Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анать (тĕпĕ: ан) more information about the word form can be found here.
Вир-вир кукамайӗ пӗр муклашка ҫине улӑхса ҫитет те мӑкӑльт! каялла йӑванса анать, вара ним пулман пекех ҫӗнӗрен мекеҫленет.

Help to translate

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чуфут-Калери тем пысӑкӑш ҫӗр пӳртсем, стрельнӑсем умӗн иртет, юлашкинчен яланах Чурук-Су айлӑмне анать.

Help to translate

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ведомство чӑнах та ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: тӑрринчен шыв анать, стенасем йӗпеннипе кӑмпапа сиенленнӗ, мачча тата стена ҫинчи сӑрӑ хӑйпӑннӑ.

Ведомство действительно обнаружило недостатки: с крыши капает вода, стены были повреждены грибками из-за сырости, с потолка и стен отслоилась краска.

Ҫӗмӗрлери ача пахчине хупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33099.html

Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчин тӑрринчен шыв анать.

С крыши детского сада №19 в Шумерле капает вода.

Ҫӗмӗрлери ача пахчине хупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33099.html

Ӗҫ нумай йӑтӑнса анать, хӑшӗнчен пуҫламаллине те пӗлместӗр.

Навалится много дел, и будет трудно решить, за какое из них браться в первую очередь.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Темиҫе кун каялла кӑна Атӑл урлӑ каҫрӗ те Хусаналла анать.

Help to translate

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗпсакайне пусма анать.

Help to translate

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Миша, куратӑн-и, пӗчӗк пура юхса анать! — кӑшкӑрса ячӗ Павӑл, пиччешӗпе пӗрле ҫурхи шыв юхӑмне сӑнаса тӑраканскер.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кашни хула ҫынни хӑй витрипе ӑсма анать.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унтан усал шӑршӑллӑ шыв Кайбулка ҫырмине сӑрхӑнса анать, сывлӑша пӑсать.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пасар кунӗнче Хӗрлӗ площаде анать, лавсем хушшинче утӑ-улӑм тупса ҫиет.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тал-Мӑрса режиссер кӑна, гимнастерка ҫийӗн ӗҫ кипки тӑхӑннӑскер, сивве туймасть: пӗрре сцена ҫине хӑпарать, тепре сиксе анать те вӗриленсе кӑшкӑрать (хӗрлӗ армеецсенчен артист тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ мар пулӗ ҫав!).

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсене хирӗҫ вӑрӑм пӳллӗ, кӗске хура сухаллӑ хытанка арҫын анать.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл вӗҫсе каяс пек хӑлаҫланать те пысӑк утӑмсемпе Эрнепие хирӗҫ чупса анать.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ярханах хӑйсен пахчинчи мунчана хӗл кунӗнче те ҫара уран каять имӗш, ҫӑл хӗррине шыв ӑсма кӗпе вӗҫҫӗн анать, пӗррехинче каскӑн ӗнине хӑваласа хире те кӗпе вӗҫҫӗнех ут утланса кайнӑ тетчӗҫ.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫыран хӗррине хӑпарма тӑрсан, ура айӗнчи ҫерем катӑлса анать.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анатран улӑхать Антунски пӑрахут, Туран анать Турински пӑрахут — Пире ларма вырӑн ҫук!

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куртӑн-и шур пӑрахут туран анать?

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пичче килнӗ, пичче! — ав тӑрантас ҫинчен анать, — аллине кӑнтарса кантӑкран кӑтартрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара тинех кӗлеткине ҫирӗплетрӗ, ыратмаллах темиҫе хут тарӑннӑн сывласа чӗри шанӑҫ пӗтнӗн тапнине тамалтарчӗ, кирек мӗнле ҫапнине йышӑнма хатӗрскер — аялалла анать.

Тогда только, крепко зажмурясь и с болью вздохнув несколько раз так глубоко, что смирила отчаянное сердцебиение, она пошла вниз, готовая принять всякий удар.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed