Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минут the word is in our database.
минут (тĕпĕ: минут) more information about the word form can be found here.
Малтанласа пӗрне ҫӑтрӗ, ун хыҫҫӑн шыв сыпрӗ, хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, ҫирӗм минут иртсен, вырӑнӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темиҫе минут каялла ҫеҫ-ха Тарье Хрестука ҫивӗтӗнчен ярса илсе сӗтӗрме тӑнӑччӗ, ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр тем-тепӗр каласа пӗтернӗччӗ.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ Захар Петрович ывӑлӗпе тарҫи хӑйӗнчен мӑшкӑллани, килӗнчи тарҫипе аппӑшӗ, вӑл шӑнса вилтӗр тесе, хӑйне юри хапха уҫса кӗртменни, ашшӗ вилес умӗн темиҫе минут ҫеҫ ун патӗнче кӳршӗре пулни, ӑна аппӑшӗпе тарҫи пӗр-пӗринпе каварлашса вӗлерни ҫинчен ӗнентерсе калама хӑтланчӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темиҫе минут ҫеҫ хӑйне урса кайнӑ арӑслан пек тытнӑ ҫын тӑруках мӗскӗн кушак ҫури пек чупкалама пуҫларӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чим, тӑхта, пӗр минут.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫилпе, хӗвелпе типсе шултӑрканӑ кивӗ йывӑҫ мечӗт 10 — 15 минут хушшинчех ҫунса кайрӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн вӗренекенсене вара, педиатрсен шучӗпе, 30 минут та ҫителӗклӗ.

Help to translate

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Тепӗр вунӑ минут та иртмерӗ пуль, тринн! тринн!.. янрарӗ иккӗмӗш чанӗ те.

Help to translate

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Анчах вунӑ минут та иртмерӗ, пӳртре кӗмсӗртетни, хӗрарӑм ҫухӑрни илтӗнчӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тӗлӗнмелле этем вӑл: пӗр пушӑ минут пултӑр — ҫынсем канма лараҫҫӗ-и, чӗлӗм туртаҫҫӗ-и — вӑл наччас кукленсе ларать, ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусарать, тепӗр самантранах пуҫӗ лӑнк та лӑнк! каять, кӗҫех харлаттарма пуҫлать.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗр пилӗк минут-вунӑ минут маларах е каярах мар, шӑп кӑна ҫав самантра!

Не раньше и не позже, именно в эту минуту!

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ну, ыйтӑп ӗнтӗ, пилӗк минут каласа парӗ, а манӑн тӗплӗнтерех пӗлес килет.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр кулмасӑр калаҫма тытӑннӑран Липа ӑна шухӑша кайса, лӑпкӑн, сӑмаха пӳлмесӗр итлерӗ, председатель чарӑнсан та, темиҫе минут ним чӗнмесӗр ларчӗ.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе минут ҫӳренӗ хыҫҫӑн Мӗтри ӑна икӗ алӑпа та ҫатӑртаттарса ярса илчӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе минут каннӑ хыҫҫӑн, судья свисток панине илтсе, икӗ паттӑр халӑх варрине тухрӗҫ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗтрипе те вӑл темиҫе минут лайӑх кӗрешрӗ, лешне ҫӳлелле йӑтса илме паман пулсан, тен, ҫӗнтернӗ те пулӗччӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл шкулта вӗреннӗ чухнех ялне йӗлтӗрӗсене ҫуталса тӑракан пуличчен шӑлса тасатрӗ те, ҫӑмӑллӑн ҫеҫ тумланса, виҫ-тӑватӑ минут хушшинче ыраш калчи участокне вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак юрӑ чарӑнчӗ, пӗр-ик минут хӗрсем нимле юрӑ пуҫлама аптраса тӑчӗҫ курӑнать.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара йӗкӗтӗн темиҫе минут хушши ӳпкевлӗ сӑмахсем, вӗри шывпа сапнӑ чухнехи пек пӑчӑхтаракан, ҫамкаран тар кӑларса чуна кайса тивекен сӑмахсем илтсе тӑмалла пулчӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, вӑл ӗҫсӗр пӗр минут та лараймасть.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed