Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрте (тĕпĕ: пӳрт) more information about the word form can be found here.
10. Вара леш ҫыннисем аллине тӑснӑ та Лота хӑйсем патне пӳрте туртса кӗртнӗ, [пӳрт] алӑкне питӗрсе лартнӑ; 11. пӳрт алӑкӗ умӗнче тӑракан ҫынсене вара — кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах — суккӑр тунӑ, вӗсем алӑк шыраса хӑшкӑлсах ҫитнӗ.

10. Тогда мужи те простерли руки свои и ввели Лота к себе в дом, и дверь [дома] заперли; 11. а людей, бывших при входе в дом, поразили слепотою, от малого до большого, так что они измучились, искав входа.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӳрте илсе кӗрсен анне тавралла тинкерчӗ, куҫӗнче ҫутӑ тумлам йӑлтӑртатрӗ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed