Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑхла the word is in our database.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) more information about the word form can be found here.
Кусем вара пачах урӑхла.

А тут совсем другое.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак хаҫатсем ротаци машинисем ҫинче пичетленнӗ чух пирӗн чунсенче пачах урӑхла туйӑм ҫуралать.

Удивительное чувство испытывали мы, когда на ротационных машинах печатались эти газеты!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун чух йӑлтах урӑхла пулатчӗ.

Да, тогда все было бы иначе.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Атте мана хӑйпе пӗрле уйрӑм батальона, Мускавра юлнӑ наркомат работникӗсенчен, урӑхла каласан, партипе хуҫалӑх активӗнчен йӗркеленӗ батальона илчӗ.

Отец взял меня с собой в особый батальон, который был сформирован из оставшихся в Москве работников наркоматов, или, как говорили, из партийно-хозяйственного актива.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Урӑхла калас-тӑк, тусӑм, чӑн-чӑн пысӑк искусство вӑл — хавхалану тӗшши, чун канӑҫлӑхӗн ҫӑлкуҫӗ, мӗнле калас, чӗрӗлӗх шывӗ.

Вообще, мой друг, искусство в большом понимании этого слова — плод вдохновения и стимул наслаждения, эликсир наслаждения, так сказать.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Маншӑн Николай Степанович — урӑхла ҫын.

Для меня Николай Степанович был иным.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Урӑхла каласан, хӳтӗленес тӗллевпе мӗн тунӑ, ҫавна эпир пурне те хӑнӑхнӑ.

Привыкли, впрочем, ко многому, что воспринималось как меры предосторожности.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак шухӑш, урӑхла каласан, лӑпкӑ пурнӑҫ юхӑмне тӗпрен улӑштарса янӑ халиччен пулман ҫӗнӗлӗх манӑн савӑнаҫлӑ туйӑма хускатнӑ пек пулчӗ.

И от мысли об этом, и вообще оттого, что произошло новое, необычное, нарушившее слишком спокойное течение жизни, я испытывал чувство, близкое к восторгу.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пачах урӑхла пулать ак: ан тив, вӗсем тапӑнчӗҫ тейӗпӗр, нимӗҫ халӑхӗ ҫав хушӑра, вӑй илсе, революци туса хума пултарать.

И наоборот: уж раз они напали, то теперь немцы воспрянут духом и у них будет революция.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунта иккен пӗтӗмпех урӑхла ӳкерчӗк, хамӑр тин ҫеҫ тухса килнӗ хула ҫумӗнче вӑл ытла та тӗссӗр курӑнать, хулапа нихӑш енчен те ҫыхӑнаймасть.

Все это так не вязалось с городом, от которого мы только что отъехали.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чӑн та, пысӑк вӑл, мӗншӗн тесен унта пирӗнсӗр пуҫне тата хӗрӗх ултӑ ҫын, урӑхла каласан, вунсакӑр ҫемье пурӑнать.

Огромная потому, что в ней, помимо нас, жило сорок шесть жильцов, или восемнадцать семей.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эп урӑхла ӗмӗтленетӗп.

 — Я по-другому мечтаю.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унтан ҫийӗнчех: — Май пулмарӗ урӑхла ниепле те! Чӑн та, май пулмарӗ! — тесе хушса хучӗ.

И опять добавила: — Ну не могла я иначе! Правда, не могла!

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мӗнле тӑвӑн-ха урӑхла ҫакӑн хыҫҫӑн?!

Ну как же мы могли!

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Австралине ҫитрӗҫ, анчах вӗсене ҫапах та вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель касса кайнӑ ҫӗрсем ҫинче «Британи» йӗрӗсене тупма май пулмарӗ, ҫавӑнпа та документсен виҫҫӗмӗш ӑнланӑвне тӗрӗс тесе шутлама та май пур, урӑхла каласан, Ҫӗнӗ Зеландире тени пур енчен те тӗрӗсе тухать.

Побывали в Австралии, поскольку в тех местах, где эти страны пересекаются тридцать седьмой параллелью, им не удалось напасть на след «Британии», все преимущества были на стороне третьего толкования документов, то есть Новой Зеландии.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эсир документа урӑхла ӑнлантарнисем ҫинчен ытла та часах манса кайнӑ.

Вы слишком быстро забыли свои предыдущие догадки.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара эпӗ унччен пӗлменнине пурне те пӗлтӗм: «Британи» Кальяора тӑни ҫинчен, 1862 ҫулхи июньре пулнӑ юлашки хыпарсем ҫинчен, урӑхла каласан, мана антарнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх хушшинче мӗскер пулнисене пурне те пӗлтӗм.

Таким образом я узнал всё то, чего не знал раньше: о стоянке «Британии» в Кальяо, о последних известиях с неё, датированных июнем 1862 года, то есть двумя месяцами позднее моей высадки на берег.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вилнӗ тӑванӗсен шӑммисене вӗсен лайӑх пуҫтарса ҫӑваҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, шӑлса та якатаҫҫӗ, вара, пысӑк хисеп парса, «удупӑна», урӑхла каласан, «канлӗх ҫуртне» кайса чикеҫҫӗ.

Их тщательно собирают, моют, чистят, даже полируют и потом торжественно водворяют в удупу, то есть в «дом славы».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та, ӗҫсем урӑхла май ҫавӑрӑннӑ пулсан, Паганель, паллах, вӗсем ҫинчен асӑнмасӑр хӑварман пулӗччӗ.

И при других обстоятельствах Паганель, конечно, не преминул бы рассказать своим спутникам.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӗҫпӑшал урлӑ туслашнӑ юлташпа «хонгуи» текен Пӑлапа саламларӗ, урӑхла каласан, хӑйӗн сӑмсине вӑл Каи-Куму сӑмси ҫумне пырса сӗртӗнтерчӗ.

Он приветствовал собрата по оружию дружественным «хонгуи», то-есть потёрся носом о нос Каи-Куму.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed