Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулчӗҫ (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Иккӗшӗ те пӗр шайра пулчӗҫ, юлашкинчен Ухова ытларах ӑнчӗ.

Обе были на одинаковом уровне, в конце Уховой повезло больше.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Пурпӗр чемпионатра хӗрӳ тупӑшусемпе ҫивӗч финалсем, пысӑк ҫитӗнӳпе кӗтменлӗх сахал мар пулчӗҫ.

И все же в чемпионате было не мало напряженных соревнований и захватывающих финалов, больших достижений и неожиданностей.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чечек хуракансен йышӗнче ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, ЧНКн Мӑн Канашӗн членӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи тата чикӗ леш енчи чӑваш наци-культура пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем пулчӗҫ.

Help to translate

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чӑваш Енре АПШ, Бельги, Итали, Венгри, Египет, Иран, Болгари, Чехи, Намиби, Германи, Беларуҫ, Эстони тата ытти ҫӗршыв артисчӗсем пулчӗҫ.

В Чувашской Республике побывали артисты из США, Бельгии, Италии, Венгрии, Египта, Ирана, Болгарии, Чехии, Намибии, Германии, Белоруссии, Эстонии и других стран.

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Акӑ кӑҫал та Шупашкар кӳлмекӗпе «Олимпийский» стадионта иртнӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче тӗл пулчӗҫ вӗсем.

Help to translate

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ялта 12 ҫын ҫеҫ пурӑнать пулсан та уява хутшӑнас кӑмӑллисем чылай пулчӗҫ.

Хотя в деревне проживает только 12 человек, желающих принять участие на празднике было много.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Вӗсен шутӗнче Ярмулайӗнче ҫуралнӑ‚ халӗ Ӗпхӳ район администрацинче вӑй хуракан Валерий Сидоров (вӑл чылай ҫул хушши Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашне ертсе пычӗ)‚ Марина Прохорова поэтесса‚ Рудольф Илькелри ҫыравҫӑ тата «Урал сасси» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗ Зоя Колесникова пулчӗҫ.

В их числе уроженец Ермолкино, ныне работающий в администрации Уфимского района Валерий Сидоров (он долгое время был руководителем Канаша чавашей Башкортостана), поэтесса Марина Прохорова, писатель Рудольф Илькелри и близкий друг газеты "Урал сасси" Зоя Колесникова.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Сумлӑ хӑнасен шутӗнче ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн председателӗн ҫумӗ Юмабике Ильясова, ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен Вадим Антонов, ПР Культура министерствин тӗп специалисчӗ Артур Каримов, ПР Чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Виталий Викторов тата ыт. те. пулчӗҫ.

В числе почетных гостей были: заместитель председателя Государственного Собрания - Курултая РБ Юмабике Ильясова, работник администрации Главы РБ Вадим Антонов, главный специалист министерства культуры РБ Артур Каримов, председатель Чувашской национальной и культурной автономии Виталий Викторов и многие другие.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Уявра ирттерме палӑртнӑ пур йӑла та, пур тухса калаҫнисем те «Чемен карти» этнохулашра пулчӗҫ.

В этногородище «Чемень карди» состоялись все заявленные в программе действа и выступления.

«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html

«Служба тивӗҫне Тӑван ҫӗршывран аякра пурнӑҫланӑшӑн» медале тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар районӗнчен ҫак йӗркесен авторӗ, Кӳкеҫре пурӑнакан Владимир Андреев, Роберт Кузьмин, Энтимӗркассинчи Владислав Касьянов пулчӗҫ.

В числе достойных медаля "За службу за пределами Родины" стали: с Чебоксарского района автор данных строчек, житель Кугеси Владимир Андреев, Роберт Кузьмин, из деревни Эндимиркасы Владислав Касьянов.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Вӑл йӗркеленипе июнӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра районти ГСВГ ветеранӗсем тӗл пулчӗҫ.

Под его руководством 9-ого июня в Кугесинском музее "Бичурин и современность" встретились районные ГСВГ ветераны.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Спорта юратакансем волейболла, мини-футболла вылярӗҫ, кӗрешрӗҫ, кире пуканӗ йӑтрӗҫ, шашкӑпа шахматла вылякансем те нумайӑн пулчӗҫ.

Help to translate

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Тӑвай район администрацийӗн Хисеп грамотисене илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ ҫакӑн хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем.

Help to translate

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

ЧР ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотиллӗ «Акконд-агро фирма» обществӑн машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Галина Васильевна Семина, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑх осеменаторӗ Анжела Васильевна Чернова, Грачев хресчен фермер хуҫалӑхӗн пӑру пӑхаканӗ Зоя Алексеевна Шашкова, «Чутеевский» ЯХПК машинӑпа ӗне сӑвакан операторӗ Валентина Сергеевна Филиппова, ял хуҫалӑх ветеранӗ Анатолий Васильевич Салканов пулчӗҫ ҫакӑн хыҫҫӑн.

Help to translate

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Ҫак тӗллевпе районти райпо тытӑмӗнчи, ҫавӑн пекех салари тата ялсенчи уйрӑм лавккасенче пулчӗҫ.

В ходе проверки они побывали магазинах райпо, а также лавках села и отдельных деревень.

Усрав вӑхӑчӗ тухнӗ таварпа сутӑ тунӑ // Д.САВИНКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Общество организацийӗн адресне вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса чӑвашла варианта кӗртменнине асӑрхакансем те пулчӗҫ.

Нашлись и те, что указали на адрес общественной организации, что написан на русском и английском языках, но без чувашского варианта.

Чӑваш чӗлхи пирки калаҫма ЧНК вырӑсла йыхравлать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12625.html

Пӗри те тепри яланлӑх юласшӑн пулчӗҫ.

Один за другим захотели остаться навсегда.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӑваш Енпе Беларуҫ тата Чӑваш Енпе Дагестан литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсем пӗр-пӗрин патӗнче хӑнара пулчӗҫ.

Работники литературы искусство Чувашии и Белоруссии, Чувашии Дагестана гостили друг у друга.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗсен шутӗнче Пелепей районӗн Вӗрентӳ управленийӗн специалисчӗ С.Х.Гареева‚ Пелепейри чӑваш гимнази директорӗн ҫумӗ, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.К.Алексеева тата вырӑнти шкул директорӗ А.Ф.Никитина пулчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Сумлӑ хӑнасен шутӗнче районти «Игенче» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ф.Ф.Амирханов‚ районти вӗрентӳ уйрӑмӗн методисчӗ В.В.Давлетова‚ «Базы» СПК ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Г.С.Тимофеев пулчӗҫ.

Help to translate

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed