Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ниневи хулине малашне мӗн пуласси ҫинчен калани; Елкос ҫыннине Наума мӗн курӑннисен кӗнеки.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Уксаххисене йӑлкӑм, инҫете сапаланса кайнисене вӑйлӑ халӑх тӑвӑп та, Ҫӳлхуҫа вара Сион тӑвӗ ҫинче ҫакӑнтан малашне ӗмӗр-ӗмӗрех вӗсенӗн патши пулӗ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй пророксем, пророкла ан калаҫӑр; хӑвӑрӑн мӑшкӑл курмалла ан пултӑр тесессӗн, вӗсене малашне мӗн пулассине ан калӑр.6. Не пророчествуйте, пророки; не пророчествуйте им, чтобы не постигло вас бесчестие.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кир, Перси патши, виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Даниила, Валтасар тесе чӗннӗскерне, малашне мӗн пуласси курӑннӑ — ҫакӑ вӑл аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен пӗлтернӗ чӑн хыпар пулнӑ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вавилон патши Валтасар пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Даниил хӑйӗн ҫывӑран вырӑнӗ ҫинче тӗлӗк тӗлленнӗ, вӑл малашне мӗн пулассине курнӑ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аслӑ Турӑ малашне мӗн пулассине патшана ҫапла пӗлтернӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ку вӑл — унӑн ҫӗрӗ, унӑн Израильри пайӗ, ӗнтӗ малашне Израиль пуҫлӑхӗсем Манӑн халӑхӑма ан хӗсӗрлеччӗр, вӗсем Израиль килне йӑхӑн-йӑхӑн ҫӗр уйӑрса паччӑр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫав ҫичӗ кун иртсен, саккӑрмӗш кунне тата малашне те, священниксем сирӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисене парне сӗтелӗ ҫине ҫӗклесе хурӗҫ; Эпӗ сирӗншӗн ырӑлӑхлӑ пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хамӑн сӑваплӑ ятӑма Хамӑн халӑхӑм, Израиль, хушшинче кӑтартӑп, малашне Хамӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатма памӑп, вара халӑхсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Израилӗн Святойӗ пулнине пӗлӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Гога малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Гог, — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ, — акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ!
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ лешӗ, хайхи, авалхи кунсенче Эпӗ Хамӑн чурамсем, Израиль пророкӗсем, урлӑ пӗлтернӗскер пулмарӑн-и? ҫав вӑхӑтра вӗсем, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе, Эпӗ сана вӗсемпе тытӑҫма илсе килесси ҫинчен каланӑччӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Магог ҫӗрӗнчи Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ — енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ!
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑнпа та малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн тупӑклӑхӑрсене уҫӑп та сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухса Израиль ҫӗрне илсе кӗрӗп.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл мана каларӗ: малашне мӗн пулассине чӗме пӗлтер, пулассине пӗлтер, этем ывӑлӗ, кала чӗме: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй чӗм, тӑватӑ ҫил енчен кил те, ҫак вӗлерсе тӑкнӑ ҫынсен виллисене пурӑнӑҫ вӗрсе кӗрт те — вӗсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ, те.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ, хама хушнӑ пек, малашне мӗн пулассине пӗлтертӗм; эпӗ пулассине пӗлтернӗ чухне шав илтӗнсе кайрӗ, акӑ пӗтӗмпех хускалчӗ, шӑмӑсем, шӑмӑпа шӑмӑ, пӗр-пӗрин патне ҫывӑхара пуҫларӗҫ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана каларӗ: ҫак шӑмӑсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала вӗсене: «хӑрнӑ шӑмӑсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!» те.4. И сказал мне: изреки пророчество на кости сии и скажи им: «кости сухие! слушайте слово Господне!»
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Малашне сирӗн выҫлӑха пула халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмелле ан пултӑр тесе, йывӑҫсен улми-ҫырлине, хир ҫимӗҫӗсене йышлантарӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: сирӗн ҫинчен: «эсӗ — ҫын ҫиекен, хӑвӑн халӑхна ачасӑр тӑвакан ҫӗр» тенӗшӗн — 14. ҫакӑншӑнах ӗнтӗ текех ҫын ҫимӗн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр тумӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа та Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ ҫакна сирӗншӗн хытӑ тӑрса, хаяр ҫиллӗмпе каларӑм, мӗншӗн тесессӗн сирӗнтен халӑхсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен 3. пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — 4. ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; 5. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.