Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

снаряд the word is in our database.
снаряд (тĕпĕ: снаряд) more information about the word form can be found here.
Кӑшт леререх, снаряд ҫурӑлнипе, Еланский вилчӗ.

Чуть дальше разорвало Еланского.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Снаряд ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн сывлӑш хумӗ ӑна чул юпасем ҫумӗнчен кӑларса вӑркӑнтарнӑ та, халӗ вӑл такамӑн юхӑннӑ садӗнче, виноград тӗмӗсем хушшинче йӑваланса выртать.

Вывернутые из каменных обочин взрывной волной, они валялись в чьем-то заброшенном саду, подминая виноградные лозы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Снаряд самолётран нумай кайра ҫурӑлчӗ.

Снаряд темным облачком разорвался далеко позади самолета.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Драницын, пушӑ снаряд ещӗкӗ ҫинче ларса, ӳпкере кӗтмен ҫӗртенех чир процесӗ пуҫланнӑ пирки Шенкурска юлнӑ Леля патне ҫыру ҫырать:

Драницын, сидя на пустом снарядном ящике, писал письмо Леле, оставшейся в Шенкурске из-за внезапно открывшегося легочного процесса:

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Фронта пӗр снаряд та памастпӑр»! — тесе тупа турӗҫ вӗсем.

«Ни одного снаряда фронту!» — поклялись они.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Снаряд икӗ утӑмра ҫурӑлса кайнӑ…

Снаряд разорвался в двух шагах.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейран инҫех те мар снаряд ҫурӑлса кайрӗ, унӑн лаши сиксе ӳкрӗ, Андрей персе анчӗ те тӑнне ҫухатрӗ.

Неподалеку от Андрея разорвался снаряд, лошадь подпрыгнула, Андрей упал и потерял сознание.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Снаряд палубӑна ҫӗмӗрсе тӑкрӗ.

Снарядом разбило палубу.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тупӑ пени те, снаряд ҫурӑлни те курӑнмарӗ.

Ни вспышки, ни разрыва не было видно.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тупӑран инҫех те мар лав ҫинчен снаряд ещӗкӗсем пушатаҫҫӗ.

Невдалеке от орудия повозочные складывали ящики со снарядами.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Суранӗ хӑрушӑ мар: снаряд ванчӑкӗ хулпуҫҫи ҫинчи ҫемҫе какай ӑшне кӑна кӗрсе ларнӑ.

Рана была не опасная: осколок попал в мякоть плеча.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Аран тертленсе ҫитнӗ Василий Куприянович сӑнав пункчӗ патне: виҫӗ хут пеме тытӑннӑ ӑна, ҫывӑхра снаряд ҫурӑлнӑ пирки кимӗ кӑштах ӳпӗнсе ларман, ку та юрӗччӗ-ха — Василий Куприянович командир блиндажне пуҫне чикнӗ-чикменех лешӗ ӑна вӑрҫма тытӑннӑ, Беленькие лекес ят пӗтӗмпех ӑна лекнӗ.

С великим трудом добрался Василий Куприянович до наблюдательного пункта: трижды его обстреляли, дважды лодка едва не опрокинулась от разорвавшегося поблизости снаряда; а в добавление ко всему весь жуткий поток брани, предназначенный Беленькому, был обрушен на голову Василия Куприяновича, едва голова эта показалась в командирском блиндаже.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Унччен те пулмарӗ, пирӗн ҫывӑхрах темиҫе снаряд ӳксе ҫурӑлчӗҫ.

Раздалось несколько взрывов.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унччен те пулмарӗ, ҫывӑхрах (хыҫра) икӗ снаряд умлӑн-хыҫлӑн килсе хаплатрӗ.

Разрыв! И еще разрыв! оба разрыва были позади.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Телее, снаряд пӗр пушӑ пӳрте лекрӗ.

Удар пришелся по одной из хат — к счастью, пустовавшей.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пӗрремӗш снаряд.

Первый снаряд.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Снаряд тӳрех лекнӗ…

Прямое попадание…

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унччен те пулмарӗ, ялтӑрр! ҫуталса илчӗ те, хаяррӑн шӑхӑрса килсе, пирӗн умрах, ҫӗр кисретсе, снаряд хаплатрӗ!

Вспышка, удар, вой, и перед нами, сотрясая землю, ударил снаряд.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫул ҫине тухасси тепре сикмеллӗх ҫеҫ юлсан, ҫӗр кисретсе снаряд хӑрушшӑн ҫурӑлса кайсан, сирпӗнчӗ.

Грохнулся вместе со страшным ударом впереди, когда до дороги оставалось не больше одного рывка.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унпа юнашар, ҫӗр ҫинче, снаряд хуҫса антарнӑ пысӑк арка выртать — сунар хуҫалӑхне кӗмелли алӑк пулас ӗнтӗ вӑл: Унтах пульӑсемпе ала пек шӑтарса пӗтернӗ фанер татӑкӗ пур.

Рядом лежала на земле скошенная снарядами арка — видно, бывший вход в охотничье хозяйство: И тут же изрешеченная пулями и осколками фанера.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed