Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫрӗ (тĕпĕ: калаҫ) more information about the word form can be found here.
— Ха, эсӗ ҫӗре кӗрес терӗн пулсан вара эпӗ сана та чарса тӑмастӑп, — паҫӑрхи пекех калаҫрӗ Карлай, вара хуллен путмар ҫине кайса ларчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Саншӑн хӑратӑп эпӗ, — пӑшӑлтатса калаҫрӗ Укаслу.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ, хуран кукли пур манӑн, лар-ха, ҫикеле, кайран утӑ ҫулма кайӑн, — паҫӑрхи пекех кӑшт сиввӗнрех сассипе калаҫрӗ карчӑк.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыврине парне кӳрес пулать, унсӑр сан ӗҫӳ тухас ҫук, Савантер, — шӑлсӑр ҫӑварӗпе чарӑна пӗлми калаҫрӗ карчӑк.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ карчӑк, анчах хӗр ӑна итлемерӗ — шав йӗчӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫыннисем вӗсем пуян, — калаҫрӗ ҫав хушӑра Укапи.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах килхуҫи ӑна шута хумарӗ, хӑй патне ватӑпа ун мӑнукӗ мӗншӗн килнине пӗлекенскер, вӗсемпе кӗҫналӑк урлӑ, хӑйне мӑннӑн тытса ҫеҫ калаҫрӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗмӗл тирки ҫинчи парнине парасшӑн, Патша кӑмӑлне, ырлӑхне курасшӑн, — Хӑй кӑкри умӗнче хаваслӑ ҫӗклесе Пӗр шуралса, хӗрелсе, тепре чӗтресе, Йӑпӑлтатса калаҫрӗ патшапа самайччен Йӗри-тавра пурнан халӑхсем ҫинчен.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Паян ӳплерен пачах тухмасан та юрамалла, — амӑшӗн шухӑшӗпе килӗшсе калаҫрӗ Кирук.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑн-чӑн ҫар ҫыннин кӑмӑлӗ ҫапла ҫирӗпленнине ӗнентӗм»,— паттӑр пиччӗшӗшӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ Оксана Порфирьева.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Анне те, мӑшӑр та кашни кун маншӑн, Раҫҫей арҫынӗсемшӗн кӗлӗ вуланӑ, халӗ те Турӑ кӗнекине алла тытаҫҫӗ»,— сӑпайлӑн калаҫрӗ ҫар ҫынни.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Националистсем вырӑс халӑхӗпе ҫапӑҫма 2014 ҫултанпах тӗплӗн хатӗрленнӗ»,— унти лару-тӑру пирки ҫапларах ҫеҫ калаҫрӗ ҫар ҫынни.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Чӑн-чӑн арҫын пулас ӗмӗтпе ҫитӗнтӗм»,— сӑпайлӑн калаҫрӗ Тӑвай районӗнчи Кармалта ҫуралса ӳснӗ Олег Краснов.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Малти алӑкран ҫамрӑк хӗрарӑм тухрӗ те, тепӗр енне пырса, шоферпа кула-кула темӗн калаҫрӗ.

Help to translate

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Вӑт итле, — калаҫрӗ вӑл каллех.

Help to translate

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Пенсие тата хушса пачӗҫ-ха, — савӑнӑҫлӑн калаҫрӗ кил хуҫи.

Help to translate

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Унтан, хӑйӗн иккӗленӗвне сӑпӑ кулӑ хыҫне пытарса, шахвӑртса калаҫрӗ:

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Савӑнӑҫра та, тунсӑхра та шухӑшӗ-ӗмӗчӗпе Павӑл патне вӗҫрӗ, унпа, чунне йӗкӗр ывӑҫ ҫине хурса, пӗр чӗлхеленсе калаҫрӗ, малашлӑх ӗмӗчӗсене, туйӑмӗсене сипетлӗ, килпетлӗ сӑмахсемпе кӑшӑлларӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пирӗн ятсем пур вӗт-ха, — тӗлӗннипе васкасарах калаҫрӗ хӗр.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӗҫне ӗнтӗ ытлашши вӗткеленмесӗр тунӑ май карчӑк ытларах Ленӑпа екки ярса калаҫрӗ, тӗсесе, куҫ хӳрипе ӑна сӑнарӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed