Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринче (тĕпĕ: хӗрӗ) more information about the word form can be found here.
Ҫавна эпӗ Ленинграда вӗҫсе киличчен кӑштах маларах, 1942 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнче Кама хӗрринче ларса радио итленӗ чух хакларӑм, доктор ҫӗкленнӗ сасӑпа Англипе Совет Союзӗ хушшинче договор йышӑнни ҫинчен вуласа паратчӗ.

Я снова оценил её 14 июня 1942 года, за несколько дней до полёта в Ленинград, когда, сидя на берегу Камы, услышал далёкий голос диктора, с торжественным выражением читавшего договор между Англией и Советским Союзом.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн шыва кӗрсе тухас килетчӗ, Катя Собор садне юлатчӗ, эпӗ Тихая шывӗн хӗрринче хывӑнаттӑм та шыва чӑматтӑм.

Мне захотелось купаться. Катя осталась в Соборном саду, а я спустился к Тихой, разделся и бросился в воду.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакна эпӗ илтӗнмеллех каларӑм пулас, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче тӑракан шалпар курткӑллӑ «ремесленниксем» кулса ячӗҫ те кӑштах ман хыҫран утрӗҫ.

Наверно, я сказал это вслух, потому что стоявшие на берегу «ремесленники» в больших, не по росту, курточках и фуражках засмеялись и немного прошли за, мной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Савнӑ туспа ҫеҫ пӗр плащпа пӗркенсе ҫыран хӗрринче лармалла та вӗт ҫакӑн пек каҫсенче, таҫта аялта вара чуллӑ ҫыранра хум ҫапӑнса тӑтӑрччӗ!

Гулять бы в такую ночь, сидеть на набережной с милым другом под одним плащом и чтобы где-то внизу волна чуть слышно ударялась о каменный берег!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нева хӗрринче вӗсем ҫынсен салху ӗҫхӗлне нимӗн чухлӗ уямасӑрах пӑхса выртатчӗҫ, куҫӗсем ытла чарӑлнӑччӗ хӑйсен, малти урисем ҫӗкленерех тӑратчӗҫ.

Бесстрастно уставясь на всю эту скучную человеческую возню, лежали они на берегу Невы, и у них были широко открытые глаза и высокомерные лапы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петьӑсен чаҫӗ университетсем вырнаҫнӑ ҫӗрте, шыв хӗрринче тӑратчӗ.

Петина часть стояла на Университетской набережной.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрмантан тухса пынӑ чух, эпӗ вӑрман хӗрринче красноармеецсен ушкӑнне куртӑм.

Я уже собиралась выходить из леса, как увидела, что на опушке стоят красноармейцы.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑрман хӗрринче пӗр качака вӗҫӗмсӗр макӑрать, ӑна ахӑрнех вӗренпе кӑкарса хунӑ пулас.

Громко кричала у леса, должно быть привязанная к колышку на пастбище, коза.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Горки станци ҫывӑхне кайнине пӗлеҫҫӗ, тата — Водохранилище хӗрринче ҫӗр каҫассине.

Знают, что поехали до станции Горки, поход с ночевкой на берегу водохранилища.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ноябрьте эпӗ хула таврашӗнчех Мускав шывӗ хӗрринче пӗр пӗчӗк хваттер илтӗм.

В ноябре я получила комнату в одном из пригородов, на берегу Москвы-реки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, инҫе ҫула тухса кайнӑ та шхуна, Архангельскри маяк ӑна ӑсату сигналне парать: «Ырӑ ҫул пултӑр, ӗмӗтӗр ҫиттӗр», тет, кунта вара, ҫыран хӗрринче тӑрса юлнисен хушшинче мӗн кӑна пуҫланмасть-ха, ах турӑ-ҫӑм!

И вот ушла в далёкое плавание шхуна, архангельский маяк послал ей вслед прощальный сигнал: «Счастливого плавания и достижений», и что же началось на берегу, боже мой!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах сӑмахӗ вырӑнне аран илтӗнмелле йынӑшу сасси тухрӗ, куҫ хӗрринче куҫҫулӗ йӑлтӑртатрӗ…»

Но вместо слов вырвался чуть слышный стон, и в углу глаз сверкнули слезы…»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗнле ҫыран хӗрринче?

— На каком берегу?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫыран хӗрринче, — куҫарса пачӗ тухтӑр.

— На берегу, — перевёл доктор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫта та пулин тинӗс хӗрринче.

А где-нибудь на побережье.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хресченӗсем пурте пулӑҫӑсем мӗн; ҫыран хӗрринче тем чухлӗ кимӗ.

Все крестьяне были рыболовы; лодок было много.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та эпӗ унӑн кӑнтӑр пайӗнче эсир ҫынсене, ҫыран хӗрринче пурӑнакансене тупаймасан та, ӑҫта та пулин промысла ҫуднине тӗл пуласса шанса тӑратӑп.

Но, надеюсь, на южной части его Вам удастся застать если не живущих на берегу, то какое-нибудь промысловое судно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хӗрарӑмсене моряк профессине йышӑнма ирӗк паманни моряксене, хӑйсен ҫыран хӗрринче юлакан ҫемйисенчен уйрӑлса кайнӑскерсене, нумай сиен кӳрет. Пулас вӑхӑтра карап борчӗ ҫинче хӗрарӑм-механика, хӗрарӑм-штурмана, хӗрарӑм-капитана куратӑп» тесе ӗнентерет капитан.

Капитан утверждал, что «недопущение женщин к профессии моряка» приносит, вопреки распространённому суеверию, много бед морякам, принуждённым надолго отрываться от оставленных на берегу семейств, и что в будущем он видит на борту корабля «женщину-механика, женщину-штурмана, женщину-капитана».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, ҫав тери салхускер, Собор садӗнче, ҫырма хӗрринче, нумаях пулмасть вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ «ответ тыттаракана» кӑтартса ҫӳренӗ вырӑнсенче пулчӗ.

Очень грустный, он бродил по Соборному саду, по набережной у Решеток, по тем местам, которые он так недавно показывал «истцу» с косами и в сером треухе с не завязанными ушами.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ мӗнле, хӑвна эсӗ пӗр юханшыв хӗрринче пурӑнатӑп тесе шутла, пӗр илемлӗ кун вара ҫыран хӗррине почта сумки тухса выртать.

В общем, так: представь, что ты живешь на берегу реки и в один прекрасный день на этом берегу появляется почтовая сумка.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed