Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капитан the word is in our database.
капитан (тĕпĕ: капитан) more information about the word form can be found here.
Иван Павлыч каярахпа Татаринов капитан ҫинчен сӑмах хускатрӗ, Катя ан илттӗр тесе хуллентерех сасӑпа эпӗ пичетре асӑнман хыпарсене пӗлтертӗм.

Потом Иван Павлыч заговорил о капитане Татаринове, и, немного понизив голос, чтобы не услышала Катя, я рассказал некоторые подробности, о которых не упоминалось в печати.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татаринов капитан хӑйӗн приложенийӗнче пир хупӑллӑ тетрадь пирки те асӑннӑ, унта мӗн вуласа пӗлни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каламӑп эпӗ ку кӗнекере.

В этой книге не найдётся места для подробного рассказа о том, что было прочтено в холщовой тетради, о которой капитан Татаринов упоминает, перечисляя приложения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнтан эпӗ Татаринов капитан экспедицине мӗнле тупни ҫинчен калакан сыпӑкне ҫеҫ кӗртсе хӑварам.

Приведу из него лишь те места, в которых говорится о том, как была открыта стоянка.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ Татаринов капитан халӗ акӑ Енисей тинӗсе юхса кӗнӗ ҫӗре ҫитсе тӑрсан, унтан вӑл тинӗсре ҫӳрекен пысӑк карапсене вуншар та курнӑ пулӗччӗ.

Если бы капитан Татаринов теперь добрался до устья Енисея, он встретил бы десятки огромных морских судов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах тахҫан ҫав вырӑнсенче Татаринов капитан иртнӗ те, ун йӗрӗпе эпӗ хам асӑмра пин хут та иртнӗ.

Но когда-то в этих местах прошёл капитан Татаринов и мысленно я, вслед за ним, тысячу раз.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Адмирал кӗтмен ҫӗртен тухса кайнине ҫеҫ каласа хӑварас тетӗп — сасартӑк тӑчӗ те вӑл, тухрӗ, ман пукан ҫумӗпе иртнӗ чух, вӑл пӗшкӗнчӗ, мана ура ҫине тӑма памасӑрах: — Капитан, паян ман пата кӗрсе тухсамӑрччӗ, — терӗ шӑппӑн.

Скажу только, что адмирал исчез совершенно неожиданно: вдруг встал и вышел. Проходя за моим стулом, он наклонился и, не давая мне встать, сказал негромко: — Прошу вас сегодня зайти ко мне, капитан.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑннипе каласан, капитан каҫсерен куҫ хупмасть, Пысӑк Лубня ялӗнчен илнӗ ҫырӑва вӑл ҫине-ҫине вуласа тухать, акӑ ӑна темле Перышкин директор ҫырса пӗлтерет: — Катерина Ивановна Григорьева-Татаринова, хӑй пӗлнӗ таран каласан, май уйӑхӗнчех лагерьтен тухса кайнӑ, тет, апла эппин «ун чухне лагерь те Новосибирский облаҫне тухса кайман-ха».

На деле капитан не спит по ночам, читая и перечитывая письмо из села Большие Лубни, в котором какой-то директор Пёрышкин сообщает ему, что Катерина Ивановна Григорьева-Татаринова, насколько ему известно, выехала из лагеря ещё в мае, то есть «до отъезда такового в Новосибирскую область»,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капитан кунти летчиксен хушшинче Балашов шкулӗнче хӑй вӗрентнӗ ҫынсене тупать.

Среди лётчиков капитан находит своих бывших учеников ещё по Балашовской школе.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте чиперех — капитан полка пырать, полк командирӗ ӑна юлташӗсемпе те экипажпа паллаштарать.

Всё превосходно — капитан является в полк, командир полка представляет его товарищам, экипажу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Машина уйрӑмӗнче юлашки хут капитан звонок шӑнкӑртатрӗ.

В последний раз в машинном отделении задилинькал капитанский звонок.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Капитан та аллине ҫеҫ ҫулчӗ.

Капитан же только махнул рукой.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Машинӑна пулӑшма, тавар тиенӗ чухне ытлашши тӑрса ирттернӗ вӑхӑта тавӑрас тесе, капитан парус карма хушрӗ.

Чтобы помочь машине и наверстать время, потерянное при затянувшейся погрузке, капитан приказал поставить парус.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Вӑтам хӑвӑртлӑх! — терӗ капитан рупортан.

— Средний ход! — сказал капитан в рупор.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Капитан кашни минутрах компас ҫине пӑхать.

Капитан всякую минуту заглядывал в компас.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑнтах аялтан шӑнкӑрав шӑнкӑртатни илтӗнчӗ, ку вӑл капитан команда панине пӗлтерет.

И тотчас внизу задилинькал колокольчик, это означало, что команда принята.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ерипен каялла! — терӗ капитан трубкӑран.

— Малый ход назад! — сказал капитан в трубку.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӗпер ҫине кайса, капитан рупор тӑрӑх каланине курас-и е кунта матроспа компас патӗнчех юлас-и?

Бежать на мостик смотреть, как будет говорить капитан в рупор, или оставаться возле матроса и компаса?

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем капитан машинӑсен пӳлӗмне звонок панине тавҫӑрса илчӗҫ.

Они поняли, что капитан позвонил в машинное отделение.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Капитан урипе педаль ҫине пусать.

Капитан постучал ногою по педали.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Сылтӑмалла — борт ҫине! — кӑшкӑрать тискер сасӑпа капитан руль тытакан матроса, хӑй компас тавра тӗлӗнсе пӑхса тӑракан пассажирсене куҫпа та пӑхмасть.

— Право на борт! — не обращая ни малейшего внимания на пассажиров, почтительно обступивших компас, кричал капитан рулевому хриплым, горчичным голосом обжоры и грубияна.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed