Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗҫ (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
Сырлӑхсене часах шаккаса туса лартрӗҫ, комисси пахаланӑ ҫирӗм сакӑр мӑшӑр вӑкӑра лупасайне хӑваласа кӗртсе ячӗҫ.

Ясли наскоро сколотили, загнали в сарай оцененных комиссией двадцать восемь пар быков.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурте пӗр харӑс кӗрлесе кулса ячӗҫ.

Хохот грохнул залпом.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн аттене, заводра забастовка тунӑ хыҫҫӑн, ӗҫрен кӑларса пӑрахрӗҫ, ӗмӗрлӗхех Ҫӗпӗре ячӗҫ

Моего отца уволили после забастовки с завода, сослали в Сибирь…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов сӑмаххисем унӑн халиччен капланса тулнӑ, анчах ҫиеле кӑларман хаяр ҫиллине сасартӑках амалантарса ячӗҫ.

Слова Давыдова были толчком к взрыву накопившейся и сдерживаемой до этого лютой злобы.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хыҫалта хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗҫ, шавлама тытӑнчӗҫ, анчах Любишкин хаяр куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн каллех лампа хӑювӗ шӑппӑн ҫатӑртатса ҫунни илтӗнекен пулчӗ.

Позади заигогокали, загомонили, но Любишкин повел кругом суровым глазом, и опять стало слышно, как с тихим треском горит в лампе фитиль.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана сирӗн пата хамӑрӑн Коммунистсен партийӗпе рабочи класс колхоз йӗркелесе яма пулӑшма тата пирӗн пурин юнне те ӗмсе пурӑнакан кулака пӗтерме ячӗҫ.

Меня послали к вам наша коммунистическая партия и рабочий класс, чтобы помочь вам организовать колхоз и уничтожить кулака как общего нашего кровососа.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Казаксем кӑмӑллӑн кулса ячӗҫ, анчах Давыдов, сӳсмене йӑпӑр-япӑр хывса илнӗ хушӑра, шӳтлесе ҫапла тавӑрчӗ:

Казаки беззлобно засмеялись, но Давыдов, проворно снимая хомут, отшутился:

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем эрех сутса укҫа йӳнеҫтерчӗҫ те мана ҫӑкӑрпа качака чӑкӑчӗ илме хулана ячӗҫ.

Они выручили деньги от продажи вина и послали меня в город купить хлеба и козьего сыра.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Хам вырӑна илсе ларт, — терӗ Ленька, вӑрӑммӑн, сывласа, — хӑваласа ячӗҫ вӗсене.

— Сними, — сказал Ленька, вздыхая, — прогнали…

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Юхӑнтарса ячӗҫ Российӑна, ирсӗрсем, ҫаратрӗҫ пурне те.

Разорили Россию, сволочи, ограбили всех.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Хӑш чухне анчах, кам та пулин, ӑшчик тӑвӑрланса ҫитнине тӳсеймесӗр, хуллен ҫаплакаланӑ: — Халӑха аяккалла тӗртсе ячӗҫ пулать ӗнтӗ? — тенӗ.

Лишь порой кто-нибудь, не сдержав горечи, восклицал негромко: — Значит, народ отбросили теперь?..

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Хӑшӗ-пӗри пирӗн тытӑнарах кулса ячӗҫ, хӑшӗ питне-куҫне шӳтлӗн пӑркаласа илчӗҫ; вара такам салтака кунта тӑхӑр хӗр иккенне ӑнлантарса пачӗ.

Некоторые из нас почтительно засмеялись, иные скорчили сладкие рожи, кто-то пояснил солдату, что тут девчонок — девять штук.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Суд турӗҫ, каҫарчӗҫ те кӑларса ячӗҫ.

Посудили, оправдали и выпустили.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Кӑларса ячӗҫ.

— А — выпустили.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хӗрарӑмсем шари! ҫухӑрса ячӗҫ.

Женщины с криком разбежались в разные стороны.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Тепӗр кунне мана сирӗннисем тытрӗҫ, анчах та хӑвӑртах ячӗҫ.

А на другой день взяли меня ваши, но скоро отпустили.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Ир пуҫласа каҫчен ӗҫлерӗҫ; уйӑх тухрӗ те, юрра ячӗҫ!

С восхода по закат работали, взошла луна, и уже — поют!

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Тинӗс хӗрринче юрӑ илтӗнсе кайрӗ, — тӗлӗнмелле юрласа ячӗҫ унта.

На берегу запели, — странно запели.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Икӗ салтак Челкаша хыпашласа пӑхрӗҫ те ҫӑмӑллӑн тӗртсе урамалла кӑларса ячӗҫ.

Два солдата ощупали Челкаша и легонько вытолкнули его на улицу.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ох, Алёшенька, пӑсса ячӗҫ сана ҫӑткӑн куҫусем!

Ох, Алешенька, испортили тебя глаза завистливые!

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed