Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. «Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?» тесе ан кала, мӗншӗн тесессӗн ҫакна эсӗ ӑслӑ пулнӑран ыйтмастӑн.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та, Унран ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе, Ӑна хамӑра пулӑшма йӑлӑнӑпӑр, кӑмӑлӗ пулсан, Вӑл пирӗн сасса илтӗ, 18. мӗншӗн тесессӗн этем алли тунӑ турӑсене пуҫҫапни пирӗн йӑхра пулман, хальхи вӑхӑтра та пӗр йӑх та, пӗр ӑру та, пирӗн пӗр халӑх та, пӗр хула та ун пек тумасть, вӑл унччен ҫавӑн пек пулнӑ, 19. ҫавӑнпа та пирӗн аттесене хӗҫ айне ӳкернӗ, ҫаратнӑ, хамӑрӑн тӑшмансем умӗнче вӗсем хӑрушла пӗтнӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иоав патшана каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру халӑх йышне хальхи чухлӗ тепре хуштӑр, тата ҫӗр хут ытларах хуштӑр, патша хуҫамӑн куҫӗ ҫакна куртӑр; анчах патша хуҫамӑм мӗншӗн ҫак ӗҫе тӑвасшӑн-ха? тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах кӗрӳшӗ ҫӗр каҫма килӗшмен, ҫула тухнӑ; вӑл Иевус хули, хальхи Иерусалим, патне ҫитнӗ; унпа пӗрле тиевлӗ икӗ ашак тата ҫум-арӑмӗ пынӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те кайран ывӑлу санран: «Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ йӗркесем, хушса каланисем, саккунсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 21. эсӗ хӑвӑн ывӑлна ҫапла кала: «Египетра фараон патӗнче эпир чурасем пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пире Египетран Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] илсе тухнӑ, 22. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пирӗн куҫ умӗнче аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, Египет ҫине, фараон ҫине, унӑн пӗтӗм килӗ ҫине [тата ҫарӗ ҫине] пысӑк асапсем янӑ; 23. пире вара [Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,] аттемӗрсене Хӑй тупа туса [пире пама] пулнӑ ҫӗре памашкӑн унтан илсе тухнӑ; 24. эпир Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ; 25. эпир Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, умӗнче ҫак [саккун] ӳкӗчӗсене пурне те Турӑ Хӑй пире хушнӑ пек туса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсассӑн, пирӗн тӳрӗлӗх ҫавӑ пулӗ вара» те.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ Месопотамирен таврӑннӑ чухне Ханаан ҫӗрӗнче, ҫул ҫинче, Ефрафӑна ҫитесси кӑшт ҫеҫ юлсассӑн, манӑн Рахилӗм [санӑн аннӳ] вилчӗ, эпӗ ӑна унта Ефрафӑна — хальхи Вифлеема — каякан ҫул хӗррине пытарса хӑвартӑм, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Вӑл ҫавна хальхи кунчченех тупмалла мар пытарса хӑварнӑ.]
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем пурте хальхи Тӑварлӑ тинӗс вырӑнӗнче, Сиддим ятлӑ айлӑмра, пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ.3. Все сии соединились в долине Сиддим, где ныне море Соленое.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш Енӗн хальхи ҫамрӑкӗсем пирӗн халӑхӑн культура йӑли-йӗркисене тивӗҫлипе тытса пырасси тата нумай ӗмӗре тӑсӑлакан истори тапхӑрӗнче пухса пынӑ яланлӑх хаклӑхсене шанчӑклӑн сыхласа упрасси пирки пӗрре те иккӗленместӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586
Тӗслӗх библиотекӑсен тытӑмӗ халӑха информаципе хӑвӑрт, туллин тата ирӗклӗн усӑ курма пулӑшать, хальхи ял клубӗсем информаципе культура центрӗсем евӗр улшӑнса ҫӗнелеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586
Республикӑра ҫавӑн пекех хальхи культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес, вӗсен ӗҫченӗсен ӗҫ укҫине ӳстерес ыйтусем ҫине те тимлӗн пӑхаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2741252
Культура учрежденийӗсем юсанса ҫӗнелеҫҫӗ, вӗсем хальхи йышши оборудованипе, музыка инструменчӗсемпе пуянланаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2978858
Журналистика пӗр вырӑнта тӑмасть: хальхи технологисем, туса хатӗрленӗ япаласемпе ӗҫ мелӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталаннине тата ӗҫе кӗрсе пынине пула масс-медиа валли ҫӗнӗ ресурссемпе майсем йӗркеленеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202
Хальхи ӗмӗрте, информатизаци ҫыннӑн пурнӑҫ тивӗҫтерӗвӗн пӗтӗм сферине питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗрсе пынӑ тапхӑрта, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен общество аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ татах та ӳсет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457
«Пирӗн строительсем валли 10 ҫула ӗҫ пур, — залра ларакан ертӳҫӗсене хавхалантарчӗ вӑл. — Хальхи вӑхӑтра территорисенче — 2 пине яхӑн гектар лаптӑк ҫинче — 7 млн тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн тӑвас тӗлӗшпе 56 проект пурнӑҫланать».
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Вӑл каланӑ тӑрӑх — хальхи вӑхӑтра республикӑра 3900 ытла спорт объекчӗ ӗҫлет, вӗсем куллен 100 пин ытла ҫынна йышӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Конференцире Михаил Игнатьев Чӑваш Ен хутлӑхӗнче мӗн авалтан тӗрлӗ халӑх /128 наци, 8 этнос/ представителӗсем туслӑн, килӗштерсе пурӑннине, вӗсен ӗмӗртен-ӗмӗре упранакан культури туристсене илӗртмелли чӑн пуянлӑх пулнине, унпа хальхи вӑхӑтра республикӑна инвестицисем илсе килме май пуррине палӑртрӗ.
Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ӑна вӑйлатса пырасси Раҫҫей Федерацийӗн хальхи вӑхӑтра йӗркеленекен приоритетлӑ тӗллевӗсен шутне кӗни унӑн пӗлтерӗшне тата ҫӗклет.
Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗри кану центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе унӑн ертӳҫи, хальхи пек каласан — менеджерӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Петрова паллаштарчӗ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Пирӗн хальхи обществӑра сирӗн ӑстӑнӑрпа туса хатӗрленӗ ӗҫсемпе мӗн пур ҫӗртех анлӑн усӑ кураҫҫӗ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505