Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр, Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнтӑр, Вӑл ӑна каҫарӗ, пирӗн Туррӑмӑр патне пытӑр: Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ман патӑма пытӑр.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑн, ҫылӑхусене пӑрах; 22. Унӑн умӗнче кӗлту, ҫылӑхпа такӑнни чакса пытӑр санӑн.21. Обратись к Господу и оставь грехи; 22. молись пред Ним и уменьши твои преткновения.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана: Эсӗ — манӑн Туррӑм; Санӑн ырӑ Сывлӑшу мана тӳрӗлӗх ҫӗрне ертсе пытӑр.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр, аллӑмсене ҫӗклени Сана каҫхи парне пек пултӑр.2. Да направится молитва моя, как фимиам, пред лице Твое, воздеяние рук моих - как жертва вечерняя.
Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Ҫӳлхуҫана шанакансем, пурсӑр та ҫирӗп пулӑр, чӗрӗр тӗрекленсе пытӑр!25. Мужайтесь, и да укрепляется сердце ваше, все надеющиеся на Господа!
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫана шан, ҫирӗп пул, чӗрӳ тӗреклӗленсе пытӑр, Ҫӳлхуҫана шан.14. Надейся на Господа, мужайся, и да укрепляется сердце твое, и надейся на Господа.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ют турӑ патне васкакансен хӗн-асапӗ хушӑнса пытӑр; эпӗ вӗсем пек юнлӑ парне кӳрсе юн тӑкмӑп, вӗсен ячӗсене чӗлхе-ҫӑварӑмпа та асӑнмӑп.
Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ашшӗ каланӑ ӑна: каях ҫак ҫынпа, Ҫӳлти Турӑ сире ырӑ ҫул патӑр, Унӑн Ангелӗ ертсе пытӑр сире, тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Халӗ те, ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр! ӗҫӳ ӑнса пытӑр, Ҫӳлхуҫа Турру валли, Вӑл сан пирки каланӑ пек, Ҫурт туса лартмалла пултӑр.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑ пултӑр, ӗнтӗ ҫапла калаччӑр: Саваоф Ҫӳлхуҫа — Израиль Турри, тетчӗр; Давид чурун килӗ Санӑн умӑнта тӗреклӗ пултӑр.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Авессалом ӑна каланӑ: апла пулсан пирӗнпе пӗрле Амнон пиччем пытӑр, тенӗ.26. И сказал ему Авессалом: по крайней мере пусть пойдет с нами Амнон, брат мой.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анхус Давида ҫапла хуравланӑ: шансах тӑр, эсӗ манӑн куҫӑм умӗнче Турӑ Ангелӗ пекех лайӑх; анчах Филисти ҫулпуҫӗсем: «вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр» теҫҫӗ.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Филисти ҫулпуҫӗсем ӑна ҫилленсе кайнӑ та ҫапла каланӑ: ку ҫынна эсӗ каялла яр, вӑл эсӗ уйӑрса панӑ вырӑнтах лартӑр, вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр, вӑрҫӑра пирӗн тӑшман пулса ан тӑтӑр.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вара Ионафан Давида каланӑ: ыррӑн-сыввӑн кай, эпир санпа иксӗмӗр Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса: «санпа ман хушшӑмра та, санӑн вӑрлӑхупа манӑн вӑрлӑх хушшинче те Ҫӳлхуҫа пултӑр» тени ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хула хӗррине ҫитнӗ чухне Самуил Саула ҫапла каланӑ: тарҫуна кала-ха, вӑл пирӗнтен маларах утса пытӑр, — тарҫи вара мала кайнӑ; — эсӗ халӗ чарӑнса тӑр, эпӗ сана Турӑ мӗн каланине пӗлтерӗп, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: халӑх пӗрех нумай-ха; эсӗ вӗсене шыв хӗррине илсе ан, Эпӗ унта сан валли суйласа илӗп; кам та кам ҫинчен Эпӗ: «ку санпа пытӑр» тесессӗн, ҫавӑ санпа пытӑр; кам та кам ҫинчен «санпа ан пытӑр» тесессӗн, вӑл ан та пытӑр, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иисус, Нав ывӑлӗ, [Израиль] священникӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: саккун арчине ҫӗклесе килӗр; ҫичӗ священникӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи ҫӗклесе пытӑр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: акӑ Эпӗ Иерихон хулипе унӑн патшине [тата унти] вӑйлӑ ҫынсене санӑн аллуна паратӑп; 2. вӑрҫа юрӑхлисем пурсӑр та пухӑнса хула тавра ҫаврӑнӑр, ун тавра [кунне] пӗр хутчен ҫаврӑнӑр; ултӑ кун хушши ҫапла туса тӑр; 3. саккун арчи умӗнчен ҫичӗ священник ҫичӗ юбилей трупи йӑтса пытӑр; ҫиччӗмӗш кунне вара хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнӑр, священниксем трупа кӑшкӑртса пыччӑр; 4. юбилей мӑйраки кӑшкӑртса ярсассӑн, эсир трупа сассине илтсессӗн, пӗтӗм халӑх хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ятӑр, вара хула хӳми тӗпӗ-йӗрӗпе ишӗлсе анӗ, вара [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен [хулана вирхӗнсе] кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.