Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: хурлӑх ҫитӗ юн хулине!
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫак хула юнӗ хӑй хушшинче; вӑл ҫара чул ҫине юн хӑварнӑ; ӑна ҫӗр ҫине тӑкмарӗ, ҫӗр ҫине тӑкнӑ пулсан, вӑл тусанпа хупланнӑ пулӗччӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: юн хулине хуйхӑ ҫитӗ! тӗпне ларнӑ хурана, кӑмӗ кайман хурана, хуйхӑ ҫитӗ! шӑпа ярса суйламасӑр, вӑл хурантан татӑк хыҫҫӑн татӑк кӑларса ывӑтӑр.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Оголӑпа Оголивӑна сут тӑвас тетӗн-и? вӗсене хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар: 37. асрӗҫ-асӑхрӗҫ вӗсем, юн вӗсен аллисем ҫинче, хӑйсен йӗрӗхӗсемпе асрӗҫ, Ман валли ҫуратнӑ ывӑлӗсене, вут-ҫулӑм витӗр кӑларса, вӗсене ҫиме пачӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫав ҫӗр улпучӗсем тупӑш шыракан кашкӑр пек; мул тупасшӑн юн тӑкаҫҫӗ, чунсене пӗтереҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ Эпӗ, эсӗ епле мула хапсӑннине курса, сан патӑнта епле юн юхнине курса, аллӑмпа султӑм.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сан патӑнта юн тӑкнӑшӑн сӗрев тыттарнине кӑмӑллаҫҫӗ; эсӗ укҫуна усламла паратӑн, ытлашши илетӗн, вӑйпа хӑратса, тӑванунтан мулне туртса илетӗн, Мана вара манса кайрӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юн тӑкмашкӑн санӑн элекҫӗсем пур, сан патӑнта тусем ҫинче чӳк парни ҫиеҫҫӗ, сан хушшунта ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Израиль пуҫлӑхӗсем сан патӑнта кашнийӗ хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран юн тӑкса пурӑнчӗ.6. Вот, начальствующие у Израиля, каждый по мере сил своих, были у тебя, чтобы проливать кровь.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй юлашки кунна ҫывӑхартма ху хушшунта юн тӑкакан хула, хӑвна ирсӗрлетме йӗрӗхсем тӑвакан хула!
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. эсӗ, этем ывӑлӗ, сут тӑвасшӑн-и, юн хулине сут тӑвасшӑн-и? ӑна хӑйӗн мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен пӗлтер.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин, 11. ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан, 12. мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан, 13. усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ сана улталакан арӑмсене тата ҫынвӗлеренсене сут тунӑ пек сут тӑвӑп — сана манӑн хаярлӑхӑм тата кӳлешӗвӗм юн айне тӑвӗ; 39. Эпӗ сана вӗсен аллине парӑп, вӗсем санӑн аскӑнлӑх ҫурчӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗҫ, санӑн ҫӳллӗ вырӑнусене салатса пӑрахӗҫ, ҫири тумна сӳсе илӗҫ, хитре тумусене тӑпӑлтарса илӗҫ те сана ҫаппа-ҫарамас, нимӗнсӗр тӑратса хӑварӗҫ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла, сана, юн ӑшӗнче выртаканскере: «эсӗ пурӑнӑн!» терӗм.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Е тата Эпӗ унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме ҫав ҫӗр ҫине мур чирӗ янӑ пулсан, Хамӑн хаярлӑхӑмпа юн тӑкнӑ пулсан, 20. ҫав ҫӗрте Ной, Даниил тата Иов пурӑннӑ пулсан, — Эпӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — вӗсем ывӑлӗсене те, хӗрӗсене те ҫӑлаймӗччӗҫ; хӑйсен сӑваплӑхӗпе вӗсем хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл мана каларӗ: Израиль килӗпе Иудея килӗ тунӑ ирсӗр ӗҫ ытла та нумай, шутсӑр нумай; ку ҫӗре юн тулнӑ, хулара та тӗрӗсмарлӑх туллиех; вӗсем ӗнтӗ: «Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахрӗ, Ҫӳлхуҫа курмасть» тееҫҫӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм; 16. Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн, 17. сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паттӑррисем хирӗҫ тухчӑр: Эфиопипе Ливи ҫарҫисем хулканпа, Лиди ҫарҫисем карӑнтарнӑ ухӑпа хирӗҫ тухчӑр: 10. ҫакӑ кун — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ кунӗ, тавӑру кунӗ — тӑшманӗсене тавӑрӗ Вӑл! хӗҫ ӗнтӗ антӑхса кайиччен юн ӗҫӗ, тӑраниччен ӗҫсе савӑнӗ: ку вӑл Евфрат патӗнчи ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫа Турра парне кӳни пулӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр; 13. ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ; 14. мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр; 15. ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах санӑн куҫу та, чӗрӳ те тупӑш тӑвасси енне ҫеҫ, айӑпсӑр юн юхтарасси, хӗсӗрлесси те пусмӑрласси енне ҫеҫ сулӑннӑ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.