Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пулатех вӑл, пулатех — кӗҫех ак эпир те, каялла ҫаврӑнӑпӑр та, хӗвеланӑҫ хӗрелнине пӑхса киленӗпӗр! —Будет, все будет, вот мы сейчас обратно повернем, и будем любоваться алеющим закатом».
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӗҫех хӗл ларать вӗт-ха!
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй тӳсме пултарас ҫуккине, кӗҫех пӗтӗм пӳрте янӑратса ҫухӑрса ярасса туйса, Марийка хуллен кӑна кровать ҫинчен тӑчӗ те, хӑнасене е килтисене вӑратас марччӗ тесе, чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа пӳртумне тухрӗ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӗҫех ӗнтӗ унтан кӗтмен хӑна кӗмелле.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Анчах кӗҫех кроликсем ҫухалчӗҫ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Эпир пурте савӑнтӑмӑр: кӗҫех пӗчӗк кролик ҫурисене куратпӑр!Все очень радовались тому, что скоро опять увидят маленьких крольчат.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Сасартӑк ҫав тери пысӑк ачашлӑх ун чӗрине пӑчӑртарӗ те пырӗ патне пырса, кӗҫех антӑхтарса яратчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя саперсемпе пӗрле Кивӗ Карантин укӑлчи хыҫне тухнӑ чух, хӗрринче ларакан инженер ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, пӗчӗк разведчик самантлӑха кайма ыйтрӗ, кӗҫех таврӑнатӑп тесе сӑмах пачӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпир сире ҫав тери… — Сасартӑк Володя кӗҫех хӗрача пек макӑрса ярса, намӑс курассине туйрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗрре вӑл, пирӗн пекех, ҫавнашкал лару-тӑрӑва лексе, кӗҫех пӗтмен.Как он однажды тоже попал в такое положение, что совсем как будто уже гибель пришла.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл шӑннӑ ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса, вырӑнтан тапранмасӑр выртрӗ, унтан ерипен пуҫне ҫӗклерӗ те… кӳреннипе, ҫилленсе кайнипе кӗҫех макӑрса яратчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл уҫӑ сивӗ сывлӑш ҫӑтса, кӗҫех антӑхса каятчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл чул хушшинчи ансӑр ҫурӑкра кӗҫех хӗсӗнсе ларатчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗррехинче иккӗшӗ те, политрук та, унӑн ученикӗ те, кӗҫех суккӑр юлатчӗҫ.Оба, и политрук и его питомец, однажды чуть не остались без глаз.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсен темиҫе хут та ҫӗр ҫумне, лӑпчӑнса хускалмасӑр выртма тиврӗ: прожекторӑн куҫа йӑмӑхтаракан сивӗ ҫути кӗҫех хыпашласа тупассӑн туйӑнать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӳпери ҫӑлтӑрсене ярса илме шутларӑр пулать, ҫӑлтӑр вырӑнне пуҫӑр ҫине кӗҫех бомба ӳкмен.Думали звезды с неба хватать, а чуть бомбу на голову не схлопотали.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя, мӗнрен пуҫламаллине пӗлмесӗр, кӗҫех «Пичче» тесе яратчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах тоннель кукӑрӗнче вӑл хирӗҫ килекен ҫынсене кӗҫех пырса ҫапӑнатчӗ.Но за поворотом тоннеля он чуть было не столкнулся с шедшими навстречу людьми.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Штабран чупса тухсан, Володя чаршав хыҫӗнче тӑракан часовоя кӗҫех йӑвантарса ямарӗ, вӑл тӳрех хӑйсем вырнаҫнӑ штрек патнелле чупрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Часах Яша пиччен мотоциклӗ икӗ хутчен шаплаттарчӗ те, каменоломньӑра кӗҫех тревога пуҫланатчӗ, унтан хаваслӑн шакӑлтаттарма пуҫларӗ; штабра сӗтел тӗлӗнче Володя патрона пӑрса хунӑ, маччаран ҫакнӑ электричество лампи ҫап-ҫутӑ ҫутӑлса кайрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.