Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑха (тĕпĕ: халӑх) more information about the word form can be found here.
Тӗслӗх библиотекӑсен тытӑмӗ халӑха информаципе хӑвӑрт, туллин тата ирӗклӗн усӑ курма пулӑшать, хальхи ял клубӗсем информаципе культура центрӗсем евӗр улшӑнса ҫӗнелеҫҫӗ.

Сеть модельных библиотек способствует максимально быстрому, полному и свободному доступу к информации для населения, современные сельские клубы становятся информационно-культурными центрами.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586

Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗр халӑха ӑс-хакӑл енчен пуянланма, гуманизм тӗллевӗсене ҫирӗплетме, обществӑна этемлӗхӗн улшӑнми хаклӑхӗсем тавра пӗрлештерме пулӑшать.

Проводимая созидательная работа способствует духовному обогащению народа, утверждению гуманистических идеалов, консолидации общества вокруг непреходящих человеческих ценностей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2978858

Ҫавӑн пекех халӑха ЖКХри ӗҫ-пуҫ, медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫитменни пӑшӑрхантараҫҫӗ.

Help to translate

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Вырӑссен аслӑ писателӗ Максим Горький /Йӳҫ Макҫӑм текенни те пулчӗ ӑна/ е чӑвашсенчен Никифор Мранькка ятарлӑ пӗлӳсӗрех пӗтӗм халӑха тыткӑнлакан хайлавсем, тӗлӗнмелле чаплӑ романсем таранах ҫырнӑ-ҫке!» - парӑнассӑм килмерӗ манӑн, хам та ҫичӗ класслӑ пӗлӳпех хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑран, каярахпа темиҫе кӗнеке те кӑларма пултарнӑран.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Уй-хирте ҫитӗнтернине ытларах выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарма яратпӑр, халӑха йӳнӗпе паратпӑр.

Help to translate

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ ял хуҫалӑхӗн уйрӑлми пайӗ (вӑл та халӑха тӑрантарать, сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшать) пулнине шута илсе конференцие хутшӑннисем республикӑри утарҫӑсен пӗрлешӗвне йӗркелемеллине палӑрт-нӑ.

Help to translate

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Халӑха ваккӑн сутакан ҫут ҫанталӑк газӗн хакӗ 2 процент ӳсме пултарӗ.

Help to translate

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Библиотекӑпа клуб кивӗ ҫуртра вырнаҫни те халӑха ютшӑнтармасть.

Help to translate

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Акӑ, нумаях пулмасть Светлана Петрова библиотекарь, ялти халӑха тата ҫамрӑк ӑрӑва кӗнекепе туслаштарас тӗллевпе, «Путешествие в мир чувашской книги» литературӑллӑ дилижанс ирттернӗ.

Help to translate

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Анатолийпе Надежда Никитинсем ертсе пыракан «Янташ» ушкӑн хӑйӗн илемлӗ юррисемпе халӑха нумайччен савӑнтарчӗ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Петр Николаевич пуринпе те тачӑ ҫыхӑнса, пӗр ӗмӗт-шухӑшлӑ пулса, халӑха ӑнланма пӗлсе ӗҫленине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Хуҫалӑха ертсе пыракансене, кунта ӗҫлекенсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Боредский (Пинер округӗ), Пинер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Шуйский, райадминистрацин ялхуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Н.Николаев, районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн директорӗ В.Нестеров, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши, историк-таврапӗлӳҫӗ, «Деревни на Анише» кӗнеке тата ытти нумай кӗнекесен авторӗ А.Святсков килсе ҫитнӗ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Ҫав хутсене ӗненес-тӗк — «Алза» ООО ӗҫченӗсене общество ӗҫӗсене пурнӑҫланӑшӑн республикӑн халӑха ӗҫпе тивӗҫтермелли хушма мерӑсен тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн укҫа тӳленӗ имӗш.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Тӗпчев 2009-2010 ҫулсенче С.Лаврентьев, Е.Алексеева тата А.Скворцова суя документсем хатӗрлесе Шупашкар хулин халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрне панине ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Крымри халӑха пула эпир тата та йышлӑрах, вӑйлӑрах, мӑнаҫлӑрах.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Ҫӗршыври экономикӑн ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑвӗнче те регион ҫурт-йӗр строительстви енӗпе аван ӗҫлесе пырать. Паян регион хӑйӗн строительство комплексне тивӗҫтерсе тата патшалӑх программисене пурнӑҫласа халӑх умӗнчи яваплӑха тӳрре кӑларать, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессине кирлӗ шайра тытса тӑма май парать», – тенӗ федераци министрӗ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмран пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсене районта I тата II ушкӑнри 1900 инвалид илме пултарать, вӗсен йышне сусӑр ачаллӑ 190 ҫемье те кӗрет.

Help to translate

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Улатӑрти йӗлтӗр фабрики халӑха хӑйӗн таварӗпе кирлӗ таран тивӗҫтерсе тӑнӑ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кӑварпа чашкӑракан сӑмавар хуҫи Владимир Ремахов хӑйӗн мӑшӑрӗпе Маргаритӑпа халӑха вӗри чейпе, икерчӗпе сӑйларӗ.

Help to translate

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed