Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтрах хӑй — эсир ман патра ӗҫре юлас тетӗр пулсан, сире ырӑ кӑмӑлпа хамӑн хӳтлӗхе илме пултаратӑп, терӗ те ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтерме хушмарӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хула хапхи патне ҫитесси икҫӗр ярд юлсан, эпӗ вӗсене ҫӗр ҫине антарса ятӑм та государство секретарӗсенчен пӗрне хам килни ҫинчен хыпарлама тата его величество мӗн хушассине кӗтсе тӑратӑп, тесе пӗлтерме ыйтрӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакна эпӗ темиҫе эрнеренех, Блефуску императорӗ патне хам ӑна хисепленине каласа пӗлтерме кайсанах, пӗлсе ҫитрӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ секретаре императора хам пысӑк чыс тунине пӗлтерме тата хам шутпа манӑн, ют патшалӑх ҫыннин, вӗсен вырӑнти партисен хирӗҫӗвне хутшӑнма кирлӗ маррине каласа пама ыйтрӑм; анчах эпӗ ҫӑлӑннипе ирӗке тухни императортан килнине кура, хамӑн пурнӑҫа нимӗн шеллемесӗр унӑн ҫӗршывне тӑшман килсе тапӑнасран хӳтӗлесе тӑма хатӗр, терӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Акӑ мӗншӗн его величество сирӗн хӑюлӑхпа хӑват ҫине шанса, сире хамӑр ӗҫсем епле тӑни ҫинчен чӑннипе каласа пӗлтерме хушрӗ мана», терӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Юлашкинчен ҫак хыпара пӗлтерме шутланӑ ҫынсем: ку япала Ту-Этемӗн япали пулӗ, тесе шутлатпӑр, ӑна пилӗк лашапа ҫеҫ тӗп хулана турттарса леҫме пултаратпӑр, тесе каланӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Каласа пӗлтерме кирлӗ: ҫак монарх хӑй аллинчи ҫӗрӗсенчен илекен тупӑшсемпе ытларах пурӑнать, тепле пит кӑрӑс килсен тин хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫыннисенчен пулӑшу ыйтать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Удино маршал мана ҫакна пӗлтерме хушрӗ: вырӑссен Чичагов ҫарӗ Березина патне ҫитсе кӗперсене пурне те йышӑннӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Мюрат темиҫе кун хушши шыраса хӑшкӑлнӑ, анчах пӗтӗм вырӑс ҫарне, утӑ капанӗ хушшинче йӗп ҫухатнӑ пекех ҫухатни ҫинчен Наполеона пӗлтерме хӑяйман.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Государство Совечӗ Филири канашлу протоколне тата Мускава мӗн пирки ҫапӑҫусӑрах хӑварни ҫинчен ҫырса пӗлтерме хушнӑ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл приказа Кутузов пӗтӗм ҫара, пур командирсене те пӗлтерме хушнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ванса хуҫӑлнӑ уринчен санитарсем аттине хывнӑ, вӑл атака епле пыни ҫинчен пӗлтерме хушнӑ, итлесе пӗтерсен: — Барклая калӑр, ҫапӑҫу ӑнӑҫлӑхӗ халӗ ӗнтӗ унтан килет, тенӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пирвайхи атакӑсем хыҫҫӑнах Наполеон хӑй патне хӗпӗртенӗ адъютанчӗсем ҫӗнтерӳсем ҫинчен пӗлтерме васкаса пынине курма вӗреннӗ, анчах кунта пӗрин хыҫҫӑн тепри ӑнӑҫсӑрлӑхсем ҫинчен, маршалсем пулӑшу ыйтни ҫинчен пӗлтерме килнӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫак ырӑ мар хыпара пӗлтерме ординарецсем вырӑс ҫарӗн полкисем тӑрӑх кайнӑ.Ординарцы поскакали, неся тревожную весть в полки русской армии.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
«Сире савӑнӑҫлӑ ҫӗнӗ хыпар пӗлтерме васкатпӑр, Дмитрий Николаевич. Пирӗн Маринӑна Украинӑн Верховнӑй Совечӗн депутатне суйларӗҫ», тесе ҫырнӑччӗ ман пата Львовран, ӗлӗк партизан пулнӑ юлташсем.
Эпилог // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ленин ячӗпе тӑракан партизансен отрячӗн командирӗ Мускава: пирӗн ҫавнашкал отряд пур, вӑл ӗҫлет, ҫапӑҫать, анчах унӑн радиостанци ҫук, ҫавӑнпа та вӑл Мускавпа ҫыхӑнаймасть, тесе пӗлтерме ыйтнӑ.
Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑл пурӑнакан ҫуртӑн управдомӗ ӑна пур «шанчӑксӑр» ҫынсем ҫинчен пӗлтерме тытӑннӑ.Управдом того дома, где он жил, стал сообщать ему о всех «подозрительных».
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хӑйсен тискер ӗҫне туса пӗтерсен, карательсем ним шухӑшламасӑр-тумасӑрах гебитскомиссара пӗлтерме Людвиполе ҫул тытаҫҫӗ, анчах та пирӗн засада ҫине пырса тӑрӑнаҫҫӗ…
Хӑвӑрт тавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сире пӗлтерме тата сирӗнтен ирӗк ыйтса илме каярах пулчӗ, ниепле курьер та ҫитсе ҫаврӑнайрас ҫукчӗ.Сообщать вам и просить разрешения было уже поздно: никакой курьер не смог бы обернуться.
Хӑвӑрт тавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Пӗлтерме ирӗк парӑр, командир юлташ!
Хӑвӑрт тавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.