Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниҫта the word is in our database.
ниҫта (тĕпĕ: ниҫта) more information about the word form can be found here.
Эсӗ ирхине аннӳне кала: каҫхине вӑл килтен ниҫта та ан кайтӑр, эпӗ сирӗн пата хӗвел аннӑ ҫӗре кӗретӗп, калаҫу пулать, эсӗ килте пул.

А ты утром матери скажи: пусть вечером она из дома не отлучается, я зайду к вам на закате солнца, будет разговор, и ты будь дома.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан ниҫта та пӗтес ҫуккине шута ил эсӗ!

Ты поимей в виду, что Щукарь нигде не пропадет!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йӗри-тавра ажиотаж, унтан ӗмӗрӗпех ниҫта та кӑймӑттӑм!

Кругом такой ажиотаж, что век бы оттуда не уезжал!

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Старик каҫхине пирӗнпе апатланӗ, тата ҫапла калаҫса татӑлӑпӑр, тӑвансем: ҫӗр хута ӑна ниҫта та ямалла мар…

Вечерять старик будет с нами, и такой уговор, братцы: в ночь его никуда не пущать…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Урӑх ниҫта та мар — каллех шыва сикнӗ.

Не иначе — опять же в воду мигнул.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак фактран ниҫта та пӑрӑнаймӑн.

И от этого факта ты никуда не денешься.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Малалла ниҫта каймалли те ҫук.

Дальше и ехать некуда, факт!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ниҫта та каймастӑп эпӗ, темиҫе кун килтех пулатӑп.

— Никуда я не поеду, побуду несколько дней дома.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ниҫта пӗлтерме те кирлӗ мар.

— Никуда сообщать не надо.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шань-сы ниҫта кайса кӗрейми хурланса макӑра пуҫларӗ.

и плач матери наконец перешел в рыдания.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Ҫитменнине Бао-эр ниҫта кайса кӗрейми йӑшӑлтатать, ҫавна пула ҫулӗ тата вӑрӑм пек туйӑнать.

Баоэр непрестанно метался, а дорога казалась бесконечно длинной.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Анчах Яков Лукич пӗрре те чӑпӑрккине ҫӗклемерӗ: унӑн ниҫта та васкамалли ҫук.

Но Яков Лукич ни разу не поднял плети: ему некуда было спешить.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паллах ӗнтӗ: унӑн урӑх нимӗнпе пурӑнмалли те ҫук, ниҫта каймалли те ҫук, ҫавӑнпа та вӑл каллех колхозах пырса тирӗнет.

Ясное дело: жить ему не при чем, деваться некуда, он опять и лезет в колхоз.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӑх пӑшӑрханать кунта… куҫсене ниҫта чикме ҫук, намӑс ҫунтарать…

Народ тут волнуется… и глаза некуда девать, совесть зазревает…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Настенкӑн тутӑрпа чӗркесе лартнӑ пичӗ-куҫӗ ниҫта кайса кӗме ҫук хытӑ намӑсланса ҫунать.

Закутанное лицо Настенки горело огнем великой стыдобы.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сехре хӑпнипе чун тухас патне ҫитрӗ, хам тата ылхан ӳкнӗ ҫын пек выртатӑп, мӗншӗн тесен, ну, манӑн урӑх ниҫта кайса кӗме ҫук!

Душа с телом от страха расстается, а я лежу как прóклятый, затем, что мне, ну, раз уже некуда податься!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй ӑшӗнче вӑл Макар ҫапла калаҫнӑшӑн, Макар унӑн хуйхи-суйхине ӑнланса ӑна ырӑ сӑмах калас вырӑнне савӑнса ӳкнине кӑтартнӑшӑн тата, Андрей шухӑшӗпе, авланас пирки ниҫта юрӑхсӑр сӑмахсем каласа тултарнӑшӑн, ун ҫине хытӑ кӳренчӗ.

Он в душе был обижен словами Макара, тем, что тот не только не посочувствовал его горю, но даже выказал прямую радость и нес, по мнению Андрея, несусветную чушь относительно женитьбы.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ял Совет исполнительне ниҫта та тухма хушмарӗ, вӑл пулӑшнипе, вӑрлӑхлӑх тырӑ кӳрсе пама килӗшменшӗн тата виҫӗ колхознике пушӑ пӳлӗме хупса питӗрсе лартрӗ.

Сидельцу не приказал отлучаться и с помощью его водворил и запер в пустовавшей комнате еще трех колхозников, отказавшихся от вывоза семенного зерна.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцевӑн та, манӑн та урӑх ниҫта та кайса кӗмелли ҫук, эпир вилӗм ҫине пырса тӑрӑнатпӑр…

Половцеву и мне некуда деваться, мы идем на смерть…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ӑна астӑватӑп-ха, ача чухнех ҫавнашкал мӑнкӑмӑллӑскерччӗ тата ниҫта юрӑхсӑрскерччӗ, йӗмсӗр чупса ҫӳретчӗ, хӑйӗн нимӗнле талант пурри те палӑрмастчӗ, халӗ авӑ, ҫитӗнсе ҫитрӗ те, пӗр чӗнмесӗр пурӑнать.

Мальчонком был, я его, помню, сопливый такой и никудышний, без порток бегал, и никаких талантов за ним не замечалось, а зараз вот вырос и молчит.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed