Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хальхи the word is in our database.
хальхи (тĕпĕ: хальхи) more information about the word form can be found here.
Ҫавна май хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ пуян лабораторисенче пӗлӳ парассипе пӗрлех ҫамрӑксене практикӑна ытларах явӑҫтарас кӑмӑллӑ.

Help to translate

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Шел, хальхи вӑхӑтра асӑннӑ отрасль производстви лайӑх специалистсен тӗлӗшпе пуян теме ҫук.

Жаль, в настоящее время названная производственная отрасль не богата специалистами.

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Хальхи вӑхӑтра ҫветтуй Апполинарийӑн турӑшне аппӑшӗн мӑнукӗ валли хатӗрлет.

В данный момент икону святого Апполинария готовит для внука сестры.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Хӑйӗн хальхи чун киленӗҫӗ ҫинчен хавхаланса каласа кӑтартать тӑрӑшуллӑскер: — Вӗтӗ шӑрҫапа 5 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫларӑм.

Усердная, о своем новом увлечении рассказывает с воодушевлением: - С бисером начала работать 5 лет назад.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Хальхи вӑхӑтра «апайка» сӑмах мӗне пӗлтернине пӗлмеҫҫӗ те пулӗ.

Наверное, в настоящее время значение слова "апайка" и не знают.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Вӑл йӗркеленипе июнӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра районти ГСВГ ветеранӗсем тӗл пулчӗҫ.

Под его руководством 9-ого июня в Кугесинском музее "Бичурин и современность" встретились районные ГСВГ ветераны.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Хальхи вӑхӑтра 13 ача хула больницин инфекци уйрӑмӗнче сипленет.

В данное время 13 детей лечатся в инфекционном отделении городской больницы.

Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

— Малашне ӗне шутне ӳстерес тетпӗр: хальхи вӑхӑтра тупӑшӑн ытларах пайне /80 процент/ выльӑх-чӗрлӗх производствинчен илетпӗр, — терӗ ертӳҫӗ.

Help to translate

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хальхи сӑн ҫук.

Нет нынешнего облика.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

Ҫакна пурнӑҫлама хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ вӑл.

Для этих целей он установил современное оборудование.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Хальхи вӑхӑтра выльӑх апачӗ хатӗрлетпӗр.

Help to translate

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Хальхи вӑхӑтра тӑватӑ ӗне, икӗ чупнӑ пӑру, икӗ пӗчӗк вӑкӑр, лаша усрать.

Help to translate

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Вӗсенчен чылайӑшӗ чӑваш юрри-кӗввине, йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе, халӑхӑмӑрӑн ӑмсанмалла пуян историйӗ пирки хальхи ӑрӑва каласа кӑтартассипе ҫыхӑннӑ.

Из них большинство связано вопросами сохранения чувашской музыки, традиций, передачи нынешнему поколению беспредельно богатую историю нашего народа.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хальхи саманара культура халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан чи пысӑк вӑй пулса тӑрать.

Help to translate

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хальхи вӑхӑтра унти 30,4 пин гектарӗпе кам усӑ курни паллӑ мар.

Help to translate

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хальхи вӑхӑтра мӑйракаллӑ шултра выльӑх 110 пуҫ, ҫав шутра сӑвӑнаканни 50 кӑна-ха.

В настоящее время 110 голов крупного рогатого скота, в том числе только 50 дойных.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хальхи вӑхӑтра вӗсен 580 гектар.

В настоящее время у них 580 гектар.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хальхи вӑхӑтра чечек юратакансем яланхи пӳрт умӗнчи чечек клумбисемпе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, кил-ҫурта илемлетмелли тӗрлӗ меслетсене алла илеҫҫӗ.

В настоящее время любителям цветов недостаточно иметь у дома цветочные клумбы, они обучаются к разным методам украшения домов.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Хальхи вӑхӑтра объектсенче ӗҫ пырать.

Help to translate

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев ертсе пынӑ жюри конкурса пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ: «Чӑвашла вулакан хальхи проза» номинацире 2014 ҫулшӑн Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», 2015 ҫулшӑн Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнекисем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Help to translate

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed