Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) more information about the word form can be found here.
Сӗтел пӗр вӗҫӗнче упӑшкипе юнашар ларакан Кӗтернене ку доклад тунӑ пек мар, хӑй тахҫан пӗлекен ҫынсемпе юлташла калаҫни пек туйӑнчӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт тӑхтасан, пӳрте кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ Куҫма Иванч кӗчӗ, вара Анна Ивановна, ҫав-ҫавах чарӑнма пӗлмесӗр юмахласа, тутлӑ апатпа тата чӗкӗнтӗртен тунӑ пылак кӑваспа хӑналарӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӗрӗс тунӑ, ӑна тахҫанах кӑлармалла пулнӑ!

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн тунӑ, ҫавна ҫийӗнчех халӑха пӗлтермелле.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акнӑ, сӳреленӗ, ҫӗртме тунӑ, тырӑ вырнӑ, кӗлте кӳнӗ, патшалӑха тырӑ леҫнӗ, — ача чухнехи йӑлипе пӳрнисене тытсах шутласа кайрӗ Ваҫук.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуҫӗнче ҫӑмран йӑваласа тунӑ кивӗ шӗлепке.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь Ятман шухӑшлать те, Левентей чӑнах та тӗрӗс мар тунӑ: эртел колхоза кансӗрлеме кӑна мар, пысӑкран пысӑк усӑ пама пултарать, вӑл туса хатӗрлекен урапа-ҫунасем фронтра та, фронт ҫывӑхӗнче те мӗн те пулин турттарнӑ ҫӗрте кирлӗ пулма пултараҫҫӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ферма ҫурчӗсене Кабир улӑм вырӑнне хӑмапа виттернӗ, вӗсем халь урамран тем вӑрӑмӑш вӗрҫӗнӗ пӳртсем пек курӑнаҫҫӗ; хапхапа юнашарах ҫуна-урапа лартма тепӗр пысӑк мар сарай тунӑ; тырӑ кӗлечӗ унчченхиех, — ӑна тахҫанах сӳтсе юсама вӑхӑт ӗнтӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ ятнех пӗҫернӗ вир пӑттине тӑраниччен ҫинӗ хыҫҫӑн Ятман, хӑйӗн хурамаран тунӑ кукӑр патакне алла илсе, кӗпер патнелле уксахларӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир правленире хаҫат витрини тунӑ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Итле-ха, Ятман, октябрь уйӑхӗнче эсӗ ман вырӑнта председатель пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑнччӗ — колхозниксене ҫӗрулми кӑларттарӑттӑна е хӑва касма ярӑттӑна?

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ вӑрҫма та, тӗрӗс тунӑ тесе калама та шутламастӑп-ха.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей пӗтернӗ пулсан, ӑна пӗр сӑлтавсӑр пӗтермен пулӗ-ха, вӑл шухӑшласа тунӑ пулӗ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эртел машинине фронта илсе кайнӑ хыҫҫӑн Левентей промсоюза ҫырса янӑ та, лешсем пирӗн хӑвалӑха тепӗр эртеле памалла тунӑ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑш ялсем тунӑ тесен, тӳрех Атӑлкассисем тетчӗҫ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир тунӑ япаласенчен выставкӑсенче пӗтӗм халӑх тӗлӗнетчӗ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна тӑван колхозри мӗнпур япала интереслентерет: хӑш пусӑра тырӑ мӗнле пулнӑ, ӑҫта вӑрлӑх участокӗ тунӑ, выльӑх ытла пӗтсе кайман-и, мӗн чухлӗ чакнӑ, колхозниксенчен кам ӑҫта ӗҫлет, мӗнле ӗҫлет.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӳлле виҫӗ ял вӑйӗпе тунӑ, ҫапах та Ятман унпа хӑй ӑшӗнче халӗ те пулин савӑнса пырать: ӑна Ятман секретарьте ӗҫленӗ чухне Атӑлкасси комсомолецӗсем пуҫарнипе чавма тытӑннӑ, ӑна чавнӑ чухне вӗсенчен кашниех ал хӑпарса тухиччен ӗҫленӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллине вӑл ҫӗҫӗпе якатса тунӑ кукӑр туя тытнӑ, ҫурӑмӗ ҫинче симӗсрех сарӑ кутамкка.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михалан варҫӑ умӗн ҫеҫ тунӑ ҫӗнӗ хапхи мӗн ҫӗрле пуличченех чӗриклетсе уҫӑлса хупӑнма чарӑнмарӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed