Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасартӑк the word is in our database.
сасартӑк (тĕпĕ: сасартӑк) more information about the word form can be found here.
«Хӑ! — сасартӑк чӑрмавпа анкӑ-минкӗленнӗрен, пӗр авӑка ним тума аптӑраса хытрӗ йӗкӗт.

Help to translate

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сасартӑк чухласа илтӗм эпӗ ҫакна.

Help to translate

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗтмен, шухӑшламан ҫӗртен, сасартӑк!

Help to translate

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ытла та сасартӑк, пат, кӗтмен, шухӑшламан ҫӗртен?

Help to translate

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сасартӑк хӑрушӑ-хӑрушӑ, сивӗ-сивӗ пулса каять Динӑна.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑна кӗр! — сасартӑк тан-тан! ялтлатса илчӗ унӑн пуҫӗнче.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

(ара, кунтах, куҫ умӗнчех, пӳртрехчӗ вӗт-ха амӑшӗн сӑнӗ-пичӗ, кӗлетки; тути ҫинчӗн вӑҫерӗннӗ юлашки сыпкӑм сывлӑшӗ те куҫкӗскине тарлаттармалӑхах ҫывӑх-ҫывӑхчӗ, чун таврашӗнчехчӗ) — халӗ, ак, кӗчӗ те, хупӑнчӗ те Дина ҫурма сӗмлӗхе тӑр-пӗччен — унӑн пуҫӗ тӑрне сасартӑк ту чӑнкӑшӗнчен кӗрлесе; ҫӗмӗрӗлсе анакан юр катрамӑсем евӗр темӗн хӑрушши те темӗн сӑмсӗрри хыттӑн-хыттӑн тӑкӑнма, кӳпкеме-кӳплетме тытӑнчӗ.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла вӗт, пепкемҫӗм, ҫапла-и? — те ыйхи тӗлӗшне, те чӗркемре чылай вӑхӑт выртнипе кӑмӑлсӑрланнӑн сасартӑк хыттӑн сас панӑ ачине сӑлкара сиктернӗ евӗр «и-и-и, и-и-и» тесе, тӑрӑшсах кӗвӗллӗн сиктерме тытӑнчӗ Нина.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ахалех ерӗҫеймен, — темӗн шутсӑр хытса, шанкйӑванса каймалли каласа кӑтартасла куҫне-пуҫне сасартӑк янк! тӗлӗнӗҫлетрӗ Нина.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр енчен, пӗр савӑнӑҫ — ача, тепӗр енчен, тепӗр хуйхӑ — ку… — сасси, халь-халь сӳнеселе-пӑчланасла, куҫҫулленсе-куҫҫулленсе пычӗ-пычӗ те унӑн, сӳнсе-пӑчланса, тикӗсленсе пӗтем тенӗ ҫӗртех сасартӑк тӑнк! хытрӗ.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах ҫав вӑхӑтрах шыв янӑравлӑн шаплатса кайнӑ, — калӑн, сасартӑк хӑраса е тӗлӗнсе ахлатнӑ вӑл, тейӗн.

Но в это время раздался звучный плеск воды, точно она ахнула от испуга или удивления.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вара выльӑхла шиклӗхпе тулнӑ ирсӗр сасӑсен тӑвӑлӗ сасартӑк Фома ҫине ҫитсе ҫапӑннӑ.

И вдруг на Фому полетел целый ураган звуков, визгливых, полных животного страха, противно жалобных.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫынсен тӗксӗм кӗлеткисем, сасартӑк ҫаврӑнса, ун еннелле талпӑннӑ, сулӑ варрине кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Темные фигуры людей вдруг и все сразу двинулись к нему и сбились в кучу на средине плота.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сасартӑк унӑн пуҫӗнче пӗр шухӑш хӗмленсе кайнӑ.

И вдруг в голове его вспыхнула одна мысль.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Шуйттан кӑна пӗлет! — сасартӑк ура ҫине сиксе тӑрса, шӑртланса кайса, кӗҫ-вӗҫ куҫҫульне сирпӗтес пек кӑшкӑрса каланӑ Званцев.

— Чёрт знает что! — раздраженно и почти со слезами закричал вдруг Званцев, вскакивая из-за стола.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан, сасартӑк юррӑн ҫеммине улӑштарса, сассине хӑпартса, вӑл та аппӑшӗ пекех вӑрӑммӑн тӑстарса янӑ, ҫунакан ӑшчикӗн юнавне сасӑланӑ:

И вдруг, изменив темп песни и повысив голос, она запела так же протяжно, как сестра, сладострастные угрозы:

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакӑ — тротуар ҫинче сасартӑк сарлакан та тикӗсмаррӑн утма пикеннӗ сывлӑхлӑ та тискер йӗкӗтӗн халсӑрлӑхӗнче, темӗнле, чуна тарӑннӑн кайса тивекен япала пулнӑ.

Было что-то глубоко трогательное в бессилии здорового и дикого парня, который вдруг начал шагать по тротуару широкими, но неровными шагами.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Каяр, — килӗшнӗ Фома, унтан сасартӑк, чӑмӑрӗсене ҫӳлелле йӑтса илнӗ те, хаяррӑн мӗкӗрсе янӑ: — Каяс-тӑк каяс! — кӑшкӑрнӑ вӑл.

— Пойдем,— согласился Фома и вдруг ожесточенно зарычал, сжав кулаки и взмахивая ими: — Пойдем, так пойдем!

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома, хӑйӗн ҫулӗ ҫинче темӗнле чӑрмав тӗл пулнӑ пекех сасартӑк чарӑннӑ.

Фома вдруг остановился, точно встретил какое-то препятствие на пути своем.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Вӑл, ҫавӑскер, кам пулчӗ-ха? — ыйтнӑ Фома, унтан сасартӑк ахӑлтатса кулса янӑ.

— Он, этот самый, кто такой? — спросил Фома и вдруг засмеялся.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed