Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑҫан the word is in our database.
хӑҫан (тĕпĕ: хӑҫан) more information about the word form can be found here.
Хӑҫан та пулсан, пӗр минут та пулсан ҫак ылханлӑ машинӑсем кӗрлеме чарӑнаҫҫех — ун чух вара юрланӑ сасӑ вӑрмана та ҫитет!

Когда-нибудь, хотя бы на минутку, смолкнут эти проклятые машины — и тогда к лесу прорвутся их голоса, прорвутся!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Анчах радио шарламасть-ха, вара татах малтан пӗчченшерӗн пӑшӑлтатма, унтан хӑҫан пӗлтерӗҫ-ши тесе ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе калаҫма тытӑнчӗҫ.

Но радио молчало, и ропот одиночек вновь перерос в многоголосый гул: скоро ли?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Хӗрача хӑҫан килет вара? — ыйтрӗ пӑлханнипе чӗтрене ернӗ Семен.

— Когда девушка придет-то? — дрожа от волнения, спросил Семен.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑҫан пулнӑччӗ-ха ку ӗҫ?

Когда же это было?

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫак кӗпере хӑҫан та пулсан туса пӗтерме мӗнле шанчӑк пур? — ыйтрӗ генерал.

— Какие у вас гарантии, что этот мост будет вообще построен? — генерал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫак сехет хӑҫан килессе пӗлмерӗ, анчах Христос иккӗмӗш хут килессинчен ытларах ҫав вӑхӑт ҫитессе ӗненнӗ вӑл, кӗтнӗ ӑна.

Он не знал, когда придет этот час, но ждал его больше, чем второго пришествия Христа.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тӗлӗнсе кайрӗ, анчах мӗншӗн, хӑҫан юн тухнине ҫапах та ӑнланса илеймерӗ.

Удивилась, но не поняла: почему, когда?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Килӗҫ Катя, Шурка тата Маня хӑйсен ачисемпе вӑрмана, тен, шӑпах ҫак хӑй выртакан вырӑна, турӑ парсан Катя та хӑйӗн ачисемпе кайрантарах, хӑҫан та пулсан, мӑнукӗсемпе килӗ.

Придут в лес, может быть, вот на это самое место, где она лежит, Катя, Шурка, Маня со своими ребятишками, бог даст, и Катя-то с детками, а там, глядишь, когда-нибудь и с внучатами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кирек хӑҫан пырсан та унта хир чӑххисем ура айӗнченех вӗҫе-вӗҫе тухаҫҫӗ.

Как ни придёшь — стадо куропачей из-под ног.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

— Эсӗ хӑҫан апат ҫинӗ-ха?

— Ты когда в последний раз ел?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем пӑхнине сӑмахсӑрах ӑнланмалла: пирӗннисем хӑҫан каялла чакма чарӑнӗҫ-ши?

Они были понятны без слов: когда наступит конец отступлению?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑҫан тухса каймалла, ыран икӗ сехетре-и?

Когда отъезд — завтра в два?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑҫан ҫамрӑкланма пуҫлатӑн-ха эсӗ, аннем? —

Когда же ты будешь, молодеть, мамка?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ӗнер, хӑҫан пултӑр-ха тата!

— Вчера, когда же!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Танечка, хӑҫан курнӑ эсӗ?

— А когда, Танечка, це було?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ те сана хӑҫан та пулин кирлӗ пулӑп.

Может быть, и я пригожусь тебе зачем-нибудь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫӗнӗрен килнӗ парти членӗсемпе Зимин юлташ малтан кирек хӑҫан та хӑй паллашать, — терӗ Федьӑна секретарь.

— Товарищ Зимин всегда лично знакомится с новыми членами партии, — сказал Феде секретарь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑҫан механик пулма ӗлкӗртӗн вара?

А когда же механиком успел сделаться?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑҫан килес тетӗн пирӗн пата, ҫавӑн чухне килсе кай, корреспондент пулса мар, ахалех.

— Приезжай к нам, когда вздумаешь, и не как корреспондент, а запросто.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Волгина юлташ кунта хӑҫан ӗҫе килессине каласа памӑр-ши эсир?

 — Не скажете ли: товарищ Волгина во сколько приходит?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed