Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсене (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
— Подтелков, етре пек куҫӗсене ҫивӗччӗн ҫутӑлтарса, Григорий ҫине тӳррӗн шӑтарса пӑхрӗ.

 — Подтелков проворней заворочал картечинами глаз, кинул лобовой грузный взгляд на Григория.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий Подтелков ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхса ларчӗ, унӑн пӗр паллӑ енне асӑрхарӗ: Подтелков куҫӗсене мӑчлаттармасть те тейӗн; ҫынпа калаҫнӑ чух хавассӑр пичӗпе ун ҫине тирӗнсе ларать те куҫӗсене майӗпен кӑна пӗр япала ҫинчен тепӗр япала ҫине сиктерсе шутарать; анчах хӗвелпе сарӑхнӑ кӗске куҫ тӗкӗсем ҫав вӑхӑтра та ним хускалми ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Григорий с любопытством присматривался к нему, отметил одну характерную черту: Подтелков почти не мигал, — разговаривая, он упирал в собеседника свой невеселый взгляд, говорил, переводя глаза с предмета на предмет, причем куценькие обожженные солнцем ресницы его все время были приспущены и недвижны.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑшал етри евӗр пӗчӗк кӑна куҫсем ансӑр хушӑксенчен, пеме ятарласа хатӗрленӗ шӑтӑксенчен тӗллесе тӑнӑ пек, ӳпреммӗн ҫуталса пӑхаҫҫӗ, ҫын куҫӗсене, хирӗҫ пӑхма памасӑр, ҫӗрелле тартаҫҫӗ, йывӑррӑн та пӗр тӗле тирӗнсе тинкереҫҫӗ.

Меленькие, похожие на картечь, они светлели из узких прорезей, как из бойниц, приземляли встречный взгляд, влеплялись в одно место с тяжелым упорством.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлашкинчен тинех вӑл пӗр пирускине портсигар хуппи ҫине пӗтӗркелесе кӑларчӗ, кулнипе пушшех те хӗсӗккӗн курӑнакан пӗчӗк куҫӗсене Григорий ҫине ҫӗклерӗ.

Он наконец-то выкатил на крышку портсигара папиросу, поднял на Григория прижмуренные в улыбке, от этого еще более узкие, глаза.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Прохор Афанасьевич, — терӗ Никита Никитич, куҫӗсене чеен хӗссе, — эс калани тӗрӗс, ырлатӑп, анчах хӗвел ҫине пӑх, ӑҫта вӑл…

— Прохор Афанасьевич, — хитро жмурясь, сказал Никита Никитич, — речь твоя правильная, одобряю, а только взгляни, где солнце…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Калас — палли пур ман, — куҫӗсене Ылтӑн Ҫӑлтӑр ҫине чалӑштарса йӑл кулчӗ Рагулин.

— Сказать — с приметой, — проговорил Рагулин, скосив глаза на Золотую Звезду.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ревизи комиссийӗ мӗн тейӗ? — куҫӗсене чеен хӗскелесе ыйтрӗ Стефан Петрович.

— А ревизионная комиссия, что скажет? — спросил Рагулин, хитро сощурив глаза.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пичче, лар пирӗнпе, — терӗ Анфиса, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарса.

— Братушка, полезай к нам, — отозвалась Анфиса, блестя в темноте глазами.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир Никита Никитича шыратӑр-и? — ыйтрӗ вӑл, тутӑр айӗнчен тӑмана куҫӗ пек пысӑк куҫӗсене йӑлтӑртаттарса.

— Вы Никиту Никитича шукаете? — спросила она, блеснув из-под косынки большими, как у совы, глазами.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хохлаков конюх ҫине пӑхсанах, ун куҫӗсене тӗтре карнӑ пек пулчӗ: ӑшӑх вырӑн, ут утланнӑ ҫамрӑк каччӑ, лашан кӑшт хутлатнӑ чӗтрекен ури сасартӑк Федор Лукича унӑн ҫамрӑк вӑхӑтне аса илтерчӗ, тахҫанах манӑҫа юлнӑ вӑхӑтсем уҫҫӑнах тухса тӑчӗҫ…

Только Хохлаков взглянул на конюха, как глаза его затуманились, точно их затянуло поволокой: и перекат, и сидевший на коне парень, и слабо согнутая, подрагивающая нога мерина вдруг унесли Федора Лукича в далекую пору молодости, и в памяти воскресло то, что было давным-давно забыто…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Федор Лукич шывланнӑ куҫӗсене ал тупанӗпе хупларӗ те, ун умӗнчен юхан шывӗ те, арман урапи те ҫухалчӗҫ, шухӑшӗпе вӑл каллех райисполком ларӑвӗнче Рагулинпа сӗтел урлӑ ларнӑ.

Федор Лукич закрыл ладонью слезившиеся глаза, и уже перед ним не было ни речонки, ни мельничного колеса — мысленно он снова находился на заседании исполкома и сидел за столом как раз напротив Рагулина.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина куҫӗсене савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртаттарса, хӑй те пӗрле пыратӑп тесе хӑлхаран пырса каларӗ.

Ирина, блестя глазами, шепнула ему на ухо, что она тоже поедет с ним.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ӑна, савӑннӑ та хӑранӑскерне, утиялӗ-мӗнӗпе ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе, унӑн кулса тӑран тутине, хупӑннӑ та анчах пурне те куракан куҫӗсене, пӗчӗк ҫемҫе хӑлхисене чуптума пуҫларӗ: вӑл ӑна, ҫулҫӳрен ҫын ӑш хыпса ҫитсен сасартӑк ҫӑлкуҫӗ курса тӑранайми шыв ӗҫнӗ пек, васкаса чуптунӑ.

Он легко, вместе с одеялом, приподнял ее, обрадованную и испуганную, и стал целовать и ее улыбающиеся губы, и ее закрытые, но все видящие глаза, и ее уши, маленькие и мягкие; целовал торопливо и с той ненасытной жадностью, с какой уставший, томимый жаждой путник пьет воду, добравшись до родника.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Трубкине ҫакрӗ те, куҫӗсене алтупанӗпе хупласа, йӑл кулса илчӗ.

Только когда повесил трубку и закрыл ладонью глаза, улыбнулся.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Стефан Петрович сухалне чӑмӑртакаларӗ, куҫӗсене ним курми пуличченех хӗсрӗ.

— Стефан Петрович помял в жмене бородку, и глаза его так сожмурились, что он уже ничего не видел.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурте тухса кайсан, вӑл пуҫне минтер ҫине ҫӳлерех хурса, нумайччен куҫӗсене хупмасӑр выртрӗ.

Когда все ушли, он лежал долго, не закрывая глаз и положив голову выше на подушку.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ пурне те йӗркипе каласа пар, — Сергей шухӑшне пӗлсе тӑнӑ пек, куҫӗсене хӗссе асӑрхаттарчӗ Кондратьев.

— Ты только рассказывай все по порядку, — предупредил Кондратьев, жмуря глаза.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӗрре пур акӑ, — терӗ Ирина, куҫӗсене вылятса.

— Значит, одна еще осталась, — ответила Ирина, играя глазами.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑшӑ шел тутӑрӗ хулпуҫҫи ҫине аннӑ, ҫӳҫӗсем сапаланнӑ, вӑл ҫӳҫне куҫӗсене кӗресрен аллипе пуҫтарчӗ.

Теплая шаль сползла на плечи, волосы растрепались, она подбирала их рукой, чтобы не лезли в глаза.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта ҫамрӑк каччӑсем те, пурӑнса курнӑ вӑтам ҫынсем те, сухаллӑ ватӑсем те, карчӑксем те, чечек пек илемлӗ хӗрсем те пулнӑ, вӗсем пурте Сергей ҫине тинкерсе пӑхнӑ, ку ҫын чунӗ таса-ши, ҫаврӑнмӗ-ши вӑл урӑх енне, куҫӗсене антармӗ-ши, тенӗ пек пӑхнӑ…

Тут были и молодые парни, и пожилые, степенные мужчины, и бородачи, и старушки, и цветущие, красивые девушки, все они пристально смотрели на Сергея, смотрели, чиста ли душа этого человека, не повернется ли он в другую сторону, не опустит ли глаз…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed