Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витӗр the word is in our database.
витӗр (тĕпĕ: витӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫутӑ тавраш ниҫта та курӑнмасть, анчах тул кӑваккӑн ҫутӑлса килни кантӑк витӗр палӑра пуҫларӗ.

Вокруг не было огней, но уже проступала утренняя голубизна.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мотор хӑвӑрт ҫатӑлтатса калаҫни халӗ ӗнтӗ хамӑр ҫумрах илтӗнет, анчах факелсем хӑйсем тавра паракан вутлӑ ореол витӗр ҫывхарса килекен катера палӑртса илме хӗн.

Трескучая скороговорка мотора слышалась уже совсем рядом, но через огнистый ореол вокруг факелов трудно было разглядеть приближавшийся катер.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗр ҫинче ҫав-ҫавах нимен пӗлмесӗр пурӑннӑ, мӗншӗн тесен, ҫывхарса килекен инкек вӗсен телескопӗ витӗр ҫеҫ, ҫӳлӗ ту ҫинче, таса атмосферӑра, курӑнма пултарнӑ.

А на Земле никто, кроме них, ничего не заметил, потому что это было видно только через тот телескоп на высокой горе, где очень чистая атмосфера.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Совхоза халӑх ытлашши нумаях килсе ҫӳремест курӑнать, мӗншӗн тесен юрпа витӗннӗ аслӑ килкарти витӗр хуралҫӑ кӑтартса янӑ ҫурт патнелле пӗртен-пӗр ансӑр сукмак ҫеҫ тӑсӑлса выртать.

Очевидно, в совхозе бывало не очень много народу, потому что только одна узенькая тропинка вела по широкому, покрытому снегом двору к дому, на который указал мне сторож.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна эпӗ витӗр пӗлсе тӑратӑп.

Для меня это было ясно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, бинокль витӗр пӑхса, Нильс кӗсменсене пуҫтарнине, хӑйне пулӑшма пыракансем ҫине мӗскӗннӗн пӑхнине куртӑм.

Я смотрел в бинокль и видел, как Нильс убрал весло и с самым беспомощным видом смотрел на идущий к нему на выручку каяк.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫак «шурӑ-шурӑ чайкӑсен сассине», палаткӑри ыйӑхсӑр каҫсене, палатка витӗр ҫуттине паракан анма пӗлмен хӗвеле нумай-нумай асра тытса пурӑнӑп!

Как долго я буду помнить эти «крики чайки белоснежной», эти бессонные ночи в палатке, это незаходящее солнце, просвечивающее сквозь полотно её!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи карттӑсемпе телейлисем — «кураканнисем» пыраҫҫӗ, «курманнисем» вара куҫӗсене хупса, вӗсен йӗрӗпе, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ куҫ хӑрпӑхӗ витӗр ҫул ҫине пӑхкаласа утаҫҫӗ.

В передних нартах идут счастливцы «зрячие», а «слепцы» тянутся по их следам с закрытыми глазами, только по временам поглядывая сквозь ресницы на дорогу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи страницисем темле ҫуланса пӗтнӗ, кӑранташ вара сарӑ та витӗр курӑнакан хут ҫине аран-аран ҫеҫ леккеленӗ.

Первые же страницы были залиты каким-то жиром, и карандаш чуть проступал на жёлтой прозрачной бумаге.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Петькӑпа манӑн ӗҫсене те витӗр пӗлсе тӑрать, пирӗншӗн ваттисем патне тӑтӑшах ҫырусем ҫырать.

Она постоянно была в курсе всех наших дел — Петиных и моих — и аккуратно писала за нас старикам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗр эпӗ килелле таврӑнатӑп, «Власов, Воронов, Голомб…»

Под проливным дождём я возвращался домой, «Власов, Воронов, Голомб…»

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ носилкӑна карета ҫине лартнине, карчӑк чӗтӗрекен аллисемпе Марья Васильевна урисене чӑрканине, кашнин ҫӑварӗнченех, таҫтан кӗнеке туртса кӑларса алӑ пусма ыйтакан санитарпа куҫлӑх витӗр тарӑхса пӑхакан, кӗнеке ҫине алӑ пусакан Николай Антоныч ҫӑварӗнчен те сывлӑш тухнине хытса кайса картишӗнче пӑхса тӑтӑм.

С убитым сердцем я стоял во дворе и смотрел, как носилки вкладывали в карету, как старушка дрожащими руками закутывала Марье Васильевне ноги, как у всех шел пар изо рта — и у санитара, который вынул откуда-то книгу и попросил расписаться, и у Николая Антоныча, который, болезненно заглядывая под очки, расписался в книге.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫумма-ҫумӑн пушӑ та чаплӑ пӳлӗмсем витӗр утса тухнӑ, камер-лакей ҫул кӑтартса пынӑ.

Она прошла длинный ряд пустых великолепных комнат; камер-лакей указывал дорогу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та ун вырӑнне кантӑксене уҫнӑччӗ, вӗсем витӗр лавҫӑсем подвала вут-шанкӑ пӑрахатчӗҫ.

но зато окна открыты, и через них возчики бросали в подвал дрова.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капитан ҫырӑвӗнчи сӑмахсем мана пӗрре те канӑҫ памарӗҫ, Даша инке сассине те илтнӗ пек, вӑл ҫак ҫырӑва куҫлӑх витӗр пӑхса, ассӑн сывласа, такӑна-такӑна вуланине те курнӑ пек пултӑм эпӗ.

Обрывки фраз из письма капитана мучили меня, я как будто слышал голос тети Даши и видел, как она читает это письмо, поглядывая через очки, вздыхая и запинаясь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Стена витӗр стакан ҫумне кашӑк пӗрӗнсе чӑнкӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ, Саня мана, вӑратасшӑн мар пулса, кухньӑрах апат ҫиет иккен.

За стеной осторожно зазвенела ложечка о стакан, и я понял, что Саня, чтобы не разбудить меня, завтракает в кухне.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗнле тӗтре витӗр эпӗ унӑн питне, вӑл ман ҫине йӗрӗнсе пӑхнине асӑрхарӑм, мӗн пулнине аса илтӗм.

Сквозь какой-то туман я увидел ее лицо и понял, что она смотрит на меня с отвращением. Я опомнился.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Халӗ ӗнтӗ эпӗ санӑн вӑрттӑн ӗҫӳсене витӗр пӗлсе тӑратӑп.

 — Я теперь знаю все твои тайны.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тасал, ҫӑва патне, — терӗм эпӗ шӑл витӗр.

— Иди ты к черту! — сказал я сквозь зубы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кун питӗ шӑрӑх, тинӗс шывӗ сип-симӗс йӑлтӑртатать, вӗҫӗ-хӗррисӗр хумсем витӗр курӑнакан цукатран чутласа тунӑ пек.

День был очень знойный, вода в море ярко зеленела, и пологие волны казались выточенными из малахита.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed