Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ӑна ҫӗр тӗпне, виле шӑтӑкне ӑсаннисем патне, пӑрахнӑ чухне Эпӗ вӑл ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа халӑхсене чӗтретрӗм, ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршывра вара пӗтӗм Эдем йывӑҫӗ, Ливанӑн чи паха та чи лайӑх йывӑҫӗсем, шыв ӗҫекенскерсем, пурте хӗпӗртерӗҫ: 17. вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр тӗпне, хӗҫпе пӗтнисем патне, ӑсаннӑччӗ, тата унта унӑн майлӑ пулнисем те, унӑн хӳттинче, халӑхсем хушшинче пурӑннисем те, ӑсаннӑччӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫырмисене типӗтсе лартӑп, ҫӗрне усаллисен аллине парӑп, ют ҫӗр ҫыннисен аллипе ҫӗре, унта мӗн пуррине ҫука хӑварӑп.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫав кун Ман патӑмран хыпарҫӑсем, карапсем ҫине ларса, ним шухӑшсӑр пурӑнакан эфиопсене хӑратма кайӗҫ, вара унта сехӗрленӳ Египет кунӗнче сарӑлнӑ пекех сарӑлӗ; акӑ вӑл ҫитет ӗнтӗ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет тӗрекӗсем ӳкӗҫ те, унӑн мӑнаҫлӑхӗпе хӑвачӗ те сӳнӗ; унта Мигдолран Сиенӑна ҫитиччен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унта тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ ӑна парне вырӑнне Египет ҫӗрне парӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫакна Ман валли турӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Навуходоносора, Вавилон патшине, Египет ҫӗрне паратӑп, вӑл унти пӗтӗм пуянлӑха туртса илтӗр, унта тустарса тухтӑр, Египет ҫаратса пухнӑ туприне ҫараттӑр, ҫакӑ унӑн ҫарне парне вырӑнне пултӑр, тет.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ун ҫине мур чирӗ ярӑп, урамӗсенче юн юхтарӑп, унта пур енчен те вӗлерекен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: аппун куркине ӗҫӗн эсӗ, курки тарӑн та сарлака, шутсӑр нумай кӗрет унта, ҫавӑнпа ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑла юлӑн.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сылтӑм аллинче унӑн — «Иерусалима» текен юм, унта ӗнтӗ тарансем лартмалла, тытӑҫу валли чӗлхе-ҫӑвара уҫмалла, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче кӑшкӑрма сасса вӑйлатмалла, тарансене хапхасем ҫывӑхне куҫармалла, тӑпра хӳме купаламалла, хулана хупӑрласа илме пашнесем тумалла.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вара унта хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑра ирсӗрленӗ пӗтӗм ӗҫӗре аса илетӗр те хӑвӑр тунӑ усал ӗҫсемшӗн эсир хӑвӑртан хӑвӑр йӗрӗнетӗр.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче ҫеҫ, Израиль ҫӗрӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫинче ҫеҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗн — ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ вӗсем, пурте, кашни ҫын таранччен — Мана ҫавӑнта пуҫҫапмалла; Эпӗ вӗсене кӑмӑллӑн йышӑнӑп; Эпӗ унта сирӗнтен парнесем, малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсемпе пӗтӗм таса япалӑрсене ыйтӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ те, пушхирте вӗсене хирӗҫ аллӑма ҫӗклесе, тупа турӑм, вӗсене Хам палӑртса хунӑ ҫӗре, — унта сӗтпе пыл юхса выртать, пӗтӗм ҫӗр илемӗ вӑл, — кӗртместӗп тесе тупа турӑм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ хӑвӑн тумна илтӗн те унран тӗрлӗ тӗслӗ тӳпем вырӑнсем турӑн, унта вара шав асӑхрӑн, ӗнтӗ ҫакӑн пекки нихӑҫан та пулас ҫук, пулмӗ те.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим ҫине унти халӑхпа выльӑх-чӗрлӗхе пӗтермешкӗн тӑватӑ хӑрушӑ асапӑма — хӗҫпе выҫлӑха, тискер кайӑксемпе мур чирне — ярсан та, 22. унта кӑштах ҫын юлӗ, ывӑлӗсемпе хӗрӗсем юлӗҫ, ӗнтӗ вӗсене унтан илсе тухӗҫ; акӑ вӗсем сирӗн патӑра килӗҫ те, эсир вара вӗсем мӗнлине, хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курӑр та эпӗ Иерусалим ҫине мӗншӗн хӗн-хур, тӗрлӗ асап янине пӗлсе лӑпланатӑр.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — сирӗн ӑрӑмҫӑ енчӗкӗсене хирӗҫ! эсир унта вӗсемпе, хӑвӑр патӑра тата вӗҫсе килччӗр тесе, чунсене ярса тытатӑр, енчӗксене хул айӗнченех туртса илӗп, эсир хӑвӑр пата тата вӗҫсе килччӗр тесе ярса тытнӑ чунсене ирӗке кӑларӑп.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сывлӑш мана ҫӳлелле ҫӗклерӗ, Турӑ ҫапла курӑнса, мана халдейсен ҫӗрне, унта куҫарса килнӗ ҫынсем патне, ҫитерчӗ.24. И дух поднял меня и перенес меня в Халдею, к переселенцам, в видении, Духом Божиим.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унта ҫитӗҫ те ҫав ҫӗртен пӗтӗм ирсӗрлӗхе, пӗтӗм путсӗрлӗхе хӑваласа кӑларӗҫ.18. И придут туда, и извергнут из нее все гнусности ее и все мерзости ее.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫынна каларӗ, ҫапла каларӗ: херувимсен айӗнчи кустӑрмасем хушшине кӗр те херувимсем хушшинче ҫунса выртакан кӑвара тулли ывӑҫ ывӑҫласа ил, унтан ӑна хула ҫине ывӑт, терӗ; вӑл унта ман куҫӑм умӗнчех кӗчӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Вӑл мана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн ҫурҫӗр енчи хапхи умне илсе пычӗ, акӑ унта Фаммузшӑн хурланса йӗрекен хӗрарӑмсем лараҫҫӗ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.