Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрт the word is in our database.
пӳрт (тĕпĕ: пӳрт) more information about the word form can be found here.
— Мӑкӑрлантаракан хамӑрӑн та пӳрт тулли, — кӑмӑлсӑррӑн тавӑрчӗ Ильинична.

— Своих трубокуров полно, — неохотно сказала Ильинична.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳрт ӑшчикки тӳрех салтак пурнӑҫӗн наркӑмӑш пек йӳҫек сывлӑшӗпе, этем тарӗн, табакӑн, йӳнӗ супӑньпе пӑшал ҫӑвӗн уйрӑлми хутӑшса кайнӑ шӑршипе, — инҫетри ҫулсен шӑршипе тулса ларчӗ.

И сразу весь курень наполнился ядовито-пахучим спиртовым духом солдатчины, неделимым запахом людского пота, табака, дешевого мыла, ружейного масла — запахом дальних путин.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳрт тӑрринчи шурӑ тӗтӗм пек паса пӑшал сасси шӑлса кайрӗ.

Выстрел сорвал с крыши белый дымок инея.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Манӑн ав арӑм вилчӗ те, пӳрт тулли ача тӑлӑха юлчӗ, эпӗ ӗнтӗ ним маршӑнах пурнӑҫа ҫухата-тӑп пулӗ…

У меня вон сироты посля жены остались, а я буду зазря жизню терять.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий кухньӑран тӗпелти пӳлӗме иртрӗ, пӳрт ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Григорий из кухни прошел в горницу, огляделся.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Каймастӑп, — пӗр чееленмесӗр хуравларӗ Аксинья, тӑйлӑк-тайлӑк пӳрт тата мӑянпа хытхура ашкӑрса кайнӑ картиш ҫинелле тӑвӑнчӑклӑн пӑхса.

— Не уйду, — просто ответила Аксинья, со сжавшимся сердцем оглядывая полуразрушенный курень и баз, бурно заросший лебедой и черным бурьяном.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ав ман пӳрт, ҫине симӗс шӑвӑҫ витнӗскер.

Вон мой курень, зеленой жестью крытый.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ав тата, — вӑл аллине ҫывӑхри капмар пӳрт ҫине кӑтартрӗ, — тӑпрас ҫумне те хӑма ҫапнӑ, пӗрени ан ҫӗртӗр тесе.

И вот, — он указал на ближний богатый курень, — завалинка тоже обметана тесом: чтоб дерево не гнило.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳрт тавра салтаксем ларса тухнӑ.

Около избы расселись солдаты.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Салтака кайса килсен Мордовине пӳрт тумашкӑн ҫӳреме тытӑнтӑмӑр.

После возвращения из армии стали ездить в Мордовию на постройку дома.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Пӳрт кӗтесси ҫывӑхӗнче вӑл тӑкӑрлӑкран сиктерсе тухнӑ казаксем ҫине ҫитсе тӑрӑнчӗ.

Неподалеку от угла в упор напоролся на подскакавших казаков.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пӳрт чӳречисем хӗл каҫипех (хӗлӗ ҫав ҫул Дон тӑрӑхӗнчи пек мар хаяр килчӗ!) янкӑр уҫӑ тӑнӑ: казаксене тӗлӗнтерсе, ҫемйине те, хӑйне те чӑтӑмлӑха хӑнӑхтарнӑ.

Всю зиму (а зима была крепка не по-донскому!) стояли у него настежь открытыми окна, — закалял себя и семью, вызывая изумление у казаков.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр икӗ ҫамрӑк хӗрарӑмӗ — Эрхип кинӗсем; вӗсем чикмек картлашки тӑрӑх хӑмӑшпа капӑрлатса витнӗ пӳрт вителӗкӗн ҫунатти айнех улӑхса тӑнӑ, — хӗрсех шуратаҫҫӗ.

Остальные, две молоденькие бабенки — снохи Архипа, забравшись по лестницам под самую камышовую крышу, крытую нарядно, под корешок, — белили.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урам кӗтессинче, авалхи казаксем пек ҫӳллӗ те кӗре кӗлеткеллӗ старикӗн — тахҫан гвардейски батарейӑра службӑра тӑнӑ Архип Богатыревӑн — картишӗнче, хӗрарӑмсем, мӑнкуна хатӗрленсе, ҫаврака пӳрт айккисене тӑмпа сӗреҫҫӗ, шуратса аппаланаҫҫӗ.

На углу, во дворе Архипа Богатырева — большого, староверской складки старика, служившего когда-то в гвардейской батарее, — бабы обмазывали глиной и белили к Пасхе большой круглый курень.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил хуҫи васкамасӑр ура ҫине тӑрса, пӳрт кӗтесси еннелле утса кайрӗ.

Хозяин неторопливо поднялся, пошел к углу.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутор вӗҫӗнчерехри пӗр пӳрт умне, юман каскасем ҫине, казаксем пухӑнса ларнӑ.

Возле одного из крайних дворов сидели на сваленных дубах казаки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн ыйхине ҫерҫисем пӳрт ҫунаттипе чӳрече хашакӗсем хыҫӗнче ҫуркуннехи пек ҫуйхашса чӗвӗлтетни татрӗ.

Разбудило его громкое, как весной, чулюканье воробьев под застрехами крыши и за наличниками окон.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӳрт чӳречисен кӑвак хупписем патӗнчен иртрӗҫ.

Мимо рванулись голубые ставни куреня.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька, куҫне аяккалла тартса, вӗри аллине тӑсса пачӗ те пӳрт еннелле утса кайрӗ.

Митька, отводя взгляд, протянул ему горячую руку, пошел к куреню.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, хула урлӑ чалпашшӑн каҫса, тепӗр ҫур сехетрен ҫурри ишӗлсе аннӑ пысӑк мар пӳрт патне ҫитсе тухрӗ.

Спустя полчаса Бунчук, наискось пересекший город, остановился у небольшого полуразрушенного домика.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed