Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) more information about the word form can be found here.
Ҫак буржуалла революци халӑха нимле усӑ та парайманнине Лу Синь ҫийӗнчех туйса илнӗ.

Help to translate

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Шанӑҫ пӗтнине туйса илнине тата сехӗрленсе ӳкнипе пичӗ ун илемсӗрленсе, ирсӗрленсе ларнӑ.

Выражение отчаяния и ужаса исказило его черты.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Сылтӑм алли унӑн Суламифь пуҫӗ айӗнче пулнӑ, сулахаййипе вӑл ӑна ыталанӑ, — ун сывлӑшӗн ароматне пӗтӗмпех хӑй ҫинче, ҫӳҫӗсенче те тӑнлавӗсенче, туйса тӑнӑ хӗр.

Правая рука его была под головою Суламифи, а левою он обнимал ее, и она чувствовала его ароматное дыхание на себе, на волосах, на виске.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Темӗнле шухӑша путаракан салхулӑх, асӑрхануллӑ именчӗклӗх, аякрине туйса тӑракан сисӗмлӗх ҫӑмӑл мӗлӗкепе чӗркесе лартнӑ тейӗнех вӗсен сӑмахӗсене, чуптӑвӗсемпе ыталашӑвӗсене.

Точно какая-то задумчивая печаль, осторожная стыдливость, отдаленное предчувствие окутывали легкою тенью их слова, поцелуи и объятия.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫакӑн пек шухӑшласа кайсан, Яков Лукич сасартӑках, темле, ӑнланмалла мар тунсӑхласа, ӑшӗ вӑркаса килнине чунӗ ыратмаллах туйса илчӗ.

От этих мыслей Яков Лукич вдруг больно ощутил какую-то непонятную тоску и тревогу.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑштах пуҫ ҫаврӑннӑ пек, ӑш пӑтраннӑ пек пулнине туйса, Давыдов куҫӗсене уҫрӗ, Кондрата чӗнчӗ.

Почувствовав легкое головокружение и тошноту, Давыдов открыл глаза, окликнул Кондрата.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав самантра унӑн йӗпе сӑмси кӑна пӗр ҫӗре пӗрлешсе кайнӑ тем тӗрлӗ шӑршӑ-маршӑсен хӑватлӑран та хӑватлӑ тӗнчине витӗр туйса киленет.

В этот момент только агатовый влажный нос его живет в могущественном мире слитных запахов.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку ҫеҫ те мар-ха, чӗлхине ҫӑвар тӳпине лектерсен, вӑл пыл тутинех туйса илчӗ.

И даже вкус меда ощущал он, касаясь языком нёба.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Давыдов ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа илчӗ, хӑй Макарӑн чунне витермеллех каланине туйса, чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан малалла каларӗ:

— Давыдов взъерошил волосы, помолчал, чувствуя, что тронул Макара за живое; продолжал:

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов, пухӑва пуринчен кайран пынӑскер, ура ҫине тӑчӗ, куҫҫулӗпе йӗпрекен, юнпа пӑвӑннӑ куҫӗсемпе Давыдов ҫине шӑтарас пек пӑхса, калаҫма тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах Давыдов Макартан шурӑ эрех шӑрши ытла та хытӑ ҫапнине туйса илчӗ.

Нагульнов, пришедший на собрание последним, встал, в упор глядя на Давыдова слезящимися, налитыми кровью глазами, заговорил, и Давыдов почувствовал, как от Макара резко нанесло запахом водочного перегара.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна пурте туйса тӑраҫҫӗ.

Это чувствовалось всеми.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич хӑнасене кӗҫӗн алӑкран тухсах ӑсатса ячӗ, чунӗ ҫав тери ҫӑмӑлланса юлнине туйса, хапхине сӑлӑп хучӗ, сӑх-сӑхса илчӗ те Лятьевский парса хӑварнӑ хут укҫасене канӑҫсӑррӑн кӗсйинчен туртса кӑларчӗ, вӗсем миҫешер тенкӗлӗх пулнине пӗлме хӑтланса, тул ҫутӑлас умӗнхи ӗнтрӗкре чылайччен ҫав укҫасем ҫине тинкерсе тӑчӗ; кусем суя укҫасем мар-ши тесе, вӗсем епле кӑпӑртатнине хыпашла-хыпашла пӑхрӗ.

Яков Лукич проводил гостей за калитку, с чувством огромного облегчения запер ворота на засов, перекрестился и, озабоченно вынув из кармана полученные от Лятьевского деньги, долго в предрассветном сумеречье пытался разглядеть, какого они достоинства, и на ощупь, по хрусту определить, не фальшивые ли.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ йывӑрланса кайнине, хӑйӗн типсе ҫитнӗ пырӗ ҫуннине туйса, вӑр-варах сиксе тӑчӗ, анчах унӑн сӑмах каламалла пулмарӗ: пухура ларакансенчен пӗри, сӑнран пӑхсан пуринчен те ватӑрах казак, чиркӳ совечӗн членӗ, вӑрҫӑччен Войсковой хуторӗнче пӗр улшӑнмасӑр чиркӳпе приход шкулӗн попечителӗ пулнӑскер, сӑмахне унран маларах пуҫлама ӗлкӗрчӗ.

Яков Лукич проворно встал, ощущая тяжесть во всем теле, жар в своей пересохшей гортани, но говорить ему не пришлось, его опередил один из присутствовавших на собрании, самый старый на вид казак, член церковного совета, до войны бывший в Войсковом бессменным попечителем церковноприходской школы.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич, алӑк янаххи патне пырса тӗршӗннӗскер, лайӑхах паллайман: ют казаксем хушшинче хӑйне аван мар пек, ҫухалса кайнӑ ҫын пек туйса ларать…

А Яков Лукич, присев около порога, чувствовал себя среди чужих, мало знакомых казаков потерянно, неловко…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫуркунне ҫитнине туйса илтӗр-им?

Весну почуяли?

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Чи кирли кунта акӑ мӗнре: ҫынсем ҫав палачсене, капитализмла йӗркесене чӗререн курайманнине, кӗрешекенсене кӑмӑлланине туйса илччӗр.

— Важно, чтобы люди ненависть почувствовали к палачам и к капиталистическому строю, а к нашим борцам — сочувствие.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Найденов ҫинчен сӑмах пуҫласан, Давыдов сассинче йӑл кулса ӑшшӑн калаҫни илтӗнсе кайрӗ, Нагульнов вара хӑй ӑшӗнче ҫав ҫивӗч комсомолецран кӗвӗҫнӗ пекрех темскерле туйӑм хускалнине туйса илчӗ.

— В голосе Давыдова послышались улыбка и теплые нотки, когда он заговорил о Найденове, а Нагульнов почувствовал, как в нем ворохнулось нечто похожее на зависть к расторопному комсомольцу.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатакан оркестр трубисем сасартӑк Макар ҫывӑхӗнчех «Интернационал» каласа ячӗҫ, вара Макар, куҫкӗрет курнӑ чухнехи пекех, чунӗ тӳсме ҫук пӑлханса кайнине, пырне пӗҫертсе темскер капланса килнине туйса илчӗ…

Отливающие серебром трубы оркестра вдруг совсем близко от Макара заиграли «Интернационал», и Макар почувствовал, как обычно наяву, щемящее волнение, горячую спазму в горле…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапах та ҫакна ҫирӗп туйса илчӗ: Кондратько вӑрлӑхлӑх тырӑ пуҫтарса ҫитерес кампанин планне, тӗпрен илсен, тӗрӗс кӑтартса парать.

Но крепко чувствовал, что Кондратько излагает в основном правильный план кампании по засыпке семенного зерна.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ ан пус ӑна, — терӗ хӑйне кӑштах аван мар туйса илнӗ Разметнов.

— Ты не режь его, — несколько смущенный, сказал Размётнов.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed