Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйне хӑй темӗн те пӗр пулассипе хӑратрӗ, кашни минутрах темӗнле инкек пулӗ те, юлашки сывлӑша та туртса илӗ тесе кӗтсе тӑчӗ.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем кашни минутрах пӗр-пӗрне тӗрткелесе тӑчӗҫ, ҫав систермелле тӗрткеленисем: «Халӗ ӗнтӗ эсӗ ҫакӑнта килсе кӗнӗшӗн хӗпӗртетӗн пулӗ?» — тесе ыйтнине пӗлтерчӗҫ, ҫавна кашниех ӑнланчӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем, пӗр-пӗрне аллисенчен тытса, шыв херринпе ларакан мӑн юман хӳттинелле чупрӗҫ, кашни минутрах такӑна-такӑна хӑйсене ӑҫта килчӗ ҫавӑнта кӑвакартса, мӑкӑльсем лартса та малаллах чупрӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫавна вӑрланӑ чухне вӗсем темӗнле те хӑтланчӗҫ: кашни минутрах пӗр-пӗрне шӑп пулма чӗнсе пӳрнисене тутисем патне тытрӗҫ, ҫук кинжал аврисене аллисемпе яра-яра илчӗҫ, хаяррӑн пӑшӑлтатса пӗр-пӗрне ҫапла хушса тӑчӗҫ: «Тӑшман тапрансанах, ӑна ҫӗҫӗпе аври таранах яшт чикмелле, мӗншӗн тесен вилӗ ҫын каласа кӑтартаймасть», — терӗҫ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем кашни минутрах уяр пӗлӗт ҫинчен Джо пуҫӗ ҫине кӗҫех аҫа ҫапӗ тесе кӗтсе тӑчӗҫ, турӑ ҫитересси час пулманнинчен тӗлӗнчӗҫ вӗсем.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Кашни минутрах уйӑх тухма пултарать.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пар витрӳне, эпӗ пӗр минутрах чупса кайса килетӗп.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.