Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшт the word is in our database.
кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) more information about the word form can be found here.
Хамӑр урамра, пиртен кӑшт аяларах, Миккуль тете пурӑнатчӗ.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Кӑшт шухӑшласан коридортах ун ҫӑварне уҫса пӑхрӗ те каҫхине пӗр стоматологи пульницине пыма хушрӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хулӑн ҫуртан ҫулӑмӗ витӗр ҫил пырса тивсен те хисеплесе пуҫ тайнӑ пек кӑна кӑшт авӑнса илет, унтан каялла тӳрленет.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫак ӗҫе эпӗ кӑшт уҫӑлнӑ алӑкпа иконостас хушшинчи хушӑк витӗр куҫ илмесӗр пӑхса тӑтӑм.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Куля кӑшт ҫӑмӑлланнӑ кутамккана ҫӗклесе Патӑрьел ялне, Юхма пасарнелле ҫул тытрӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен Лорӑпа картишӗнче уҫӑлса тӑрас терӗмӗр.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Венюк нумай шухӑшласа тӑмарӗ, тӳрех: — Ман савние Айӑна хӗр ҫумӗ тӑвар мар-и? Вӑл манпа пӗрле вӗренет, маттур, ӗҫчен хӗр пӗрчи. Ӑна эпӗ сирӗн туйӑр хыҫҫӑн кӑшт каярах качча илме хатӗрленетӗп, — тет.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Эпир вара кӑшт шӑхӑркаласа тӑрсан каялла ҫул тытрӑмӑр.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Эпӗ кӑшт маларах, ыттисем ман хыҫҫӑн транспорта кӗрсе ларчӗҫ.

Help to translate

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Хӗр пуҫне кӑшт пӑрса пӑхрӗ те ҫумӗнче Виталий тӑнине курах кайрӗ.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Апла-капла кӑшт темӗскер сиксе тухсан, ӑна та ҫапла сӳтсе-явса хур туса тӑм шӑтӑкне таптаса хума пултараҫҫӗ вӗт.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пурнӑҫӑм кӑшт урӑхларах килсе тухнипе Анат Тагилпа Магнитогорск хулисенче пурӑнакан аппапа пичче ачисене пӑхрӑм.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗвел паянхи пекех хӗртсен ҫуртри тыррисем те тепрер икӗ-виҫӗ эрнерен е кӑшт маларах та тулса-пулса ҫитеҫҫӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ӑна-кӑна пӗлместӗп-ӑнланмастӑп пулсан аслӑ агроном вӑл е ку яваплӑ ӗҫе йӗркелеме-пурнӑҫлама шанман та пулӗччӗ, — кӑшт мухтаннӑн каларӗ Виталий.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ун ҫине пуҫа кӑшт ҫӗклесенех куҫа йӑмӑхтарса ярать.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫаврака пичӗ ҫинче пӗркеленчӗксем кӑшт палӑраҫҫӗ пулсан та пит ҫӑмартийӗсем ялкӑшса-ҫиҫсе тӑраҫҫӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шӗшкӗ мӑйӑрӗнчен кӑшт ҫеҫ пӗчӗкрех тумламсем чӳрече кантӑкӗнчен чуна хӑратмалла шаккаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Хӗвел анӑҫӗнчен вӗрекен ҫил каҫа хирӗҫ кӑшт лӑпланчӗ те ҫурҫӗр енчен юхтарма тытӑнчӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Сӑнӗпе те ашшӗне аса илтерет, утти те Ульккӑнах, кӑшт малалла ӳпӗнет те вӑрӑм пӗҫҫисемпе ҫирӗппӗн утаслать.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed