Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрес (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
— Чӑнах та, хӗлле ушкӑнпа ӑҫта кайса кӗрес.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хытӑ юратмасан, чӑваш хӗрарӑмӗ ют арҫынпа ӗмӗрне ҫылӑха кӗрес ҫук».

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӳрте кӗрес килмесен, атя, лаҫрах апат ҫитерем, — тепӗр хут чӗнчӗ Сӑпани.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав ӑшша кӗрес килет унӑн, вӑл пӗтӗм ӳт-пӗве ҫупӑрланине, чуна ачашшӑн кӑтӑкланине туяс килет.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анчах Калюковпа тусӗсем умӗнче шанӑҫа кӗрес тесен, сана пирвай тӗрмене хупмалла.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ паҫӑр, яла кӗрес умӗн, ӑна ҫак ырлӑхсемпе илӗртнӗччӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл Ҫӑпата Ульки умӗнче айӑпа кӗрес ҫукчӗ, тен, Давидпа пӗрле тыткӑна та лекместчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун ӗҫ-пуҫ ҫапла ҫаврӑнса килессе малтанах шутласа хунӑ пулас, хайхи кӗрӗк кӗсйинчен пӗр кӗленче «Красный восток» туртса кӑларчӗ те: — Ма кӗрес мар, кӗрес, ахальтен ӑшӑтса ҫӳрерӗм-им ҫак эрехе, — терӗ, ҫавӑнтах тилхепене сулахай енчен туртрӗ те ывӑнма пӗлмен Тӑвӑл сарлака урама чуппине чакармасӑр вӗҫтерсе кӗчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах та ҫӗнӗ программӑна кӗрес тесен, халӗ вӑйра тӑракан программӑна вӗҫлемелле.

Но условием вхождения в новую программу является завершение действующей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Манӑн питех те Ай-ин-и-ки-кван йӑхне кӗрес килет.

Мне бы очень хотелось быть Ай-ин-и-ки-квак.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Чӗрре кӗрес темерӗ Нина юлташӗсемпе.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Виҫӗ ҫул тӑрмашрӗ строительсен факультетне вӗренме кӗрес тесе — усси пулмарӗ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Хӑшӗсем хушша-хуппа кӗрес мар терӗҫ, теприсем, Марья инкене кӳреннисем, савӑнчӗҫ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Хушӑран район центрне те тухса кӗрес килет-ҫке ун.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Мунча кӗрес умӗн хамах ҫӑватӑп, — терӗ те ывӑлӗ хаш сывласа общежити еннелле утрӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Аня, — яла кӗрес умӗн хӗре аллинчен тытрӗ арҫын, — пӗрле шыраса тупатпӑр Маринӑна, ытлашши ан хурлан ҫеҫ.

— Аня, — сказал мужчина, взяв девушку за руку при въезде в деревню, — мы вместе разыщем Марину, только не переживай.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хӗрӳ хутне кӗрес вырӑнне ун майлӑ ҫаптарса тӑратӑн-и?!

Вместо того чтобы вступиться за свою дочь, защищаешь ее?!

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кӗрес килмест, анне.

— Не хочу, мама.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Боллардсем — чӑрмав кӗрес тӗлӗшпе ҫул лаптӑкӗнчен тухма тата пытанма пултаракан ятарлӑ юпасем.

Болларды — это искусственные препятствия, представляющие из себя выезжающие из дорожного полотна столбики.

Шупашкарта боллардсем ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30640.html

Вунҫиччӗмӗш ӗмӗрти боярсемпе службӑри ҫынсем сасартӑк пыра-пыра ҫаратса каякан Крым ханӗсенчен Серпухов е Коломна хӳмисем хыҫне лӑпчӑннӑ пекех, мужиксен ҫил-тӑвӑлӗнчен хӑйсен ҫемьисемпе пытаннӑ пулнӑ «либеральнӑй» деятельсем, патша чиновникӗсем, сахал ҫӗрлӗ помещиксем, — хула центрӗнче ҫӑлӑнса юлнӑ халӑх — пӗр-пӗр лӑпкӑ совет учрежденине вӑхӑтлӑха службӑна кӗрес мар-и тесе шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ.

«Либеральные» деятели, царские чиновники, мелкопоместные помещики, спасавшиеся здесь со своими семьями от мужицкой стихии, подобно тому как в семнадцатом веке бояре и служилые люди садились от набегов крымских ханов в осаду за стены Серпухова или Коломны, — все это население центра города начинало подумывать, уж не пойти ли временно на службу в какие-нибудь тихие советские учреждения?

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed