Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлу (тĕпĕ: кӑмӑл) more information about the word form can be found here.
Кӑмӑлу пулсан ыранах Муромецпа утӑ турттар.

— Желаешь — можешь завтра на Муромце сено возить.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑмӑлу пулсан сана та ҫыртарӑп.

— Желаешь, могу и тебя записать.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла пултӑр эппин; анчах сан кӑмӑлу хуҫӑлӗ, тен, нумайлӑхах, — терӗ Штольц, Ольга ӑна ирӗксӗрех килӗшме хистенӗшӗн.

— Пусть так; но ты расстроишься, и, может быть, надолго, — сказал он, не совсем довольный, что Ольга вынудила у него согласие.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ пӗччен пултараймастӑн, кӑмӑлу та туртмӗ!

Один ты не сумеешь, не захочешь!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗнер ӗмӗтлентӗн, чӗререн, халтан кайичченех кӑмӑлу туртнине паян алла илетӗн, тепӗр кунне вара ҫавна ӗмӗтленнишӗн хӗрелетӗн, унтан мӗншӗн пурнӑҫланчӗ тесе, пурнӑҫа ылханатӑн, — акӑ мӗн пулса тухать вӗт пурнӑҫра ху тӗллӗн те чӑрсӑррӑн ярса пуснинчен, ху ирӗкӳпе ӗмӗтленнинчен; хыпашласа утас пулать, нумайӑшне курсан та, куҫа хупмалла тата телейпе суйланмалла мар, телей вӗҫерӗнес пулсан та, ӳпкелешмелле мар, — ку пурнӑҫ!

Вчера пожелал, сегодня достигаешь желаемого страстно, до изнеможения, а послезавтра краснеешь, что пожелал, потом клянешь жизнь, зачем исполнилось, — ведь вот что выходит от самостоятельного и дерзкого шагания в жизни, от своевольного хочу. Надо идти ощупью, на многое закрывать глаза и не бредить счастьем, не сметь роптать, что оно ускользнет, — вот жизнь!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ху кӑмӑлу туртнӑ пек мар, турӑ хушнӑ пек пурӑн — ку йывӑр йӗрке, анчах…»

«Живи, как Бог велит, а не как хочется — правило мудрое, но…»

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ пайтах вӗреннӗ: сан умӑнта пур алӑксем те уҫӑ; ӗҫлеме, суту-илӳ тума, ҫырма пултаратӑн, тен, — пӗлместӗп, эсӗ мӗн суйласа илетӗн, мӗне ытларах кӑмӑлу туртать…

Образован ты хорошо: перед тобой все карьеры открыты; можешь служить, торговать, хоть сочинять, пожалуй, — не знаю, что ты изберешь, к чему чувствуешь больше охоты.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан — хӑвӑн кӑмӑлу.

Потом — как хочешь.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кӑмӑлу пулсан, вӗсем патне апата кайӑпӑр.

Поедем, если хочешь, к ним обедать…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хӑвӑн кӑмӑлу… эпӗ вара ҫапах та каятӑп.

— Как хочешь… а я все-таки пойду.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Машина пӑспа мӗнле ӗҫленине тинех куртӑн, ну, мӗнле, кӑмӑлу тулчӗ-и? — ыйтать ашшӗ.

— Ну, вот ты теперь видел в действии паровую машину, доволен? — спрашивает отец.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Иксӗлмест асӑмра сан кӑварлӑ, Ҫут хӗвел пек таса кӑмӑлу.

Help to translate

Ирхине, шурӑмпуҫ ҫӗкленсессӗн // Максим Ястран. https://chuvash.org/lib/haylav/1917.html

Санӑн кӑмӑлу кӑрарах, эс ан аптратса ҫитер ӑна».

А ты не замучай его, у тебя характер неважный».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аван мар капла — кӑмӑлу пысӑк.

Ведь это даже некрасиво получается — такой уж чересчур очень гордой быть.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пур ҫӗрте те — ирӗк, кӑмӑлу кӑна пултӑр.

Везде вход свободный.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑнпа та эпӗ Катя сӑмахӗсенчен тӗлӗнсе кайрӑм: — Хӑшне те пулсан ил, кӑмӑлу пур-и? — терӗ вӑл.

Поэтому я удивился, когда Катя вдруг сказала: — Возьми что-нибудь, хочешь?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑмӑлу пулсан, эпӗ унпа калаҫса пӑхӑп.

 — Если хочешь, я поговорю с ним.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӗренес кӑмӑлу пур-и?

— Учиться хочешь?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑмӑлу пулсан — музыка итле, кӑмӑлу пур-тӑк — садра вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ чечек тат, унтан спектакль пӗтсен, халӑха сут.

Хочешь — слушай музыку, хочешь — нарви тайком левкоев в садоводстве и после спектакля продавай публике —

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хуҫа пулса юл ҫакӑнта, манӑн мӗн кӑна пур — пурте санӑн; кӑмӑлу пулсан, аҫу патне таврӑн, — эсӗ ирекре.

оставайся полной хозяйкой всего, что я имею; если хочешь, вернись к отцу, — ты свободна.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed