Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах унӑн карчӑкӗ, юри тунӑ пекех, вӑл ӑна хӗрхеннине, унсӑр пурӑнма пултарайманнине, ун умӗнче пит те айӑплине туйса илнӗ вӑхӑтра вилсе кайрӗ.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
— Ҫул тӑршшипех ҫапла сӗвенсе каятпӑр-и ӗнтӗ? — ыйтнӑ землемер, хӑлтӑр-халтӑр чӗтреве куҫкӗретӗн туйса илнӗ май тата лавҫӑсем ҫак чӗтревпе лашан тимӗр шапалла уттине хӑнӑхса ҫитнишӗн тӗлӗнсе.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Халӗ тин вӑл колхоз ҫемйи, аслӑ ҫемье мӗнле хаклӑ иккенне, нихҫанхинчен ытларах туйса илчӗ.И, как никогда, почувствовала, как дорога ей большая колхозная семья.
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша, Тимкӑн йӑлкӑшса тӑран питкуҫне курсанах, пурте йӗркеллӗ иртсе кайнине туйса илчӗ.По сияющему лицу Тимки Маша сразу поняла, что все обошлось благополучно.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька ҫак самантра, ура ҫине тӑрса кӗлет патӗнчен темиҫе утӑм тӑвасси епле йывӑррине сасартӑк туйса илчӗ.Санька вдруг ощутил, как трудно ему подняться и сделать хотя бы несколько шагов в сторону от амбара.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнтах вӑл сӑнчӑр туртӑнса тӑран купӑс хӗлӗхӗ пек чӗтременнине, янраманнине туйса илчӗ.И сразу почувствовала неладное: цепь не вздрагивала и не звенела, как туго натянутая струна.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
..» Ольгӑна ӑнланса илеймесӗр, вӑл тепӗр кунне каллех ун патне чупать, асӑрханса та шикленсе, ун пит-куҫне сӑнать; Ольгӑн пит-куҫӗнче палӑракан ыйтусене, иккӗленӳсене, хушусене вӑл йӑлтах тертлӗн туйса илет, вӗсене хӑйӗн ӑсӗпе кӑна, пурнӑҫа пӗлнипе кӑна пӗтерсе пырать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга сасартӑках хӑй каланӑ сӑмахсем мӗн тери усал пулнине туйса илчӗ; вӑл Обломов патне ыткӑнчӗ.Ольга вдруг увидела, сколько яду было в ее слове; она стремительно бросилась к нему.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Обломова алӑ пачӗ те, ним хумханмасӑр, лӑпкӑн, хӑй айӑпсӑррине мӑнаҫлӑн туйса, килкартине тухрӗ, сӑнчӑрта сиксе вӗрекен йытӑ умӗнчен иртрӗ, каретӑна кӗрсе ларчӗ те кайрӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ку та тӗрӗс мар! — васкаса калама тӑрӑшрӗ Анисья, упаран тарса кашкӑра ҫакланнине туйса.— И это вздор! — поспешила сказать Анисья, видя, что она из огня попала в полымя.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗл пулмалла мар кунсенче Ольгӑна курайманни, унӑн сассине илтейменни, унӑн куҫӗсенче яланах ачашлӑх, юрату, телей ҫиҫсе тӑнине туйса тӑрайманни Обломова питӗ кичемлентерет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Икӗ чун пӗри теприне килӗштерни, пӗр тӑван чӗресем пӗр-пӗрине тахҫанах туйса илни Агафья Матвеевнӑпа Анисья кӑмӑллӑ пулнинчен тӳрех курӑнса тӑрать Вӗсем пӗрре пӑхсах, пӗр сӑмахранах, пӗр хускануранах, пӗр-пӗрне ӑнланчӗҫ, тӗрӗс хакларӗҫ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ, часах пӗр-пӗччен тӑрса юлассине тунсӑхлӑн туйса, нимӗн те чӗнмерӗм.Я молчал, охваченный тоскливым предчувствием близкого одиночества.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ман пирки шутласшӑн та мар эсӗ! — Олеҫҫӑна хирӗҫ хамра йӳҫӗ, чирлӗ, ырӑ мар ӳпкев хускалнине туйса, хыттӑнах каласа хутӑм эпӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ, хама тӳрккесле килпетсӗррӗн те айӑплӑн туйса, — кунашкал туйӑм вӑл яланах чирлӗ ҫын таврашӗнче чух пулать, — чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ пусса, кравать патне асӑрхануллӑн пытӑм.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Олеҫҫӑна куллен курасси, унӑн чӗрене пырса тивекен сассипе янравлӑ куллине илтесси, унӑн ҫепӗҫ чеченлӗхлӗ ачашлӑхне туйса тӑрасси маншӑн кирлӗлӗх кӑна мар, унран та пысӑкраххи пулса кайнӑ ӗнтӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑйне тивӗҫлине вулакан хӑй туйса илӗ.
«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html
Вӑл ҫакна туйса илчӗ: янкӑр уяр, пӗр пӗлӗтсӗр юрату уявӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ; юрату, чӑннипех, пӗтӗм пурнӑҫри тивӗҫ пулса тӑчӗ; вӑл кулленхи вак-тӗвек ӗҫсемпе хутӑшса кайса шупкаланма, хӑйӗн асамлӑ илемне ҫухатма пуҫларӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн куҫӗсем юратӑвӑн чаплӑлӑхӗпе, хӑй ҫиелте пулнине туйса тӑнипе ялкӑшрӗҫ; питҫӑмартисем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ палӑрса тӑчӗҫ.Глаза у ней сияли таким торжеством любви, сознанием своей силы; на щеках рдели два розовые пятна.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956