Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку Кедровӑй шывӗ хӗрринче аркатнӑ хыҫҫӑн, ирпе тӗтреллӗ вӑхӑтра, хӗрлӗ фронтӑн сулахай флангӗнче пулчӗ.
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Ирпе ҫил тапранчӗ.
Вӑрӑ-хурахсем Буратинона йывӑҫ ҫине туртса ҫакаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ыттине, шутсӑр сӑмахлассӑвах килсен, ирпе, ирпе, Виттюкӑм.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗнер ирпе вӑл рейса (Зима хулине) кайнӑччӗ те лерен каҫа юлса таврӑнчӗ, ҫавӑнла, ӗшенниле, кравать ҫине тӳннӗ-тӳнмен ыйха путнӑччӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тепӗр кунне, ирпе, эпӗ больница палатинче, аҫа ҫури койки ҫинче лараттӑм; вӑл койкинчен вӑрӑмрах та, унӑн анса кайнӑ кӑвак носки тӑхӑннӑ урисем койка пуҫӗнчи хулӑсем витӗр курӑнса тӑратчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пшеничкин — сарӑ ҫын, кӑтра ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑскер, картузне чалӑш лартать, ҫӳҫӗ тӑнлавӗ ҫинелле усӑнса тӑрать, яланах йӗнер ҫинче ларать: ирпе ирех утланать те, каҫ пуличчен те лаша ҫинчен анмасть, тырпул пуҫтарса кӗнӗ вӑхӑтра — ҫӗрле те ҫӳрет.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Ирпе, кӑвак шуҫӑм килнӗ чухнехи сивӗ тӗттӗмлӗхре, эпӗ унпа пӗрле ыйӑхлӑ купецсен урамӗ Ильинка тӑрӑх, пӗтӗм хула урлӑ Анатри пасаралла утатӑп; унта Гостинӑй дворӑн иккӗмӗш этажӗнче лавка вырнаҫнӑ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Кунсем халӗ кӗске, каҫсем вӑрӑм, ҫавӑнпа эсӗ ирпе лавкана ҫӳрӗн, лавкара мальчикра тӑрӑн, каҫсенче вара вӗрен! — терӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Праҫниксенче, хуҫасем собора кӑнтӑрлахи кӗлле кайсан, эпӗ ун патне ирпе пыраттӑм, вӑл мана спальняна хӑй патне чӗнетчӗ, эпӗ ылттӑн тӗслӗрех пурҫӑнпа тытнӑ пӗчӗк кресла ҫине лараттӑм, хӗрачи ман умма улӑхса ларатчӗ, эпӗ амӑшне хам вуланӑ кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартаттӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ирпе укӑлчаран тухсассӑн, Аса илеп май уйӑхӗпе ҫӳренисене, Таса уйӗ савӑнӑҫлӑн пӑхмасть, — Ҫухатрӑм унта хаман ҫамрӑк ӗмӗре.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫуркунне эпӗ ҫапах тухса тартӑм: ирпе чей ӗҫмешкӗн ҫӑкӑр илме лавкана карӑм, лавка хуҫи ман умра та арӑмӗпе вӑрҫма пӑрахмасӑр, ӑна ҫамкинчен кире пуканӗпе пачӗ, арӑмӗ урама чупса тухрӗ те унта тӑсӑлса ӳкрӗ, ҫавӑнтах ҫынсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, хӗрарӑма пролетка ҫине лартрӗҫ, ӑна больницӑна турттарса карӗҫ, эпӗ извозчик хыҫҫӑн чупрӑм, унтан хам сисмесӗрех, алла ҫирӗм пуслӑх укҫа тытнипех Атӑл хӗррине пырса тухрӑм.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ман хуҫасем патне вӑл ахаль кун ирпе пырса ҫитрӗ; эпӗ кухняра йӗс савӑтсене тасататтӑм, сасартӑк пӳлӗмрен ҫамрӑк хуҫа арӑмне хӑраса: — Параднӑйне уҫ — Оранскине илсе килеҫҫӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пограничниксем ирпе ирех, хӗвел тухас вӑхӑтра застава хапхинчен тухрӗҫ те Тисса хӗрринелле кайрӗҫ.Ранним утром, на восходе солнца, пограничники вышли из ворот заставы и направились к Тиссе.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
…Сивӗпе пасарнӑ «мерседес» ирпе ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, Карпат леш енчи тӳремлӗхе анчӗ.…Ранним утром, на восходе солнца, заиндевевший «мерседес» спустился на закарпатскую равнину.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Авдотья Васильевна хӑйне пӗртте хӗрхенмест, тӗксӗм блузӑпа, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, ирпе тӑватӑ сехетре е пиллӗкре пулсан та (тепӗр чух сывмаррине тата хӗл пӗтеспе йывӑр ҫын пулнине пӑхмасӑр, аттене хирӗҫ сулӑнкаласа та пулин тухассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать, ҫав вӑхӑталла атте, хӑш чухне ҫав тери ывӑнса, пайтах выляса ярса, намӑс тӳссе, саккӑрмӗш штраф хыҫҫӑн клубран таврӑнать.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ирпе эпӗ вӑраннӑ ҫӗре тумланма ӗлкереймен атте, Торжок аттипе халат тӑхӑнса, ҫӑварне сигара хыпнӑскер, Володя вырӑнӗ ҫинче калаҫса ларатчӗ, унпа пӗрле кулатчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн пек те пулкаларӗ; ирпе класс пӳлӗмӗнче вӗренсе ларатӑн, ӗҫлеме кирлине пӗлетӗн, мӗншӗн тӗсен ыран ку предметпа экзамен пулмалла, эпӗ вара унӑн икӗ ыйтӑвӗ тӑрӑх пачах вуламан-ха, анчах кантӑкран сасартӑк мӗнле те пулин шӑршӑ пырса кӗрет, — тем ҫинчен ҫав тери аса илмелле пек туйӑнса каять, алӑсем хӑйсемех кӗнекене хураҫҫӗ, урасем хӑйсемех куҫма, каллӗ-маллӗ утма пуҫлаҫҫӗ, пуҫра, такам пружина ҫине пусса машинӑна ӗҫе янӑ евӗр, ҫӑмӑл та ырӑ, унта тӗрле ула-чӑла, хаваслӑ ӗмӗтсем ытла хӑвӑрт чупа-чупа иртеҫҫӗ те, вӗсем йӑлтлатса илнине кӑна асӑрхаса юлма ӗлкӗретӗн.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ирпе ҫывӑрса юласран хӑраса, эпӗ ҫӗрле темиҫе хут вӑрана-вӑрана кайрӑм, улттӑмӗш сехетре ура ҫине сиксе тӑтӑм.Я несколько раз просыпался ночью, боясь проспать утро, и в шестом часу уж был на ногах.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл сывпуллашма тытӑнчӗ, ыран ирпе малалла каясси ҫинчен каларӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халӗ акӑ, ҫурҫӗр иртсе кайсан, ирпе калаҫайманнине калаҫатпӑр, ыйтса пӗлетпӗр, сасӑпа калаҫсах шухӑшлатпӑр.И вот сейчас, за полночь, наверстываем — рассказываем, расспрашиваем, думаем вслух.
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.