Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗлмен (тĕпĕ: пӗл) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑн пек чухне Петькӑн письмовникӗ яланах манӑн асӑма килетчӗ: «Ырӑ пикем, эпӗ хам асӑмран тухма пӗлмен хӗрарӑмӑн чунне санра куртӑм та, ӗнтӗ халӗ сирӗн мӑшӑрӑр пулма, хамӑн ачамсене тивӗҫлӗ амӑшӗ тума ӗмӗтленетӗп», — тенӗччӗ унта.

Как всегда в таких случаях, Петькин письмовник живо припомнился мне: «Встретя в вас, милостивая государыня, все добродетели той, которую я так долго оплакивал, почитаю своим долгом сделаться вашим супругом и дать нежную мать моим малюткам».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чылайччен ун лӑпкӑ пичӗ ҫине тинкерсе тӑтӑм: пӑртакҫӑ уҫӑлса тӑракан тути-ҫӑварӗ ыйӑх тӗлӗшпе чӗтренкелесе илет; унӑн — мӑкӑрларах тӑракан сарлака ҫамка, икӗ куҫхарши хушшипе каннӑ чух та тикӗслене пӗлмен тарӑн хутлам,..

Я долго стояла и смотрела на его спокойное лицо, чуть приоткрытые, вздрагивающие во сне губы, широкий выпуклый лоб и даже во сне не расходившуюся морщину между бровей.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Александр Дмитриевич, — ыйтрӗ каллех лара-тӑра пӗлмен Ромка, — калӑпӑр, сирӗн хӑвӑрӑн ҫавӑн йышши ҫӗрӗ пулсан, мӗн шухӑш тытнӑ пулӑттӑр-ши?

— Александр Дмитриевич, — спросил неугомонный Ромка, — а если бы у вас было такое кольцо, вы что бы загадали?

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сӗмекке Тӑван вилсе выртнине те никам та пӗлмен, мӗншӗн тесен, унччен вӑл тӗнчере пуррине те никам та асӑрхаман.

И никто не заметил смерти Безымянного, потому что никто не замечал, что он жил на свете.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хам ҫавӑн пек лайӑх юрланине хам та пӗлмен эп.

Я не подозревала, что могу так хорошо петь.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расшепейӑн пӗрле, яланхи пекех, унтан уйрӑлма пӗлмен Павлушӑпа Лабардан.

Расщепея, как всегда, сопровождали неразлучные Павлуша и Лабардан.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӑл-ял кулкалать йӑваш Павлуша, чупкалах тӑрать ывӑна пӗлмен Лабардан.

Засиял тихий Павлуша, забегал неутомимый Лабардан.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах услови — кайран мана кинона тӳлемесӗрех ҫӳремелле пултӑр, тата афиша ҫине ҫапла ҫырччӑр: научнӑй дрессировки — хӑрушлӑх мӗнне пӗлмен чаплӑ укротитель Р. Каштанӑн, тетчӗр.

Только с условием, что потом буду ходить бесплатно в кино и чтоб на афише было написано: научная дрессировка известного бесстрашного укротителя Р. Каштана.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Енчен улшӑннӑ укҫана пуҫтарса укҫа улӑштарнине пӗлмен ҫӗре инҫете-инҫете кайсан, унта тем те пӗр илмелле те, кунта ҫӗнӗ укҫапа сутмалла…

 — А если набрать отмененных денег и поехать, где это еще неизвестно, накупить всего, а тут продать за новые деньги.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лекӗччӗ вара ачасене юлташне чипер пӑхма пӗлмен, тесе».

Попало бы ребятам за нечуткое отношение ко мне».

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫакна ӗнтӗ тахҫанах хӑнӑхнӑ, ҫавӑн пекех, хамӑр килте те манран хуйхине те курман, савӑнӑҫне те пӗлмен.

Я давно к этому привыкла, как свыклась с тем, что и дома у нас я никому ни особого горя, ни шибко большой радости не доставляла.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темле пӗр ача-пӑчасӑр пурӑнакан баронесса хӑй патне тӑлӑх ачана илетчӗ пулас та, ачи еврей иккенне вӑл пӗлмен те.

Суть ее, кажется, заключалась в том, что какая-то бездетная баронесса берет к себе приемыша, не зная, что он еврей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Левитан вӑл художник хушамачӗ иккенне ун чухне пӗлмен эпӗ, ҫак картинӑра кӑтартнӑ вырӑна ҫапла калаҫҫӗ пуль теттем.

Я тогда не знал, что Левитан — фамилия художника, и решил, что так называется место, нарисованное на картине.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, хӑйӗн тӗрӗс тесе ӗненсе тӑнӑ шухӑшнех хирӗҫ пула, нимӗн пӗлмен, ним сӑнаса курман ҫынсем калани хыҫҫӑн каякан хисеплӗ ҫарҫыннине эпӗ ҫемҫелӗхӗшӗн шеллемесӗр тӑма пултараймарӑм.

Я не мог не сожалеть о слабости почтенного воина, который, наперекор собственному убеждению, решался следовать мнениям людей несведущих и неопытных.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Трубка пек ҫавӑрса чӗркенӗ хута ҫавӑн пек каланине пӗлмен эпӗ ун чухне.

я и не знал, что так называется эта свернутая трубкой бумага.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ утсене тӳрех ҫак пӗлмен япала ҫине тытма хушрӑм.

Я приказал ехать на незнакомый предмет.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хамӑн малтанхи ҫамрӑклӑхра эпӗ ӗмӗтленсе ҫӳрекен ҫын пулнӑ; эпӗ яланах хамӑн лӑплана пӗлмен вылянчӑк ӑс сӑнласа панӑ тӗксӗмпе хаваслӑ сӑн-сӑпата ачашланӑ, анчах мӗн юлчӗ вара унран ман валли?

В первой молодости моей я был мечтателем, я любил ласкать попеременно то мрачные, то радужные образы, которые рисовало мне беспокойное и жадное воображение, но что от этого мне осталось?

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӗлпӗре пӑрахрӑм, нумайччен пуҫа усса пытӑм, унтан вара пӗр пӗлмен вырӑна пырса тухрӑм; эпӗ лашана каялла ҫавӑртӑм, ҫул шырама пуҫларӑм, Кисловодск патне ҫитнӗ чух хӗвел анма пуҫланӑччӗ, хам та, лашам та самай ӗшеннӗччӗ.

Бросив поводья и опустив голову на грудь, я ехал долго, наконец очутился в месте, мне вовсе не знакомом; я повернул коня назад и стал отыскивать дорогу; уж солнце садилось, когда я подъехал к Кисловодску, измученный, на измученной лошади.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Нимӗн калама пӗлмен княжнана хирӗҫ чарӑнса тӑчӗ те аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытрӗ, пӑтранчӑк хӑмӑр куҫӗпе ун ҫинелле пӑхса, хӑрӑлтатакан ҫинҫе сассипе: — Пермете… ну, мӗн калаҫмалли пур унта!..

Остановясь против смутившейся княжны и заложив руки за спину, он уставил на нее мутно-серые глаза и произнес хриплым дишкантом: — Пермете… ну, да что тут!..

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унӑн лӑпланма пӗлмен пӗчӗк хура куҫӗсем эсир мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.

Его маленькие черные глаза, всегда беспокойные, старались проникнуть в ваши мысли.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed