Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Алексее урӑххи пӑшӑрхантарчӗ: оружейниксем тупӑсене тӗрӗсленӗ-ши; ҫапӑҫура сӑнаса пӑхман ҫӗнӗ шлемра мегафон ӗҫлеме пӑрахмӗ-ши; Петров кая ан юлтӑрччӗ, ҫапӑҫӑва кӗмелле пулсан, вӑл ҫухалса ан кайтӑрччӗ; туя ӑҫта-ха? — Василий Васильевич парнине ҫухатас марччӗ; унтан тата — ҫӗр-пӳртре манса хӑварнӑ романа кам та пулин ҫаклатса ан кайтӑрччӗ, ӗнер ӑна чи интереслӗ вырӑна вуласа ҫитнӗччӗ, — ҫакӑн пек пулчӗҫ ун шухӑшӗсем…
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолётсем инҫетре, никама та сиен тумалла мар пек чӑмкаласа ҫӳренӗ: кичем пушӑ хирсем хушшинче тусанлӑ вӑрӑм йӗр туса хӑварнӑ грузовикпа вӗсен нимӗнле ӗҫ те ҫук пек туйӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Танксем урамсем тӑрӑх тупӑсемпе пулеметсенчен персе, мӗнле нимӗҫ таврашӗ пур — ҫавсене пурне те таптаса тухнӑ, нимӗҫ гарнизонӗсен юлашкийӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле тарса пӗтсен вара, танкистсем тата танксем ҫинче ларса пынӑ мотопехота боеприпас склачӗсене тивертсе янӑ, кӗперсене сывлӑшалла сиктернӗ, станцисенчи стрелкӑсене, рельсӑсене ҫӗмӗрсе хӑварнӑ, чакса килекен нимӗҫсен поезчӗсене питӗрсе лартнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кабинетран тухнӑ чух Мересьев, пӑлханнипе, ӑна кӗтесре манса хӑварнӑ пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Диван ҫумне записка тирсе хӑварнӑ: «Госпитале васкатӑп. Чей сӗтел ҫинче, ҫӑкӑр буфетра, сахӑр ҫук.. Шӑматкунччен пушанаймастӑп. А.».
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта промышленность, ӑслӑлӑх, вӗренӳ вӑй-хӑвачӗ, социаллӑ пурнӑҫпа транспорт инфраструктури вӑйлӑ аталаннине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарсене Президент саламланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/22827.html
Эсир ҫав Федя тухса каяс умӗн хӑйӗн чӗрине парса хӑварнӑ Зиночка эппин?
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сарлака урама кӗпер патӗнче пысӑк та илемсӗр баррикадӑпа картланӑ, ӑна пӗренесенчен клеткӑсем купаласа, варрине хӑйӑр тултарса тунӑ; сӗтел ҫине ача манса хӑварнӑ кубиксем пек, кӗпер кӗтессисенче тӑватшар амбразурӑллӑ, тӑватшар кӗтеслӗ, бетонран тунӑ дотсем мӑкӑрӑлса тӑнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юлашкинчен атӑҫӑ тӑнӑ та, тупӑкҫӑпа сывпуллашса, ӑна тата тепӗр хут хӑй патне пыма каласа хӑварнӑ.Наконец сапожник встал и простился с гробовщиком, возобновляя свое приглашение.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл Владимире апатланма ӳкӗтлесе хӑварнӑ, хӑйсӗр пуҫне тата икӗ свидетель тупасси нимех те мар, тесе ӗнентернӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Сахал мар «пӗчӗк» ҫынсене, хисепсӗре кӑларнӑ тата хурлӑха хӑварнӑ ҫынсене Пушкин кӑмӑлласа кӑтартса парать.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Александр Сергеевич Пушкин ҫырнӑ «Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем» куҫарӑвӗ.
Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пирӗн пичет (хаҫат) ура ҫине мӗнле тӑрса пыни ҫинчен юлташсем чердаксем ҫинче тата подвалсенче упраса хӑварнӑ, вӑрттӑн материалсем каласа пама пултараҫҫӗ пулӗ, ҫавӑнпа та манӑн ун ҫинчен калама та кирлӗ мар.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вара вӑл, коридорсем тӑрӑх ҫемҫе туфлисемпе утса ҫӳресе, тусанпа витӗннӗ абажурсем ҫинче хӑйӗн кичем шухӑшӗсен йӗрӗсене хӑварнӑ:
Коклар // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мария чӑн юлашкинчен ҫапла хушса хӑварнӑ:
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах кунта вӗсене сасӑпах вуланӑ, хӑш-пӗр вырӑнсене ҫеҫ сиктерсе хӑварнӑ, тепӗр чух пӗтӗмпех те вуланӑ.Но, увы, читались вслух в выдержках, а иногда и целиком, за исключением особо интимных мест.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хапхаран уксах: хӗрарӑм-дворник тухса, урамра лаша вараласа хӑварнӑ, тислӗке ӑскӑч ҫине пуҫтарса илчӗ те каялла таврӑнса тимӗр хапхана чӑнкӑртаттарса хупрӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Марья Кириловна ыйтнипе вӑл Кирила Петрович каҫпала Арбатовӑна кайни ҫинчен тата унтан сӗм ҫӗрле тин тавӑрӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ; кайиччен вӑл — хӗре пӳлӗмрен кӑлармалла мар, тата унпа никама та калаҫтармалла мар, тесе ҫирӗп приказ парса хӑварнӑ; горничнӑя хӗр тата туя хатӗрленни питех палӑрманнине, пупа ялтан ниҫта та тухса кайма хушманни ҫеҫ теме пӗлтерни ҫинчен каласа пачӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурӑнӑҫне ытлашши иртӗхсе, асса пурӑнни унӑн сывлӑхне чылаях начарлатнӑ, сӑн-пичӗ ҫине нихҫан кайми йӗрсем хывса хӑварнӑ.Излишества всякого рода изнурили его здоровие и положили на нем свою неизгладимую печать.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аҫу аттем ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларса, пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр хӑварнӑ ҫын, мӑнҫул ҫине ҫаратма янӑ мӗскӗн эпӗ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949