Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Чи сумлисем вара, — вӗсене темӗн тӗрлӗ хисеплесессӗн те, вӗсем кирек кам пулсассӑн та, ҫакӑ маншӑн нимех те мар: Турӑ умӗнче вӑл ниме те пӗлтермест, — эпӗ мӗнле вӗрентни ҫумне нимӗн те хушмарӗҫ.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Христоса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗсем мана курманччӗ-ха, 23. ӗлӗк хӑйсене хӗсӗрлекенни халӗ ӗнтӗ унччен хӑй пӗтерме тӑрӑшнӑ тӗн ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳрет тенине ҫеҫ илтнӗ вӗсем — 24. вара вӗсем маншӑн Турра мухтанӑ.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мухтанни маншӑн усӑллӑ мар та, ҫавах манӑн мухтанмах тивет: эпӗ хама Ҫӳлхуҫа мӗн кӑтартни, мӗн уҫса пани патне ҫитетӗп.1. Не полезно хвалиться мне, ибо я приду к видениям и откровениям Господним.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йӑвашшисене лӑплантаракан Турӑ пире Тит килсе ҫитнипе лӑплантарчӗ, 7. Тит килнипе ҫеҫ мар-ха, эсир ӑна лӑплантарса янипе те лӑплантӑмӑр эпир: вӑл пире эсир маншӑн тунсӑхлани ҫинчен, маншӑн мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эсир мана хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа пачӗ те, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ хампа калаҫаканӑн чӗлхине пӗлместӗп пулсассӑн, эпӗ ҫав ҫыншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп, вӑл та маншӑн ют халӑх ҫынни пулать.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна та эпӗ хамшӑн ҫавӑн пек тутарасшӑн ҫырмастӑп: ун пек тӑвиччен вилсе выртни аванрах маншӑн — манӑн ырӑ ятӑма никам та ан пӗтерейтӗр.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир ман ҫинчен мӗн калани е ытти ҫынсем мӗн калани маншӑн нимӗн те мар; эпӗ хам ҫинчен хам та нимӗн те каламастӑп.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Руфа салам калӑр, тата унӑн амӑшне те салам калӑр, маншӑн та вӑл аннем пулчӗ.13. Приветствуйте Руфа, избранного в Господе, и матерь его и мою.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра асӑнса, Таса Сывлӑшӑн юратакан кӑмӑлне асӑнса сире хампа пӗрле маншӑн Турра тӑрӑшса кӗлтума тархаслатӑп: 31. манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсенчен хӑтӑласчӗ, Иерусалимшӑн тӑвакан ӗҫӗм сӑваплӑ ҫынсене кӑмӑллӑ пултӑрччӗ, 32. Турӑ ирӗкӗ пулсассӑн, сирӗн пата савӑнса пырса сирӗнпе пӗрле лӑпланасчӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. «Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ» теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн.4. Для меня нет большей радости, как слышать, что дети мои ходят в истине.
3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пурӑнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме: Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Симон ҫапла хуравласа каланӑ: эсир маншӑн Ҫӳлхуҫана хӑвӑр кӗлтӑвӑр — эсир калани нимӗн те ан ҫиттӗрччӗ мана, тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн та хӑвӑр ачӑрсемшӗн йӗрӗр, 29. ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне ҫапла калӗҫ: «ача туманнисем, ача ҫуратман варсем, ача ӗмӗртмен кӑкӑрсем телейлӗ!» тейӗҫ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; 23. тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: 24. ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47. Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48. Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49. Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50. Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51. Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52. вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53. выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55. аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иисус вӗсене каланӑ: ан тивӗр ӑна; ӑна мӗншӗн кӳрентеретӗр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ.6. Но Иисус сказал: оставьте ее; что ее смущаете? Она доброе дело сделала для Меня.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: кам та кам Маншӑн тата Евангелишӗн кил-ҫуртне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне пӑрахса хӑварать, 30. ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах, кил-ҫуртне те, тӑванӗсене те, ашшӗне те, амӑшне те, ачисене те, уй-хирне те ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн, Ырӑ Хыпаршӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус ҫакна асӑрхасассӑн каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ: 11. кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук; 12. ҫак мирӑна Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, вӑл Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ; 13. чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсе ҫӳресессӗн те, унта ку хӗрарӑма та асӑнӗҫ, вӑл мӗн тунине каласа кӑтартӗҫ, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.