Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн the word is in our database.
юн (тĕпĕ: юн) more information about the word form can be found here.
Мӗншӗн тесен ӑна пула юн пусӑмӗ ӳсесси те часах.

Help to translate

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Асӑрханӑр! Ҫапла сипленнӗ вӑхӑтра юн пусӑмӗ тӑрук улшӑнсан, пуҫ ҫаврӑнсан, варвитти пуҫлансан, шӑнӑр хутлатсан, вӑй-хал чаксан кикен шӗвекне ӗҫме тӳрех чарӑнмалла.

Help to translate

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ҫавӑн чухлех - юн юхса кӗвелнӗ вырӑнсем...

Help to translate

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Апат умӗн 2 апат кашӑкӗ ӗҫни чӗре чирӗсенчен, юн тымарне тасатма пулӑшать.

Help to translate

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Вӑл ҫав вӑхӑтра юн кӳлленчӗкӗнче выртнӑ пулнӑ иккен… — калаҫса пычӗ ҫул тӑрӑх Анна.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Юн хӑсма тытӑнчӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кашкӑр тесен — шӑм-шакӑ та, юн тумламӗ те хӑварман вӗт-ха!

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эп уншӑн ют ҫӗрте юн юхтарнине вӑл пӗлмест-ши, сисмест-ши вара?

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Апла пулсан юн тӑкни те харама каймӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫапах унӑн та юн шайӗнче сыхланса юлнӑ сисчӗвленӳ пур: ҫывӑх ҫыннисем пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх йӗркеленнӗ, Хрущев хуҫаланнӑ тапхӑрсене кӳренӳллӗн аса илни ҫынсен асӗнче юлнах: выльӑх шутне е усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗн виҫине кура налука пысӑклатмӗҫ-и?

Help to translate

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Медицина ӗҫченӗсен «асамӗсене» куҫ илмесӗр сӑнаттӑм: вӗсем шприц хатӗрленине, укол тунине, банка лартнине, юн пусӑмне виҫнине.

Help to translate

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унччен пуҫӑннӑ ӗҫсене яваплӑрах тишкерсе 5 ҫулта управленин тӗп выльӑх тухтӑрӗпе тата ветстанци пуҫлӑхӗпе М.Мироновпа юн чирне пӗтерессишӗн нумай вӑй хучӗҫ, районта лейкоза пӗтерчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗсем ҫав ҫулсенче районта анлӑ сарӑлнӑ туберкулезпа, ҫӗпӗр язвипе, юн чирӗпе /лейкозпа/ кӗрешсе пысӑк ӗҫсем туса ирттерчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Ӳпкен вӑраха кайнӑ чирӗсемпе, чӗрепе юн тымарӗсен, эндокрин чирӗсемпе аптракансен, аслӑрах ӳсӗмрисен, 2 ҫула ҫитмен ачасен, ҫире пур хӗрарӑмсен хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулма юрамасть.

Help to translate

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

юн тымарӗсен, ват хӑмпин чирӗсем, ӳт тӑртанни — пилеш;

Help to translate

Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

юн тымарӗсен чирӗсем — ӑншӑрт курӑкӗ /адонис/, эмел шур курӑкӗ /шалфей/, лантӑш, пӳрнеске курӑкӗ /наперстянка/;

Help to translate

Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Енчен те юн япӑх кӗвелет пулсан вара вӗлтренпе хура пилеш уйрӑмах лайӑх пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Пурне те юрамасть // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Юн пусӑмӗ пӗчӗк ҫынсен унӑн шӗвекне нумай вӑхӑт ӗҫме юрамасть.

Help to translate

Пурне те юрамасть // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Юн пусӑмӗ те аванах.

И кровяное давление хорошее.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫавӑн пекех артерин юн пусӑмне йӗркене кӗртет.

Также нормализует артериальное давление.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed