Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлелле (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑл куҫӗпе пӗр пӑнча тӗллерӗ, пӗчӗкҫӗ кимӗ пек тунӑ ал лаппине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, вара сасартӑк ҫӗр ҫине хырӑмӗпе ӳкрӗ те хайхи аллипе курӑка ҫапрӗ.

Он нацелился на одну точку глазами, медленно поднял вверх кисть руки, сложенную лодочкой, и вдруг упал животом на землю и хлопнул лодочкой по траве.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Егорушка ҫинчен куҫне илмесӗр тата кӑштах чӗнмесӗр тӑрсан, тӗлӗнтермӗш Тит пӗр урине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, ура тупанӗпе хыпашласа, тӑмалли меллӗ вырӑн шырарӗ, вара чул ҫине хӑпарчӗ; кунтан вӑл Егорушка ҫине тӳррӗн пӑхса — хӑйне хыҫалтан ҫапасран хӑрарӗ тейӗн — кутӑн чакрӗ, тепӗр чул ҫине улӑхрӗ, вара малалла та ҫапла майпах хӑпарса пырса, тӗмеске тепӗр енче ҫухалчӗ.

Помолчав еще немного и не отрывая глаз от Егорушки, таинственный Тит задрал вверх одну ногу, нащупал пяткой точку опоры и взобрался на камень; отсюда он, пятясь назад и глядя в упор на Егорушку, точно боясь, чтобы тот не ударил его сзади, поднялся на следующий камень и так поднимался до тех пор, пока совсем не исчез за верхушкой бугра.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл шыв юхакан ҫӗртен тӑчӗ те ҫӳлелле пӑхрӗ.

Он оставил трубочку и поднял глаза вверх.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хӑмӑш витнӗ лутра та вӑрӑм ҫурт тӑррисенчен ҫӑра тӗтӗм каплана-каплана тухать, юлхавлӑн ҫӳлелле ҫӗкленет.

Густой, черный дым большими клубами шел из-под длинных камышовых крыш, приплюснутых к земле, и лениво поднимался вверх.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Огнянов револьверне туртса кӑларчӗ те тӗрӗке сӑнаса пӑхма тытӑнчӗ, лешӗ шултран яра-яра пусса сукмакпа ҫӳлелле хӑпарчӗ.

Выхватив револьвер, Огнянов наблюдал за турком, а тот большими шагами поднимался вверх по тропинке.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрлӗ ҫӗрте ҫурт тӑррисенче вут-ҫулӑм ҫӑмхисем хутшӑнсах пыраҫҫӗ, хӗрлӗ ҫулӑм ҫӳлелле хӑпара-хӑпара тӳпене ҫулать.

В разных местах на крышах то и дело вспыхивали все новые и новые его очаги, и пламя, поднимаясь вверх, лизало воздух бледно-алыми языками.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑшӗ ҫара ту хӗррипе чупать, ҫӳлелле хӑпарасшӑн, хӑшӗсем Зли-долӑ патӗнчи чӑнкӑ ҫыран хӗррипе васкаҫҫӗ, ыттисен шыв юхса тухакан айлӑм патӗнче Клисурӑна кӗмелли Средна-гора тӑвӗ еннелле, тата тепӗр ушкӑн йӗсӗм ҫырли сачӗпе Огнянов окопӗсем патнелле чупрӗҫ.

Одни бежали но голым холмам, чтобы подняться на гору, другие — к обрыву Зли-дола, третьи — в сторону Средна-горы, к долине, на которой вытекает Стара-река, образуя ворота в Клисуру, четвертые — к виноградникам и укреплению Огнянова.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эппин сӑмахпа та пулин каламасӑр чӑтса пӑх-ха ҫавӑн пек чухне, хаваслӑх тени ҫӳлелле те сиктерет, савӑнтарса та калаҫтарать, ҫавсене хӑвӑртрах тумашкӑн та хистет-ха…

Попробуй тут не дать этой радости выхода в словах — она сама даст о себе знать прыжками пли криками…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑсран кайӑр, эпӗ те сирӗнпе пӗрлех хавасланам! — тӑнран кайнӑ пек кӑшкӑрса ячӗ Колчо, хӑйӗн фескине ҫӳлелле ҫӗклесе, урайӗнчен аршӑн ҫӳллӗш сиксе, аллисемпе ҫупрӗ вӑл.

Сходите с ума, и я вместе с вами! — как безумный закричал Колчо и, высоко подбросив свой фес, захлопал в ладоши, подпрыгивая на аршин от пола.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӑҫан тупрӑн вара ку япалана? — Бӑрзобегунек сасӑпах ыйтрӗ тухтӑртан, жилечӗ айӗнчен йӑлтӑр-ялтӑр курӑнакан кинжал туртса кӑларса, вӑл ӑна ҫӳлелле ывӑтса ал вӗҫҫӗн тытрӗ.

— Ас каких пор у тебя эта штучка? — громко спросил доктора Бырзобегунек, вытащив у него из-под жилета блестящий кинжал и размахивая им.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗк хайхискер кмет хул пуҫҫинчен пусса ҫӳлелле улӑхрӗ.

Турок взобрался на плечи к старосте.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑрах куҫли ҫӳлелле сикрӗ.

Одноглазый подскочил.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑнастир хӳмипе тирексем ҫийӗн ҫӗнӗ чиркӳ тӑрри шап-шуррӑн шуралать, вӗсен хыҫӗнче Стара-планинан чӗнтӗрлӗ тӑрри ҫӳлелле кармашнӑ пек палӑрать, вӑл та ҫӗрлехи пӗлӗтпе хутшӑнса шӑранать.

Новый купол церкви, весь белый, возвышался над монастырской оградой и тополями, а за ними высоко вздымались вершины Стара-планины, сливаясь с темным ночным небом.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Нечо советник аллинчи шутламалли япалине ҫӳлелле ывӑтрӗ те кулса ячӗ, ҫамрӑк учитель ытти хӑнасен енне тинкерсе пӑхса илчӗ, Ставри пуп вара ҫапла каласа хучӗ:

Советник Нечо подбросил свои четки и рассмеялся, молодой учитель многозначительно переглянулся с другими гостями, а поп Ставри пробормотал:

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аякка ҫитсе чарӑннӑ Мунчо ҫӳлелле хӑра-хӑра пӑхать.

Мунчо, остановившись в отдалении, со страхом смотрел вверх.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл, пуҫне енчен енне ҫавӑркаласа, ҫӳлелле, галерей еннелле шикленсе пӑхать.

Он, ломая руки, вертя головой и со страхом поглядывая на галерею верхнего этажа.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн крыльци патне пырсан, Викентипе Кралич пусмапа хӑпарчӗҫ, коридорпа утрӗҫ, сас тӑвар мар тесе, ҫӳлелле улӑхрӗҫ, ҫапах та пур пушӑ йывӑҫ ҫуртри пекех, вӗсем утнӑ май, урай хӑмисем чӗриклетсе тӑчӗҫ.

Подойдя к крыльцу трехэтажного здания, Викентий и Кралич поднялись но ступенькам; они шли по коридорам и поднимались по лестницам, стараясь ступать неслышно, но половицы под ними скрипели, как это бывает в пустом деревянном доме.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах 60 ҫулта ҫӳлелле ҫӗкленме йывӑр ҫав, Полозов вара: ку япалапа хӑтланса пӑхма кая юлнӑ, вӑй ҫитмӗ, тесе шутланӑ.

Но, имея за шестьдесят лет, подниматься уж тяжело, и Полозов рассудил, что пробовать такую вещь поздно, не под силу.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Залра ҫап-ҫутӑ, мӗнпе ҫутатнӑ-ши ӑна? — ниҫта ни канделябрсем, ни люстрӑсем курӑнмаҫҫӗ; ах, акӑ мӗн иккен! — залӑн ҫӳлелле тухса тӑракан ҫаврашка маччинче матовӑй кӗленчерен тунӑ пысӑк площадка пур, ун витӗр ҫутӑ кӗрет, — паллах, вӑл ҫапла пулмалла та: хӗвел ҫути пекех — шурӑ, йӑлтӑркка, ачаш вӑл, — ара, ҫаплах ҫав, электричество ҫути ку.

Как ярко освещен зал, чем же? — нигде не видно ни канделябров, ни люстр; ах, вот что! — в куполе зала большая площадка из матового стекла, через нее льется свет, — конечно, такой он и должен быть: совершенно, как солнечный, белый, яркий и мягкий, — ну да, это электрическое освещение.

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те вара кӑвак йӗмрен ҫӳлелле тем сарлакӑш ҫара ҫурӑма курах кайрӗ, ҫав ҫурӑм тӑрӑх шӑпӑртатса тар юхать.

Когда он поднял голову, то это оказалась голая широченная спина, торчавшая из голубых штанов, по спине ручьями струился пот.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed