Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татса (тĕпĕ: тат) more information about the word form can be found here.
Вӑл вӗсене хӑй патне пухнӑ та: «Хӳрӗрсене татса пӑрахӑр, — тесе йӗкӗлте пуҫланӑ.

Созвала она лисиц и стала их уговаривать, чтобы отрубили хвосты.

Тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр тилӗ капкӑна лекнӗ те, хӳрине татса, аран-аран хӑтӑлнӑ.

Попалась лиса в капкан, оторвала хвост и ушла.

Тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кашкӑр шӑлӗсене шаккаса каланӑ: «Пуҫна ман ҫӑвара чиксен, эпӗ ӑна татса илменни сана сахал-и-мӗн-ха?» — тенӗ.

Волк заскрипел зубами, да и говорит: «Или тебе мало награды, что я тебе голову не откусил, когда она у меня в зубах была?»

Кашкӑрпа тӑрна // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анчах ӗҫе татса хуракан сигнал пама никам та хӑяйман.

Но никто не решался дать роковой сигнал.

LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анчах шанчӑклӑ тарҫӑ тем-тем тума та хатӗр пулнӑ; Фелим йӗплӗ ӳсентӑран патне чупса ҫитнӗ те ҫара аллисемпех ун туратне татса илнӗ.

Но не было той жертвы, на которую не решился бы верный слуга; Фелим бросился к колючему растению и голыми руками оторвал от него ветку.

LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кусем уҫӑлса пыракан суд драмин свидетелӗсем ҫеҫ пулса пӑхса тӑнӑ пулмалла — ӗҫе татса паракан сӑмах ыттисен аллинче пулнӑ.

Последние присутствовали, по-видимому, лишь в качестве свидетелей развертывающейся драмы; решающее слово принадлежало другим.

LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Карточкӑна панама ӑшӗнчен татса илнӗ, клеенка татӑкӗпе лайӑх чӗркесе, мӑйкӑч хушшине чиксе хунӑ.

Тщательно завернув карточку в кусочек кожи, оторванной от подкладки панамы, он заткнул ее за самодельный ошейник.

LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Тепӗр самантран — вӑл кашкӑрӑн пырне ҫыртса татса, ӑна ывӑтса ярать.

И минуту спустя бросает его наземь с перегрызенным горлом.

L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл вӗлернӗ ирландец, пуҫне татса илнӗскер, хӑйӗн пуҫне аллисемпе тытса пыраканскер пулчӗ-и, тен?…

Может быть, это был ирландец, убитый, обезглавленный, с собственной головой в руках?..

ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Генри мустангер хыҫҫӑн кайнӑ пулӗ тесе татса каламашкӑн Луиза: «Обердофер ҫавӑн пек калать», — тесе каласа кӑтартнӑ.

Она сослалась на рассказ Обердофера в подтверждение того, что Генри, наверно, поехал за мустангером.

ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫав иккӗлле шухӑшлассисене татса хурас ӗҫре Кольхаунпа харкашнине тӗп никӗс вырӑнне илнӗ.

Ссора с Кольхауном была взята за основу для разрешения этих сомнений.

XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пыракана-пӗрне Строгоновсем ҫӗрсем, вӑрмансем татса панӑ, выльӑх-чӗрлӗхсем туянтарнӑ.

Кто приходил, тем Строгоновы отводили землю, лес, давали скотину.

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Мӗн те пулин татса каласа пама май килӗ, тен.

Может быть, можно будет прийти к какому-нибудь разумному заключению.

XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ пит лайӑх пӗлсе тӑратӑп: эсӗ мӗн пӗлсе илейменнисене пурне те эпӗ татса каласа пама пултаратӑп.

Я прекрасно знаю, что могу разрешить все твои недоумения.

XXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ хам курнӑ пулсан, ку ӗҫе сире татса панӑ пулӑттӑм», — тет.

Кабы я видела, я бы вас рассудила.

Кашкӑрпа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тавлашнине итлесен-итлесен, пурте: «Тӳре патне кайӑр, вӑл сирӗн ӗҫӗре татса парӗ», —тесе кӑшкӑра пуҫларӗҫ, тет.

Все закричали: «Ступайте к судье, он вас рассудит».

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫимӗҫ пултӑр тесе хӑш чухне, ҫил ҫук ҫӗрте, ҫынсем пуш чечексене татса хӑйсем вӗсен тусанӗсене тӗвӗлӗ чечексем ҫине силлеҫҫӗ.

Когда огурцы растут в парниках, где ветра нет, тогда люди сами срывают один цветок и накладывают на другой, чтобы цветовая пыль попала на плодовой цветок и была бы завязь.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗчӗкҫӗ чухне эпӗ ҫавӑн пек ҫулҫа татса хуллен ҫӑвар патне илсе пыраттӑм та сывлӑм тумламӗсене ӗҫсе яраттӑм.

Бывало, сорвешь такую чашечку, потихоньку поднесешь ко рту и выпьешь росинку.

Курӑк ҫинчи сывлӑм шывӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав сывлӑмлӑ курӑка хуллен татса илме пӗлмесен, сывлӑм тумламӗ ҫулҫӑ ҫинчен кусса анать те, курӑк туни ҫумӗнчен анса кайнине курмасӑрах юлатӑн.

Когда неосторожно сорвешь листок с росинкой, то капелька скатится, как шарик светлый, и не увидишь, как проскользнет мимо стебля.

Курӑк ҫинчи сывлӑм шывӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Патйенӗ вӗҫерӗнсе кайса, пусӑ пурине пырса ҫапӑннӑ та, вӗренне туртса татса, пуссах анса кайнӑ.

Бадья сорвалась, ударилась о стенку колодца и оторвала веревку.

Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed