Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хутран-ситрен ҫеҫ темле ултавлӑ сасӑ кӗскен илтӗнет те ҫав самантрах таҫта кайса ҫухалать.Иногда рождался какой-то краткий, обманчивый звук и умирал тотчас же.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫак самантрах Челкаш сасси янӑраса кайрӗ:
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Турӑ пулӑшсан, больницӑна ҫитӗпӗр те, сан вӑл, леш хайхи пӗр самантрах…
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Пурте аллисене сарса пӑрахрӗҫ, анчах кая пулчӗ: шампа самантрах умран ҫухалчӗ.Все растопыривают руки, но уже поздно; налим — поминай как звали.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Пӳрнепе йӑкӑрласа кӑлар ӑна! — Курпун пит-ҫӑмартисене карӑнтарнӑ, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, пӳрнисемпе «сӑххисенчен» тытма пуҫланӑ пулас, анчах ҫав самантрах унӑн туратсенчен тытакан сулахай алли вӗҫерӗнсе кайрӗ те, вӑл сулӑннипе тӳрех шыва чӑмрӗ.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кашни лавҫӑранах вӑл вӗтеленчӗк Лискӑна пӗр самантрах тытса йӗвен тӑхӑнтартма, кӳлсе тӑратма, тӑвӑр та кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑкпа тӗнӗл пуҫӗсене ниҫта перӗнтермесӗр чуптарса иртме ыйтрӗ; ҫавӑн пекех вӑл, кашни лавҫах хӑйӗн юлташӗн хутне кӗме, пӗр-пӗр пӗчӗк сӑлтавшӑнах мӑн ҫынсене элеклемелле мар тесе вӗрентрӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька лашана самантрах тӑварса кӳлчӗ, пӗкке тӳрлетрӗ, йӗнерчӗкне хӑй вырӑнне лартрӗ, урхалӑхне хытарса ҫыхрӗ.Санька быстро перепряг лошадь, выровнял дугу, поправил седелку, туго затянул чересседельник.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл унта вӑрҫӑра, ун тавра пульӑсем, минӑсем, снарядсем… кашни самантрах вӗлерме пултараҫҫӗ ӑна…Он там воюет, пули кругом, мины, снаряды… его каждую минуту убить может…
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Шӑпӑрпа сулкала эсӗ, лайӑхрах сулкала! — хӗрхенсе канаш пачӗ Федя, хӑй питне тутӑр ӑшӗнчен кӑларчӗ, ҫав самантрах хурт сӑхнипе кӑшкӑрса ячӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасем вӗсене самантрах ҫавӑрса илчӗҫ.
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тимка Петька патнелле автан пек сиксе пычӗ: «Халех, ҫак самантрах, Захар мучи патне кайса, ачасене пӳске шырама сада кӗмешкӗн ыйт», — тесе хушрӗ вӑл.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир халех, пӗр самантрах тӑватпӑр! — Петька йӑлтах паттӑрланнӑ пек пулчӗ, кӗсйинчен тапак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ.Нам это раз-раз! — Петька совсем расхрабрился и полез за кисетом.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Самантрах илсе килсе паратӑп, — хыпӑнса ӳкрӗ Петька, витрисем ҫинчен манса кайсах, килнелле вӗҫтерчӗ.В момент доставлю, — засуетился Петька и, забыв про ведра, побежал в избу.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫак самантрах сирпӗн, санӑн уру та ан пултӑр кунта, е йытта вӗлернӗ пек вӗлеретӗп эпӗ сана!— Сию минуту, чтоб нога твоя здесь не была, или я убью тебя, как собаку!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов питрен ҫупса ярсан, Тарантьев ҫав самантрах чарӑнчӗ, пукан ҫине ларчӗ, тӗлӗннипе ухмахла куҫӗсене йӗри-тавралла ҫавӑркаларӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫак самантрах мар, Андрей, шухӑшласа пӑхма пар-ха…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Исай Фомич Затертый, — тепӗр хут каларӗ Иван Матвеевич, аллине ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илчӗ те, Обломов аллине чӑмӑртаса, ҫав самантрах хӑйӗнне ҫанӑ ӑшне пытарчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак самантрах Анисья малти пӳлӗм алӑкӗнчен пуҫне кӑларса пӑхрӗ.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов кашни сас-чӗве итлесе, кӗтсе тӑчӗ: акӑ такам килхушши алӑкӗн хӑлӑпне тытрӗ те ҫав самантрах сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрни илтӗнсе кайрӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956