Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касса the word is in our database.
касса (тĕпĕ: касса) more information about the word form can be found here.
Малта Елена тата Зойӑпа Инсаров пыраҫҫӗ; кӑмӑлӗ тулнӑ Анна Васильевнӑпа Увар Иванович алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ: Увар Иванович хашкать, ҫӗнӗ улӑм шлепки унӑн ҫамкине касса ыраттарать, урисем атӑ тӑхӑннипе пӗҫерсе тӑраҫҫӗ, апла пулсан та, вӑл хавас; Шубинпа Берсенев хыҫалта пыраҫҫӗ.

Впереди шли Елена и Зоя с Инсаровым; за ними, с выражением полного счастия на лице, выступала Анна Васильевна под руку с Уваром Ивановичем; он пыхтел и переваливался, новая соломенная шляпа резала ему лоб, и ноги горели в сапогах, но и ему было хорошо; Шубин и Берсенев замыкали шествие.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

1835 ҫулхине, вунсакӑр ҫул каялла ӗнтӗ вӑл, питӗ хӑрушӑ ӗҫ пулса иртнӗ: Инсаров амӑшӗ сасартӑк ним паллисӗр ҫухалнӑ, тепӗр эрнерен ун виллине тупнӑ, — ӑна касса вӗлернӗ иккен.

В 1835 году, стало быть восемнадцать лет тому назад, совершилось ужасное злодеяние: мать Инсарова вдруг пропала без вести; через неделю ее нашли зарезанною.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫитрӗ те, украинецсемпе вырӑссен улӑм витнӗ пӳрчӗсем ҫуннӑ чух чаплӑ ҫуртсемпе газонсем умне тӑрса тӗрлӗрен сӑнӳкерчӗксем ӳкерттерекен, бензоколонкӑсемпе автобус чарӑнмалли вырӑнсене акӑш-макӑш илемлетекен, сӑра ӗҫекен, ҫатра йывӑҫсене касса тикӗслекен, унтан, автомат тытса, инҫетри Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫитсе мирлӗ ялсене ҫунтаракан, вӗлерекен, аркатакан, пусмӑрлакан, унтан каллех ҫунтаракан, пере-пере пӑрахакан, асаплантаракан этемсем чӗртсе янӑ вӑрҫӑ вутне ҫак ҫуласа тасатнӑ евӗр, якатса тирпейленӗ евӗр курӑнакан тӑнӑҫ ҫӗр ҫине каялла илсе килчӗ.

Пришла и неумолимо принесла то, что было порождено на этой благополучной, вылизанной, приглаженной земле теми, кто фотографировался на фоне домиков и газончиков, когда горели украинские и русские избы, крытые соломой, теми, кто раскрашивал бензоколонки и автобусные остановки, пил пиво и подстригал кустарники, а затем с автоматом в руках шел на далекий Восточный фронт — и жег, стрелял, пытал, взрывал, унижал, насиловал и опять жег, стрелял, пытал…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗтӗ йывӑҫсем лартса тултарнӑ, вӗсене тип-тикӗс касса тикӗсленӗ.

Подстриженные деревца и кустарники.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунтах пысӑк пичке евӗр тунӑ сӑра ӗҫмелли ҫурт пур, ташӑ залне кӗмелли алӑк умӗнче йывӑҫсенчен касса тунӑ темӗнле Карл папӑсем, кивелсе кайнӑскерсем, аваллӑха аса илтерсе тӑраҫҫӗ.

И пивнушка в виде огромной бочки, и какие-то папы Карлы, вырезанные из дерева, постаревшие от времени, но неунывающие, у входа в танцзал, тоже сработанные под древность.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӑррисенче вӗсен кашниннех мӗн те пулин пур: йывӑҫран касса тунӑ автансем, е кӑнтӑр, ҫурҫӗр, тухӑҫ, анӑҫ енсене кӑтартакан ҫилҫӗсем.

С резными петушками и загадочными ветряками, показывающими юг, север, восток, запад.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Манӑн ҫурӑма осколка шӑйӑрса иртнӗ пулсан, унӑнне сылтӑм хӑлхине пӗр ҫӗртен касса кайнӑ.

Если мне осколок снаряда прочертил неглубокий шрам на спине, то ему такой же осколок отхватил кусок правого уха.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ашшӗ тротуар ҫинче выртать, мӑйне унӑнне осколка касса кайнӑ иккен.

Отец лежал на тротуаре с перерезанной осколком шеей.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эп — ун пирки! — касса татрӗ комбат.

— А я про что! — резко сказал комбат.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Австралине ҫитрӗҫ, анчах вӗсене ҫапах та вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель касса кайнӑ ҫӗрсем ҫинче «Британи» йӗрӗсене тупма май пулмарӗ, ҫавӑнпа та документсен виҫҫӗмӗш ӑнланӑвне тӗрӗс тесе шутлама та май пур, урӑхла каласан, Ҫӗнӗ Зеландире тени пур енчен те тӗрӗсе тухать.

Побывали в Австралии, поскольку в тех местах, где эти страны пересекаются тридцать седьмой параллелью, им не удалось напасть на след «Британии», все преимущества были на стороне третьего толкования документов, то есть Новой Зеландии.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсене вӗҫертес тесен, вӑл курӑксене тӗпренех касса пӑрахма тивет.

И, чтобы высвободиться, их приходилось обрубать.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Итлемен ҫыннӑн пуҫне турӑ хӑйӗн аллипе касса татма васкамасть пулсан, ӑна пулӑшма вара часах ытти жрецсем ҫитесси ҫинчен маориецсем аванах пӗлсе тӑраҫҫӗ.

И маорийцы хорошо знают, что если бы бог замедлил опустить на голову ослушника свою карающую длань, ему на помощь поспешат прийти жрецы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав юпасем ҫине касса тунӑ тӗлӗнтермӗшсемпе тӗрлӗ паллӑсем искусство ҫыннисемшӗн питӗ интереслӗ пулмалла.

Резные чудовища и различные символические знаки представили бы значительный интерес для искусствоведа.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Туратсем ҫине курӑксемпе сарса тунӑ ҫивитти темтепӗр касса тӗрленӗ юпасем ҫинче тытӑнса тӑрать.

Крыша из ветвей, перекрытых толстым слоем травы, опиралась на столбы, украшенные причудливой резьбой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Йывӑҫ вуллисене пуртӑпа касса ҫул уҫса пымалла пулчӗ.

Приходилось прокладывать себе дорогу топором, отвоёвывая каждый шаг у липких стеблей.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Якӑрпа аппаланса ахалех ҫур сехет ирттерчӗҫ, вара чӑтӑмне ҫухатнӑ Джон канатне касса татма хушрӗ.

Почти полчаса отняла напрасная возня с якорем, пока, наконец, выведенный из терпения Джон приказал перерубить канат.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мюльреди сулӑна «Макаринчен» кӑкарнӑ каната касса татрӗ.

А Мюльреди обрубил канат, привязывавшим плот к «Макари».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Фортштейнӗн аялти пайӗ тата бригӑн виҫӗ пайӗнчен пӗр пайӗ хӑйӑр ӑшне тарӑн касса кӗнӗ иккен.

Нижняя часть форштевня и примерно около двух третей киля глубоко врезались в песок.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ нумайччен меслет шырарӑм, юлашкинчен тупрӑм, — картонран касса тунӑ япала манӑн кӑранташа йӗрке тӑрӑх тӳп-тӳрӗ илсе пымалла.

Я долго искал выхода и нашел — вырезанные из картона полоски не дадут моему карандашу выходить из рамок прямой строки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Операци тӑвакан сӗтел ҫинче паращитовиднӑй парсене касса кӑларнӑ чухне, мӑя ланцетсемпе чакаланӑ кушӑра, вилӗм ӑна хӑйӗн хура ҫуначӗсемпе виҫӗ хутччен пырса перӗнчӗ.

В часы, проведенные на операционных столах, когда ланцеты кромсали шею, удаляя паращитовидную железу, трижды задевала его своим черным крылом смерть.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed