Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗҫех the word is in our database.
кӗҫех (тĕпĕ: кӗҫех) more information about the word form can be found here.
«Кӗҫех акӑ кантӑкран тухса сирпӗнӗ те ҫавӑ, эпӗ вара ӑшӑха ларса юлнӑ рак пек кунта ларса юлӑп!

«Махнет он зараз в окно, а я остануся, как рак на меле!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӗтел хушшинче апатланса ларакан ҫынсем кӗҫех хӗрсе кайса калаҫма-кулма тапратрӗҫ.

За столом стало оживленно и весело.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выльӑхсене ҫитермелли сӗлӗ пӗр ҫӗр пӑт ытла выртать-ха вӗсен, ҫапах та вӑл пама килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем юлнӑ сӗлле ҫураки пуҫланнӑ тӗле куҫ шӑрҫине упранӑ пекех хытӑ сыхласа усраҫҫӗ; Яков Лукич та вара ҫак хаклӑран та хаклӑ тырра, кӗҫех макӑрса ярас тенӗ пек, лашасем валли (правлени лашисем валли кӑна!) пӗрер виҫен ӑскаласа парать, ӑна та пулин вӑрӑм та йывӑр ҫула тухса каяс умӗн ҫеҫ парать.

Овса кормового было еще более ста пудов, но он ответил отказом потому, что оставшийся овес хранили к началу весенних работ как зеницу ока; и Яков Лукич, чуть не плача, отпускал лошадям (одним правленческим лошадям!) по корцу драгоценного зерна, и то только перед долгими и трудными поездками.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫех Тӗнчесем АПШна вӗҫӗҫ, виза туса парасса кӗтеҫҫӗ.

Скоро семейство Тӗнче собирается полететь в США, сейчас они в ожидании выдачи визы.

Тӗнчесене НТВ телеканалпа кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23545.html

Кӗҫех мӗн те пулин сиксе тухсан — ячейкӑна чӗнеҫҫӗ: курсах тӑр, епле те пулин канаш парса хӑваратӑпах ҫавсене.

То чуть чего — зовут в ичейку: глядишь, что-нибудь и присоветую им.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ кӗҫех манӑн чунӑма кӑлараттӑн!

— Ты меня чудок жизни не решила!

Арӑм ӑна астарса ҫитерет, эпӗ кӗҫех йӑвантарса ярам та чиксе пӑрахам, тесеччӗ, илтетӗп — тӑкӑрлӑкра ҫынсем шавлаҫҫӗ.

Баба его прикармывает, а я только хотел валять его, резать, слышу — гомонят где-то на проулке.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫех хӑй ҫути курӑнса кайрӗ.

Вскоре показался огонек.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Калчаран пуҫлать тата, хӑй кӗҫех акӑ: «Ну, пуҫтарӑн!» — тесе ярать пулӗ ӗнтӗ.

«Начинает с жита, а зараз небось скажет: «Ну, собирайся!

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Утасса та вӑл хӑйӗн усӑк хулпуҫҫийӗсене вылянтарса, хӑйне кам та пулин хыҫалтан кӗҫех пырса чӑмӑртасса, хӗрӗнни евӗр ансӑр хулпуҫҫисенчен ыталаса илессе кӗтнӗ пекех утать.

Она и ходила-то, так шевеля покатыми плечами, словно ждала, что вот-вот кто-нибудь сзади прижмет ее, обнимет ее девичье узкое плечо.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑнчӑк, ачаш куҫхаршийӗсем унӑн яланах кӑштах ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, пӗрмаях вӑл темскерле савӑнӑҫ килессе кӗтнӗн туйӑнать; хӗп-хӗрлӗ тути хӗрри кӗтессисем кӗҫех йӑл кулса яма хатӗр, тутисем, шӑкӑрах ларан йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене витсех ҫитереймесӗр, уҫӑларах тӑраҫҫӗ.

Круглые ласковые брови ее всегда были чуточку приподняты, казалось, что постоянно ждет она что-то радостное; яркие губы в уголках наизготове держали улыбку, не покрывая плотно слитой подковы выпуклых зубов.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Крыльца ҫинче Половцев ӳсӗр ҫын пек сулӑнса кайрӗ, кӗҫех пӗшкӗнчӗ те тытма ҫине ҫунӑ мамӑк пек ҫӗнӗ юр ҫине ӳпӗнчӗ, пикенсех ӑна хыпма пуҫларӗ.

На крыльце Половцев пьяно качнулся, губами припал и стал хватать нападавший на перильце свежий и пушистый снег.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов, кӗҫех Лапшинова ҫӗклесе тӑратса, килхушшинчен тӗртсе кӑларса ярасшӑнччӗ, вӑл: «Эсӗ агитацилесе ан тӑнӑ пултӑр, унсӑрӑн…» тесе кӑшкӑрма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, ҫав самантрах крыльца ҫинче, Демка карлӑк ҫумне сӗвенсе тӑнӑ ҫӗрте, сасартӑках шӑв-шав, тӗркешӳ тапранчӗ…

Размётнов только что хотел поднять Лапшинова и вытолкнуть со двора, он уж крикнул было: «Ты не агитируй, а то…» — как на крыльце, где стоял, прислонясь к перилам, Демка, внезапно возникли шум, возня…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Инкекӗ вӑл, тен, хамӑра та кӗҫех пырса тивӗ.

Она, может, своя — вот она.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫаксем кӗҫех чышкӑсемпе ҫапӑҫса каятчӗҫ.

Дело чуть не дошло до рукопашной.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫех ҫӑри-ҫари ҫухӑрашни илтӗнсе кайрӗ.

Поднялся визг.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ах, вилнӗ ҫыншӑн хӳхлетсе сасӑпах йӗрсе яни Андрей хӑлхине кӗҫех ҫурса пӑрахмарӗ.

Ох, да как же резнул слух Андрея ее плач в голос, по мертвому!

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах патша ун чух хӑйне турӑ кӗҫех пуянлӑхран, чапран, ӑслӑлӑхран та хаклӑ, мӗн унта, пурнӑҫран та хаклӑрах — мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫпа та хисеплешмест, илемрен те хӑрамасть — ҫепӗҫ те вут-ҫулӑмлӑ, ҫав тери тимлӗхлӗ те питӗ хӳхӗм юрату ярса парасса пӗлмен пулнӑ-ха.

Но тогда не знал еще царь, что скоро пошлет ему Бог такую нежную и пламенную, преданную и прекрасную любовь, которая одна дороже богатства, славы и мудрости, которая дороже самой жизни, потому что даже жизнью она не дорожит и не боится смерти.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed