Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: акӑ Эсӗ мана: ертсе кай ҫакӑ халӑха, тетӗн, Эсӗ: «Эпӗ сана ятранах пӗлетӗп, эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн» терӗн пулин те, манпа пӗрле кама ярассине уҫса памарӑн; 13. эппин, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, йӑлӑнатӑп: Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам мана, Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн эпӗ Сана пӗлсе ҫитем; асту-ха: ҫакӑ ҫынсем санӑн халӑху-ҫке, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Аарон туса панӑ пӑрушӑн Ҫӳлхуҫа халӑха пӗтерсе тухнӑ.35. И поразил Господь народ за сделанного тельца, которого сделал Аарон.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман умӑмра ҫылӑха кӗнӗ ҫынна Хамӑн кӗнекемрен кӑларса пӑрахӑп; 34. эппин, кай, [аяла ан,] ҫакӑ халӑха Эпӗ хӑвна каланӑ ҫӗре ертсе кай; акӑ Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырӗ, Хам пырас кун Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн пырса пӑхӑп, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Тепӗр кунне Моисей халӑха каланӑ: эсир пысӑк ҫылӑх турӑр; эпӗ Ҫӳлхуҫамӑр патне улӑхам, сирӗн ҫылӑхӑра каҫарттарса пулмӗ-и, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: Эпӗ ку халӑха куратӑп, акӑ вӑл — чурӑс халӑх; 10. эппин, Ман патӑмран кай, Манӑн ҫиллӗм вӗсем ҫине тӑвӑлса ҫиттӗр, вӗсене пӗтерем те санран йышлӑ халӑх ӗрчетем, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисей юн илнӗ те халӑха сирпӗтсе каланӑ: ку — ҫак пӗтӗм сӑмаха ҫирӗплетсе, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе ҫураҫса хунӑ халалӑн юнӗ, тенӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Юнӑн ҫуррине илсе, Моисей ӑна тирӗксене янӑ, тепӗр ҫуррипе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ; 7. унтан халал кӗнекине илнӗ те халӑха сасӑпа вуласа кӑтартнӑ, вӗсем: Ҫӳлхуҫа мӗн каланине пурне те тӑвӑпӑр, кӳнтем пулӑпӑр, тенӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей пынӑ та Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, мӗнпур саккуна пурне те халӑха каласа панӑ.3. И пришел Моисей и пересказал народу все слова Господни и все законы.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; 32. вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; 33. вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн хӗрне чуралӑха сутсассӑн, вӑл арҫын чура тухса кайнӑ пек тухса кайма пултараймасть; 8. эхер те ҫав хӑрхӑм хӑйӗн хуҫине килӗшмест пулсассӑн, хуҫи ӑна ҫураҫмасть пулсассӑн, ӑна каялла тӳлесе илме ирӗк патӑр; ӑна хӑй тиркенӗ пулсассӑн, [хуҫан] ӑна ют халӑха сутма ирӗк ҫук; 9. эхер те вӑл ӑна хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫураҫсассӑн, ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне хутӑр; 10. эхер те ывӑлӗ валли урӑх арӑм илсессӗн, ӑна апатсӑр, тумтирсӗр хӑвармалла мар, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлтӑр; 11. эхер те хуҫа уншӑн ҫакӑ виҫӗ япалана тумасть пулсассӑн, вӑл ун патӗнчен ахалех, тӳлемесӗрех, тухса кайтӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр; Турӑран хӑрамаллине хӑйсемех курччӑр тесе, ҫылӑх ан туччӑр тесе Турӑ [сирӗн патӑра] сире сӑнама-тӗрӗслеме килчӗ, тенӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ан та халӑха хытарса кала, вӗсем Турӑ патне Ӑна курасшӑн ан ӑнтӑлччӑр, вӗсен нумайӑшӗн пӗтмелле ан пултӑр; 22. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] патне ҫывӑхаракан священниксен вара, хӑйсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе ан тӑктӑр тесессӗн, хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳмелле, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме Моисей халӑха тапӑртан илсе тухнӑ, вӗсем ту айккине пырса тӑнӑ.17. И вывел Моисей народ из стана в сретение Богу, и стали у подошвы горы.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл халӑха каланӑ: виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑрӑр; арӑмӑрсене ан тӗкӗнӗр, тенӗ.15. И сказал народу: будьте готовы к третьему дню; не прикасайтесь к женам.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей ту ҫинчен халӑх патне аннӑ та халӑха тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатнӑ.14. И сошел Моисей с горы к народу и освятил народ, и они вымыли одежду свою.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей хунӗн сӑмахӗсене итленӗ те йӑлтах [хӑйне] каланӑ пек тунӑ; 25. Моисей вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ хушшинчен пултаруллӑ ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене халӑх пуҫлӑхӗсем — пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] — туса лартнӑ; 26. вӗсем ӗнтӗ халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑнӑ; [пӗтӗм] пысӑк ӗҫ ҫинчен Моисее пӗлтерсе тӑнӑ, вак ӗҫсене пурне те хӑйсемех татса панӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей хунӗ [Иофор] вӑл халӑха мӗн тунине пурне те курнӑ та каланӑ: эсӗ халӑха капла мӗн тӑватӑн? мӗншӗн эсӗ ху анчах ларатӑн, пӗтӗм халӑх сан умӑнта иртен пуҫласа каҫчен ура ҫинче тӑрать? тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.