Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑвӑн (тĕпĕ: ху) more information about the word form can be found here.
— Итле-ха, Гек, эпир ҫакӑнта ырлӑх тупсан, эсӗ хӑвӑн ҫур тӳпӳпе мӗн тӑвӑттӑн?

— Скажи, Гек, если мы найдем клад, что ты будешь делать со своей долей?

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ пӗччен пурӑнакан манах пулсан, санӑн, хӑвӑн кӑмӑлу пур-и, ҫук-и, ҫав япаласене пурне те тумаллах пулать.

Все отшельники так делают, и тебе пришлось бы, если б ты пошел в отшельники.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вӑл ӑна ҫапла каларӗ: «Халӗ ӗнтӗ эсӗ хӑвӑн мӗн тӑвассу килет, ҫавна тума пултаратӑн: хӑвна ху пӗтерсе хума, манӑн кӑвак пуҫӑма намӑс кӑтартма, мана тӑпра ӑшне кӗртсе вырттарма та пултаратӑн — ҫапах сана тӳрлетме май килес ҫук; эпӗ сана тӳрлетме хӑтланса та пӑхмастӑп ӗнтӗ», — терӗ.

а в конце концов сказала, чтобы он и дальше продолжал в том же духе, — пускай погубит себя, а старуху тетку сведет в могилу: ей уже не исправить его, нечего больше и стараться.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Асту, хӑвӑн хыҫҫӑн йӗр ан хӑвар.

Ну, шевелись же, да не оставляй после себя улик.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл аллине тӑсрӗ те хӑвӑн булавкипе сӑвӑс ҫулне картласа лартрӗ.

Он протянул руку и подтолкнул клеща булавкой.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Вӑт, акӑ мӗнле кавар тӑвӑпӑр, — терӗ вӑл, — сӑвӑс сан енче пулнӑ чухне, эсӗ ӑна хӑвӑн мӗн чухлӗ хӑвалас килет, ҫавӑн чухле хӑвалама пултаратӑн — Эпӗ ӑна тивес ҫук; анчах эсӗ ӑна ман паталла тартсассӑн, вара эсӗ ӑна вӑл сан еннелле куҫичченех ан тив, — терӗ.

— Вот, — сказал он, — пока клещ на твоей стороне, можешь подгонять его булавкой, я его трогать не стану; а если ты его упустишь и он перебежит на мою сторону, так уж ты его не трогай, тогда я его буду гонять.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Пӑрҫа хутаҫҫи илетӗн те ӑна ҫуратӑн, унтан хӑвӑн шӗпӗнтен пӗр тумлам юн кӑлармашкӑн ӑна ҫӗҫӗпе касатӑн.

— Берешь стручок, лущишь зерна, потом режешь бородавку, чтоб показалась кровь.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫитет: хӑвӑн фокусусене пӑрах, урӑх ун пек ан тунӑ пултӑр!

Брось эти глупости и вставай.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Джентльмена хӑвӑн хушаматна кала, Томас, — тесе сӑмах хушрӗ Уолтерс, — тата хӑвӑнтан аслисемпе калаҫнӑ чух «сэр» тесе хушса калама ан ман.

— Скажи джентльмену, как твоя фамилия, Томас, — вмешался учитель, — и не забывай говорить «сэр».

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Паян, апрелӗн 26-мӗшӗнче, республикӑра «Хӑвӑн парӑмусем пирки пӗл» акци иртет.

Help to translate

Май уявӗсене - парӑмсемсӗр // Э.ОРИНОВ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Хӑвӑн ачусене те ҫак мелсемпех воспитани паратӑн пуль апла?

Help to translate

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Вӑл ҫамрӑксене хаҫат-журналти хыпарсемпе паллашма кӑна мар, хӑвӑн та ҫырса хатӗрлеме май пурри ҫинчен каларӗ.

Help to translate

Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

— Ывӑлна та хӑвӑн пекех юрӑҫӑ тӑвасшӑн пуль-ха? — тесе кӑсӑкланать.

Help to translate

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Чи малти вырӑнта — питӗ вичкӗн туйӑм тата хӑвӑн тӗнчӳ пулни.

В первом ряду — сильные чувства и свое мировоззрение.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Эсӗ хӑвӑн тӗнчӳне кӑна сӑмахсемпе ҫырса кӑтартма пултаратӑн.

Ты сможешь описать словами только свой мир.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Санӑн хӑвӑн ӗҫе тумалла, вӑл вара ура айне пырса выртать.

Ты крутишься, работаешь, а он обязательно к моим ногам приляжет.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Лирика — хӑвӑн чунна, ӑшрине сӑнама пултарни.

Лирика — это возможность понаблюдать за душой, внутренним миром.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Валера, эсӗ шӑп та лӑп хӑвӑн вырӑнна йышӑнатӑн!

- Валера, ты как раз свое место занимаешь!

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

— Сӑнара хӑвӑн ҫине сурӑх тирне уртса янӑ пек тӑхӑнтартаймастӑн.

- Образ на себя подобно овечьей шкуре не натянешь.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Хӑвӑн ҫине питӗ пысӑк яваплӑх илнӗ эсӗ.

Ты на себя взял очень большую ответственность.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed