Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫнине (тĕпĕ: калаҫ) more information about the word form can be found here.
Иливан тек хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмест, юратмастӑп эп ҫапла калаҫнине тенӗ пек, каярах тӑрса юлать.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечекпи хӑй хыҫҫӑн хапхана питӗрмен иккен те, хыттӑн калаҫнине илтсе-ши е ҫуллӑ пӑтӑ шӑршине туйса картишне хура та вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ игумен кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Мӗшӗл патне канса ҫӳриччен (Аттеней Мӗшӑна Мӗшӗл терӗ-ҫке) хӑйӗнпе Якӑпта ҫапла вӗҫкӗнленсе калаҫнине аса илчӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем темле майпа Сарри хӑлхине те кӗчӗҫ: ывӑлӗ ҫынсем мӗн калаҫнине картишӗнче итлесе тӑчӗ-ши е пӗри, йӗплӗ чӗлхелли, юри каласа пачӗ хуҫана, ҫав кунах староста Аттенее хӑй патне чӗнтерчӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хутран-ситрен вӑл урамра хуралҫӑсем калаҫнине илтрӗ.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсен чӗлхи пирки калаҫнине сиснӗрен-тӗр, ҫармӑссем вӗсем ҫине кулса пӑхрӗҫ.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ларакансенчен хӑшӗ чӑрсӑрланса калаҫнине воевода хӑй те пӗлмесӗрех юлчӗ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулас кӗрӳ Илтепипе мӗнле калаҫнине ҫӗрпӳ тӑнласшӑн пулмарӗ.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӗтсе пӑх, кӗтсе пӑх, — лешӗ питех те асӑрханса калаҫнине сиснӗрен-ши, ӑна пӗрре те вӑрҫма, вӗрентме шутламарӗ хуҫа.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана иличчен ялта ун пирки урӑхларах калаҫнине те сахал мар илтнӗ Иливан.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем чалхӑркка чӗлхеллӗ Ятламас мӗн калаҫнине йӑлт итлесе тӑнӑ Северьянпа тата Ахтупайпа пӗрле урама тухрӗҫ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем калаҫнине илтнӗ Ахтупайпа Ятламас пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ҫеҫ систерчӗҫ — ҫапах та вырӑссем умӗнче ҫылӑх пуррине туяҫҫӗ мӑрсасем!

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем калаҫнине пурне те мар пулсан та нумайӑшне илтеҫҫӗ ҫав.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем килеҫҫӗ тенӗрен вӗсем ҫинчен темле калаҫнине те илтнӗ, ахаль те шикленсе пурӑннӑ ҫынсем урса кайса темле сӑмахсем кӑшкӑрма, «аллах керим! аллах керим!» тесе урамран урама, пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне чупкалама пикенчӗҫ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Манпа ҫакӑн пек калаҫнине мӗнле ӑнланмалла тата?

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ хӑш Гирейӗ пирки калаҫнине ӑнланатӑн ӗнтӗ эс.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑсла пит начар калаҫнине кура сотниксем ку ҫынсемпе сӑмахласа та тӑман иккен, ҫыхса пӑрахса пурне те витене хупса лартнӑ.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Маюк тухса калаҫнине итлеме лайӑх.

Help to translate

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Хӑлхи витӗрех илтмен пирки чи мала пырса ларать те вара, ҫынсем мӗн калаҫнине пӗр сиктермесӗр итлет, тепӗр чух хӑй те тӑрса сӑмах калать.

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Катя ашшӗне аса илсе, ун ҫинчен амӑшӗпе хурланса калаҫнине эпӗ ӑнланма пуҫларӑм.

Help to translate

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed