Шырав
Шырав ĕçĕ:
— …Хӗрлӗ Ҫар ӑнӑҫсӑрлӑхӗсем рабочисемпе хресченсен союзне, ҫавнашкалах ССР Союзӗнчи халӑхсен туслӑхне вӑйсӑрлатрӗҫ кӑна мар, пачах урӑхла, татах та ытларах ҫивӗчлетрӗҫ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
ССР Союзӗн Министрӗсен Совечӗн хушӑвӗпе Алексей Мусатова ҫак повеҫшӗн 1950 ҫулта виҫҫӗмӗш степеньлӗ Сталинла преми панӑ.
Стожар // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
ССР Союзӗн Халӑх Комиссарӗн Совечӗ 1946-мӗш ҫӳлта январӗн 26-мӗшӗнче Вениамин Александрович Каверина «Икӗ капитан» романшӑн иккӗмӗш степеньлӗ Сталинла преми панӑ.
Икӗ капитан // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Чӑваш ССР Патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан Декларацие» пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе ЧССР Аслӑ Канашӗ чи малтанах /ҫав кунах/ 1990 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна йышӑнчӗ. Декларацин положенине пурнӑҫа кӗртессишӗн тунӑ тепӗр пысӑк ӗҫ — ЧР Президентне суйлассипе ҫыхӑннӑ процессем. Чӑваш республикин Аслӑ Канашӗ 1991 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Чӑваш Республикин Президенчӗ ҫинчен» тата «Чӑваш республикин Президентне суйласси ҫинчен» калакан саккунсене йышӑнчӗ.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ черетлӗ сессийӗнче ЧАССР Аслӑ Канашӗ уйрӑм саккунпа «Чӑваш ССР Патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан Декларацие» йышӑнса хӑварма пултарчӗ.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
1984 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Светлана хӗрӗпе Ольӑпа ССР Союзне таврӑннӑ.В ноябре 1984 года Светлана вместе с дочкой Олей вернулась в СССР.
Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
— 1917 ҫулчченхи тӗнчери тата Раҫҫейри, ССР Союзӗнчи, республикӑри 1970-2005 ҫулсенчи производствӑна, ӑна ӳстермелли ҫул-йӗре тӗпчерӗм, институт хатӗрленӗ сахал тӑкаклӑ технологие, пучах биотытӑмӗн пахалӑхӗ производство тухӑҫлӑхне витӗм кӳнине, ытти ыйтӑва тишкертӗм.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№