑвӑннӑ тӑван ҫӗр тӑрӑх утса кайнине стена ҫинчен вӑрахчен пӑхса тӑнӑ: вӑл ҫав ҫӗр ҫинчен урине аран-аран илсе, ерипен утса пынӑ, хулана сыхласа вилнисем умӗнчен пуҫ тайса иртнӗ, хуҫӑк хӗҫпӑшалсене, тӗренсе, урипе тапса хӑварнӑ — пӗр пӗрин ҫине тапӑнма кирлӗ хӗҫпӑшала аннесем кураймаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа сыхлама кирлине кӑна сума сӑваҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Сыхлама ҫеҫ ан ӳркен!
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька, хӑй патне чупса ҫитнӗ Никиткӑна хурт ҫемйине сыхлама хушса хӑварчӗ, хай пӳртелле ыткӑнчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлӗт унта пачах урӑхла, ҫӗр ҫывӑхнерех лӑпчӑннӑн туйӑнать, анчах аҫа-ҫиҫӗм вӑйлӑрах ҫаптӑр тесе мар, ҫӗре юратса, ӑна хытӑрах ыталаса илессишӗн кӑна пулӗ: вӑл суйласа илнӗ кӗтесе, тӗрлӗ хуйхӑ-суйхӑран сыхлама тесе, атте-анне ҫурчӗн шанчӑклӑ ҫивиттийӗ евӗр хупласа тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗлӗкхи Калеб, питӗ лайӑх вӗрентнӗ сунарҫӑ йытти пек, сыхлама панӑ апат-ҫимӗҫе тӗкӗниччен вилсе каять; ку вара хӑйне шанса паманнине те мӗн те пулин ҫисе е ӗҫсе ярасшӑн ҫеҫ пӑхкаласа ҫӳрет; лешӗ улпутсене ытларах ҫитересшӗн тӑрӑшнӑ, ҫимесен — хуйхӑрса ҫӳренӗ, ку акӑ турилкке ҫине мӗн хурса панине улпучӗ пӗтӗмпех ҫисе ярасран хуйхӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑҫалхи ярмаркӑра пирӗн катанпир пулмасть: типӗтекен тата шуратакан лаҫсене ҫӑрапа питӗрсе илтӗм, кӑнтӑрла та ҫӗрле те сыхлама Сычуга лартрӑм: вӑл йӗркеллӗ ҫын; хуҫанне нимӗн те ан вӑрлатӑр тесе, ӑна эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн асӑрхатӑп.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
1908 ҫулта ҫӗршыва нумай вӑхӑт сыхлама пултаракан хӑватлӑ карап тума шантарнӑччӗ эпӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл мана пулма пултаракан «рандева-вырӑнсене» кӑтартрӗ, Англипе Америка карапӗсем вӑрттӑн курнӑҫмалли вырӑнӗсем иккен ҫавсем, унтан вара вӗсен карапӗсене епле майпа пире сыхлама пани ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мускава, тӑван хулана, сыхлама пурин те харӑс тӑмалли ҫинчен хистевлӗн калакан плакатсемпе ҫуммӑн хамӑр картинӑн афишисене курма питех те кӑмӑллӑ.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем тӑшман пуррине пӗлтереҫҫӗ, ӳсен-тӑрана, кӑвак пӗлӗте, вӗҫен кайӑка тӑшмантан сыхлама чӗнеҫҫӗ.Они звали оградить от врага и траву, и деревья, и голубое небо, и ласточек.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950