Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсекен (тĕпĕ: ӳс) more information about the word form can be found here.
Юланутҫӑ куҫӗ умне кунти курӑка ҫулса типӗтсе, пуҫтарса илсе купаланӑ шӗвӗр пуҫлӑ утӑ капанӗсем, унта-кунта ӳсекен хурӑнсем тухса тӑчӗҫ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, анлӑ уйӑн шӑп та лӑп варринче, Сӗре хӗрринче, ем-ешӗл курӑк ӳсекен айлӑмлӑ вырӑн пур.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх, ял хӗрринчен пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитиех, тӑват-пилӗк ҫухрӑм та пулӗ, йӑвӑ ӳсекен йӑмрасем акӑш-макӑшшӑн кашласа лараҫҫӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулсем хӗрринчи, электролинисем ҫывӑхӗнчех ӳсекен йывӑҫсене ӳссе кайиччен кассан аванрах пулӗ.

Help to translate

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Хырлӑхра ӳсекен мӑк кӑмпин, хурӑн е ӑвӑс кӑмписенех йӑли урӑхла: вӗсем шӑтса тухаҫҫӗ те тӳрех ҫӳлелле кармашаҫҫӗ, вӑрӑм авӑрлӑ сунчӑксем пек инҫетренех курӑнса лараҫҫӗ.

Help to translate

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Чӑн-чӑн кавир пекех ҫав хыр е чӑрӑш айӗнче ӳсекен мӑк курӑкӗ.

Help to translate

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Ҫав ӗнтӗ вӑл куршукра ӳсекен чечекӗн…

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Гаврила кӗлет айккинче ӳсекен тӗмӗсем айпе кукленсе ларнӑ.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппапа иккӗшӗ мана хӑва хушшинчи ҫерем ҫинче ӳсекен сарӑ чечексене чылай татса пачӗҫ.

Help to translate

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Левентей ҫырма хӗрринчи йӳпленсе ӳсекен ҫӗмӗрт йывӑҫҫи умне пырса чарӑнчӗ.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир, ученӑйсем, сире валли юрӑхлӑ вӑрлӑх туса парас тесе вуншар ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫлетпӗр, асапланатпӑр, йӑнӑшатпӑр, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сортсем шыратпӑр, пӗр пучахран туратланса ӳсекен темиҫе пучах тӑватпӑр, кӗркунне-акмалли тырра ҫуркунне акса пӑхатпӑр, тата тем те пӗр.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тулӑ фронтра ӳсекен япала мар, ӑна лӑпкӑ ҫеҫен хир кирлӗ…

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑл кунта ӳсекен ҫимӗҫсене туса илме пӗлмест.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тулӑ ӳсекен ҫӗрӗ пирӗнни пекехчӗ, эп юри чавса пӑхрӑм.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унти 2439 гектарӗ ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем, нумай ҫул ӳсекен курӑк 389 гектар ҫинче ҫитӗнет, техникӑлла культурӑсем 300 гектар ытла йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

27 гектар урпа, ыттине нумай ҫул ӳсекен курӑксем, тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫав шутра ҫӗр улми, ыхра.

Help to translate

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Шкула каймалли хатӗрсене тӑлӑх ӳсекен ачасем те тивӗҫнӗ.

Help to translate

Вӗренме кайма пулӑшнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%b2e%d1 ... 88%d0%bda/

Акци пынӑ вӑхӑтра район администрацийӗн опекӑпа попечительство секторӗн тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссин специалисчӗсем йӗрке хуралҫисемпе пӗрле районти йывӑр ҫемьесене тухса ҫӳренӗ, унта ӳсекен (кӑҫал пуҫласа парта хушшине ларнӑ) ачасене канцеляри хатӗрӗсем, спорт инвентарӗсем тата тум парнеленӗ.

Help to translate

Вӗренме кайма пулӑшнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%b2e%d1 ... 88%d0%bda/

Унӑн тӗллевӗ — йывӑр ҫемьесенче ӳсекен ачасене пӗлӳ илме пулӑшасси тата вӗсем йӗркене пӑсассине сирсе ярасси.

Help to translate

Вӗренме кайма пулӑшнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%b2e%d1 ... 88%d0%bda/

Ҫӗр айӗнчен тӗттӗмре ӳсекен калча пек шуралса кайнӑ ултӑ ҫынна илсе тухрӗҫ.

Help to translate

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed